Милицин аслă сержанчĕ Вася Ермолаев паян ирех вăранчĕ. Яланхи пекех ирхи гимнастика тунă хыççăн çăвăнса апатланчĕ те ĕçе васкарĕ. Эх, лайăх-çке урамра. Вăл, Çĕрпӳ хулин кăнтăр хĕвел анăç енче пурăнаканскер, ĕçе çуранах утас терĕ. Çурхи çанталăкăн уçă сывлăшĕпе сывлас, тăван хула хĕллехи ыйхăран мĕнле вăраннине сăнас терĕ. Урамра унта-кунта хăй пекех ĕçе васкакансене тĕл пулчĕ вăл. Пĕрисем иккĕн утаççĕ, тепри, авă, пĕчченех. Хирĕç тата икĕ ачаллă хĕрарăм килет. Ачисене ача садне ăсатать пулĕ ĕнтĕ. Вася хăйĕн пĕчĕк хĕрне аса илчĕ. Питĕ хитрескер вĕт вăл! Йăл куллипе пурне те хăй патне илĕртет. Савнă мăшăрĕ пĕчĕк хĕрне юратса пăхни савăнтарать Васьăна. Унăн хăйĕн те яланах килте пулас килет. Анчах ĕçе те каймалла вĕт. Ĕçĕ вара çăмăл мар. Кашни кунах мĕн те пулин сиксе тухать, ялан унта-кунта çӳремелле, тĕпчемелле, пĕлмелле. Халĕ тата , икĕ уйăх каялла, ытти милици ĕçченĕсемпе пĕрле Чечен Республикине йĕрке хураллама каякансен отрядне хăйне те илме заявлени çырчĕ. Пуçланă çурта туса пĕтерме укçи те пулать, тата юлташсенчен мĕнле юлăн. «Çак тĕнче вăраннă вăхăтра килтен мĕнле тухса каймалла-ши, 3 уйăхлăха вĕт»,- шухăшласа пычĕ Вася.
Вăл пырса кĕнĕ чухне милици уйрăмĕнче никамах та çукчĕ. Кабинетне кĕчĕ те яланхи йăлапа радио ячĕ, çĕнĕ хыпарсене итлес, мĕн пулса иртнине пĕлес... Раççей Президенчĕ Чăваш Республикине килсе кайнă, Тольятти хулинче пурăнмалли çурт сирпĕннĕ, Байконурта çĕнĕ космос карапне уçлăха вĕçтернĕ, Чеченре боевиксем Саратовран килнĕ йĕрке хуралçисен отрядне тапăннă иккен, 7 çын вилнĕ, нумайăшĕ аманнă. Лешсен хăйсен тивĕçне пурнăçласа киле таврăнасси тепĕр икĕ эрне кăна юлнă пулнă иккен... «Питĕ шел, — шухăшларĕ Вася, — килĕсенче кĕтсе илеймерĕç ĕнтĕ». Унтан унăн шухăшĕ тĕнче уçлăхне вĕçнĕ Раççей тата Кăркăсстан çыннисем Николай Бисереовпа Минор Джамилев çине куçрĕ: «Нумайлăхах кайрĕç пуль-ха, халĕ космосра 3-4 уйăхах пурăнаççĕ вĕт, нумай тĕпчевсем ирттереççĕ». Çапла шухăшласа ларнă хушăра Ермолаева Çĕрпӳ районĕн Шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕ В.В. Беляев чĕннине пĕлтерчĕç. Унта çитсен полковник Васьăна ыран ирех йĕрке хуралçисен отрячĕн Чечене тухса каймаллине пĕлтерчĕ. Паян вара халех киле кайма юрать. Вася килне çитсен Оля тĕлĕнчĕ, кăнтăрла килекен марччĕ ытти чух. Вася каласа ăнлатарчĕ. Паллах Ольăн ярас килмест. Мĕн тăвăн, хушаççĕ пулсан каймаллах...
Тепĕр кунне ăнăçу сунса отряда Шупашкартан ăсатрĕç. Çĕрпӳ районĕнчен виççĕн тухса кайрĕç. Виçĕ маттур каччă. Вĕсем Çĕрпӳ районĕн ятне ярас çуккине аван пĕлет Беляев, Шалти ĕçсен пайĕнче чи матуррисем вĕт. Ăсатакансем куççульленчĕç, хăрушă-çке. Чеченрен кашни кунах ырă мар хыпарсем килеççĕ, унта та кунта боевиксем алхасаççĕ, мирлĕ халăха та, йĕрке хуралçисене те тапăнаççĕ.
Çул çинче ĕшеннĕ отряд вырăна çитсе вырнаçрĕ. Вĕсен кунта 6 уйăх пулмалла. Задание вара паян каçхинех каймалла: Аргун ущелйинче боевиксене сыхламалла. Тĕттĕмленсен отряда машина çине лартрĕç те илсе кайрĕç. Сăртсем хушшине кĕме ĕлкĕрчĕç кăна, умĕнче пыракан машина тăруккăн çул çинчен пăрăнчĕ те сулăнса кайса аялалла чăмрĕ. Çакна курса хыçалти грузовик çинчи боецсем сиксе анчĕç, унта-кунта саланчĕç, çапăçу пуçланчĕ. Боевиксем йĕрке хуралçисене кĕтсе илме тĕплĕн хатĕрленнĕ иккен, тем тĕрлĕ хĕç-пăшал пур вĕсен, вут-хĕм сирпĕнсе кăна тăрать... Çак вăхăтра çӳлтен çап-çутă йăрăм вирхĕнсе анчĕ. Мĕн ку? Çапăçакан боевиксен те, йĕрке хуралçисен те ун çине пăхса тăма вăхăт пулмарĕ. Анчах та тем пулса иртрĕ, боевиксен аллинчи хĕç-пăшал таçта çити вĕçсе кайрĕ. Куна çав çӳлтен вĕçсе аннă япала сирпĕнтерсе ямарĕ-и? Чăнах иккен, çавă çапса ӳкерчĕ. Вара тăшмансем автомачĕсене каялла илесшĕн пулаççĕ. Тытаççĕ, анчах тӳрех пăрахаççĕ, мĕншĕн тесен вĕсем питĕ хытă пĕсереççĕ. Халĕ хĕç-пăшал çĕрте çап-çутă йăлтăртатса выртать. Тепĕртакран вĕсем ирĕлсе кайрĕç те, тем мăклашки кăна пулса выртрĕç. Боевиксем ним тума аптрарĕç. Кăштахран вĕсем хăйсен машинисем патне чупрĕç, урăх автоматсемпе гранатометсем илсе килчĕç. Анчах каллех çӳлтен çап-çутă япала анчĕ, каллех хĕç-пăшала ирĕлтерсе ячĕ...
Мĕн япала пулчĕ-ха ку? Мĕнле ăнламалла куна? Боевиксем те, йĕрке хуралçисем те нимĕн те ăнланмарĕç, анчах боевиксен ирĕксĕрех хăйсен машинисем çине ларса кунтан çухалма тиврĕ. Пирĕн чăваш каччисем вара лăпкăнах çĕр каçрĕç. Тепĕр кун вĕсем тĕлĕнмелле историе кӳршĕ районта йĕрке хураллакансене каласа пама шутларĕç, анчах вĕсене тĕлĕнтереймерĕç, мĕншĕн тесен унти боевиксене те çапла майпах хăваласа янă...
Канма ларнă йĕрке хуралçисем радио итлеççĕ. Минор Джамилевпа Николай Бисеров космос карапĕпе çĕр чăмăрĕ тавра çаврăнаççĕ, тĕрлĕ испытанисем тăваççĕ иккен. Ĕнер вĕсем Чеченри боевиксене çĕнтерме пулăшнă, йĕрке хуралçисен икĕ отрядне вилĕмрен çăлнă... Вася Ермолаевпа тусĕсем пĕр-пĕрин çине тĕлĕнсе пăхрĕç, тинех ăнланса илчĕç. Акă мĕнле майсем пур иккен тĕнче уçлăхĕнче: мĕнпур боевиксене хĕç-пăшалсăрлантарма пулать. Çакăн пек ĕмĕрте пурăнатпăр вĕт, çĕр чăмăрĕ çинче тĕнче уçлăхĕнчи этем хуçаланнă ĕмĕрте. Тĕнче уçлăхĕнчи этем çĕр çинчи мĕнпур вăрçăсене чарма пултарĕ малашне.