Саша классĕнче урай çуса пĕтерчĕ те ларса канас терĕ. Тем, кунĕпех пуç ыратать паян, вăй та çук. Вăл учитель пуканне антарчĕ те ларчĕ, куçне хупрĕ те ĕмĕтленме пуçларĕ, сисмерĕ те, çывăрса кайрĕ. Сасартăк физика кабинетĕнчен хăрушă сасăсем илтĕнме пуçларĕç. «Саша! Саша!», — тенипе арçын ача вăранса кайрĕ. Сехет çине пăхрĕ те вун иккĕ çитнине курчĕ. Саша хăй класĕнчен тухрĕ те физика кабинечĕ еннелле пăхрĕ, анчах унта кайма хăрарĕ. Хăй урай çунă витрине илчĕ те çав кабинетăн алăкĕ çине печĕ, алăкĕ уçăлса кайрĕ. «Алăка физика учителĕ уçăпа питĕрнине хам куртăм, анчах та халĕ вăл хупă мар, кам уçса кĕме пултарнă-ши вара?» — çиçĕм пек шухăш вĕçсе иртрĕ ун пуçĕнче. Çав вăхăтра кабинетра кăвак çулăмпа çунакан çынна курчĕ вăл. Нумай пăхса тăмарĕ хăрама ернĕ ача ун çине, тухса тарас тесе шкул алăкĕ патнелле чупрĕ, анчах тухса тараймарĕ, ăна питĕрнĕ иккен. Саша стена çумне таянтарнă стендсем хыçне пытанчĕ. Ирчченех ларчĕ вăл унта. Шкулта урăх нимĕнле сас-чӳ те пулмарĕ. Çав каçа мĕнле шухăшпа, мĕнле туйăмпа ирттенине Саша хăй çеç пĕлет.
Тепĕр куне хытă тĕлĕннĕ ача библиотекăна чупрĕ. Вăл «Шкул историйĕ» кĕнекене тупрĕ те вулама пуçларĕ. Вуласан-вуласан Саша хăй мĕн шыранине тупрĕ: «1947-мĕш çулхи пуш уйăхĕн 17-мĕшĕнче физика кабинетĕнче хăрушă ĕç пулса иртнĕ. Кондратьев Иван Павлович учитель, яланхи пекех, ыранхи уроксене валли хатĕрленсе пĕтернĕ те киле кайма тухнă. Шкултан аякка та каяйман, шкул енчен темле сассем илтĕннĕ. Иван Павлович каялла таврăннă. Ăна хирĕç шкултан пĕр çын вирхĕнсе тухнă та уй еннелле чупнă. Алăкран кĕнĕ-кĕмен Иван Павлович физика кабинечĕ енчен çулăм палкаса тухнине курнă. Учитель мĕн пулса иртнине ăнланса илеймен-ха, анчах хăйĕн кабинетне çăлмаллине ăнланнă. Вăл çулăмпа кĕрешме тытăннă. Сасартăк ун çине çунакан мачча йăтăнса аннă… Иван Павлович чăннипе мĕн пулса иртнине нихăçан та пĕлеймĕ ĕнтĕ. Ĕçĕ вара çапла пулнă: учитель кабинетран тухсан унта ялти пĕр çапкаланчăк кĕнĕ. Вăл кабинетран приборсем вăрласа тухасшăн пулнă. Класа кĕрсен керосин лампине çутнă, ăнсăртран пукан уринчен такăннă, аллинчи лампа çĕре ӳкнĕ, керосин урай тăрăх юхнă, унпа пĕрле çулăм сарăлнă… Çакăн хыççăн кашни çул пуш уйăхĕн 17-мĕшĕнче Кондратьев И.П. ĕçленĕ кабинетра унăн мĕлки (призракĕ) тухать теççĕ çынсем, анчах хальлĕхе ăна никам та курман-ха…»
Саша пуçĕнче тӳрех паянхи число мĕлтлетрĕ. Паян пуш уйăхĕн 18-мĕшĕ...
Ĕнер пуш уйăхĕн 17-мĕшĕ пулнă. Анчах кама ĕнĕнтерĕ ĕнтĕ Саша хăй мĕн курнине? Çавăнпа вăл никама та нимĕн те шарламарĕ.
Унтанпа пĕр çул иртсе кайрĕ. Каллех пушăн 17-мĕшĕ çитрĕ. Саша хăй юлташне, Женьăна, паянхи каç шкула юлма хистерĕ. Вун иккĕччен ларчĕç те физика кабинетне кайрĕç. Вĕсем унта хайхи мĕлкене курчĕç. Женя хăраса кабинетран тухса тарчĕ. Саша вара хăй кĕсйинчен пĕчĕк банка кăларчĕ, пăккине уçса çав мĕлке çине темле шĕвек сапрĕ. Мĕлке çулăмпа çунма тытăнчĕ. Вăл алăкран тухрĕ те коридорти «Эпир вĕсемпе мухтанатпăр» ятлă стенд патне пырса ун çумне çапăнчĕ, каялла класа вĕçсе кĕчĕ, класс тавра пĕрре вĕçсе çаврăнчĕ те каллех коридора тухрĕ, каллех паçăрхи стенд патне вĕçсе пычĕ, унта хыттăн пырса çапăнчĕ те урайне ӳксе çунса кайрĕ... Ыхра шĕвекĕ çын мĕлкине ĕмĕрлĕхех пĕтерме пултарнине Саша кинора курнă. Анчах та мĕншĕн коридорти стенд патне вĕçе-вĕçе пычĕ-ха вăл?
Женьăпа Саша çакна анланасшăн пулса стед патне пычĕç, унти çынсен ячĕсене тата вĕсен сăн ӳкерчĕкĕсене тепре пăхса тухрĕç. «Эпир вĕсемпе мухтанатпăр» стендра вĕсем Кондратьев Иван Павлович ятне курмарĕç. Саша тӳрех ăнланса илчĕ: çак учитель шкула инкекрен çăлас тесе хăй пурнăçне те шеллемен, ун ячĕ вара паттăрсен хушшинче çук. Тепĕр кунах Саша хистенипе аслă вожатăй Кондратьев И.П. сăнне тупрĕ, ун кун-çулне кăтартакан статьяпа пĕрле ăна çак стенда вырнаçтарчĕ. «Тинех çак çын хăйĕн вырăнне тупрĕ, тинех ĕнтĕ унăн чунĕ канчĕ, текех унăн мĕлки кабинетра çӳремĕ», — шухăшларĕ Саша.