Вылякансем
Петя
Надя туссем, 7-мĕш класра вĕренекенсем.
Сергей
Плутик — Плутари астероид çинчен килнĕ ученăй. Çап-çамрăк, хăлхисм шĕп-шĕвĕр, сăнĕ илемлĕ, куçĕсем хĕп-хĕрлĕ, начаркка, çӳллĕ.
Ĕçсем хĕллехи каникул вăхăтĕнче, 2100 çулта пулса иртеççĕ.
Пĕрремĕш курăну.
Надя пурăнакан хваттер. Пӳлĕмĕ çутă, тап-таса. Чӳрече умĕнче пысăк телескоп ларать. Ачасем пысăк экран умĕнче лараççĕ.
Надя: Эпир Плутари астероичĕ çине выстовкăна кайма хăçан билет илетпĕр-ха?
Сергей: пирĕн малтан расписани пĕлмелле. Хĕвел энергийĕпе çӳрекен поезд вăл еннелле кашни кунах каймастчĕ пулмалла çав (пуçне хыçкаласа илет).
Петя: (савăнса). Эсир мĕн кулянатăр вара? Пирĕн Плутике пĕлтермелле, вăл хăех килсе илсе каятăп тенĕччĕ-çке иртнинче.
Надя: (савăннипе алă çупса). Тĕрĕс-тĕрĕс! Мĕнле манса кайнă-ха эпир! Сергей, эсĕ халех Плутике шăнкăравласа кала. Эпир паянах кайма хатĕр.
Сергей: Пирĕн скафандрсене тĕрĕслемелле. Пĕчĕкленсе кайман-и-ха вĕсем.
(Экран умне ларать те васкасах клавиатура çинче сас паллисене шаклаттарма тытăнать.)
Надьăпа Петя пӳлĕмрен тухса каяççĕ. Кĕçех çутă кĕмĕл тĕслĕ скафандрсене йăтса та кĕреççĕ.
Сергей: Пулчĕ те. Плутик тепĕр икĕ сехетрен пире илме килет. (Хавхаланса). Хăнана пушă алăпа мĕнле кайăн? Мĕн те пулин илмеллех. Тăхтăр-ха, ман питĕ лайăх шухăш пур. Иртнĕ çул эпир Сĕнтĕр вăрри тăрăхне похода кайсан кăвак юман тĕл пулнăччĕ. Пĕртен-пĕр юман терĕç ăна вăрманçăсем. Çав юман йĕкелне парнелер-ха вĕсене. Пирĕн кунта юман пачах та ӳсми пулчĕ. Вĕсен патĕнче вара лайăх ӳсме кирлĕ.
Надя: Вăт ку тĕрĕс шухăш. Петя, тапрат хăвăн вертолетна. Плутик киличчен кайса çаврăнса килер.
Надьăпа Петя тухса каяççĕ. Сергей скафандрсене тĕрĕслерĕ.
Чаршав
Иккĕмĕш курăну.
Çав пӳлĕмех. Петя, Надя, Сергей т скафандрĕсене тăхăнаççĕ, кунтах Плутик. Чӳрече уçă. Чӳрече умĕнче ылтăн тĕслĕ карап . Алăкĕ яр уçă.
Плутик: Хатĕр пулсан ман хыççăн карап çинелле утăр. (Çăмăллăн утса каять).
Петя: Эпĕ илюминатортан пăхса пыратăп, мĕн курăннине камера çине ӳкеретĕп.
Плутик: (кулса) Эсĕ ӳкерсе ĕлкерейместĕн, мĕншĕн тесен пирĕн карап пĕр минутра миллион çухрăм каять.
Надя: Апла пулсан эпир куç хупса иличчен сирĕн астероид çине çитетпĕр. Пирĕн Çĕр çинче хальлĕхе кун пек хăвăртлăхпа вĕçекен машинăсем çук.
Сергей: Халĕ тин ученăйсем çĕнĕ машинăсем шутласа кăларнă. Темле хăвăртлăхпа кайсан та вĕсем çапăнмаççĕ. Çĕнĕ антимагнитлă машинăсем пĕр-пĕринчен уйрăлса çеç каяççĕ, çав вăхăтрах хăвăртлăхĕ те сӳнет.
Петя: Тинех çул çинче çынсем вилме пăрахаççĕ.
Плутик: Пирĕн машинăсем нихăçан та çапăнман. Тĕрлĕ сăлтава пула машинăсем ванаççĕ, анчах çапăнмаççĕ. (Штурвала хăй енне туртса). Акă çитрĕмĕр те.
Плутик карап алăкне уçрĕ те куç умне кăвак тĕнче тухса тăчĕ. Йывăç-курăк та кунта пĕтĕмпех кăвак. Умра темĕн пысăкăш абсерватори, йĕри-тавра мĕн тĕрлĕ карап çук-ши. Юлташсем Плутик хыççăн анчĕç те выставка залнелле утрĕç. Надя тĕлĕнмелле чечексене тыта-тыта пăхрĕ.
Чаршав.
Виççĕмĕш курăну.
Выставка залĕ. Çут куçлă çынсем, Вăрăм ураллă, вăрăм алăллă этем пек çынсем; сăмсасăр, виçĕ хăлхаллă инопланетянсем тата мĕнле кăна çын çук-ши кунта! Плутик юлташĕсене çĕнĕ çитĕнӳсемпе паллаштарма пуçларĕ. Пурин çинчен те тĕплĕн ăнлантарма тăрăшрĕ.
Петя: (Тĕлĕнсе). Ку пĕчĕк япала мĕн тума кирлĕ?
Плутик: Ку «Superi-phone». Ун çинчех 1000 маганикселлĕ фотоаппарат, «DOOYS-2100» операциллĕ компьютер, телефон, тĕнче уçлăхĕнче усă курмалли хунар, вунă миллион каналлă телевизор, 777 миллион каналлă радио тата çухалса кайсан сигнал памалли хатĕрпе аваллăха çаврăнса пăхмалли кинископ.
Надя: (Тĕлĕннипе хытса тăрса). Вăт япала ку! Мĕн чул тăрать-ши вăл?
Сергей: (Ассăн сывласа). Мĕн, илес тетĕн-им? Пирĕн пĕр пус та çук.
Петя: Эх! Ку приборпа эпир мăн асаттесем ăçта пурăннине пĕлнĕ пулăттăмăр. Пире яланах чăваш кĕнекине ĕне çинĕ теççĕ.
Сергей: (Пирамида евĕрлĕ пӳрт патĕнче чарăнса). Мĕнле пĕчĕк пӳрт ларать кунта?
Плутик: Ку вăл «Мinizoo». Кунта пирĕн галлактикăри мĕн пур чĕр чун тата кайăк-кĕшĕк пурăнать. Çакăн пекки Плутарире кашни çемьере пур.
Надя: Мĕнле вырнаçнă вара вĕсем кунта? Кунта пĕр мулкач çеç кĕрсе ларма пултарать.
Плутик: Кĕмеççĕ çав пурте çак пĕчĕк пӳрте, анчах эпир вĕсене хамăр шутласа кăларнă «Superlaser»па пĕчĕклететпĕр те клонировать тăватпăр. Вара пурте вырнаçаççĕ.
Сергей: Тĕлĕнмелле! Вĕсене каялла пысăклатма пулать-и вара? (Ĕнсе хыçса).
Плутик: Паллах пулать. «Superlaser» пур вĕт-ха.
Петя: Пирĕн çĕр çинче кунсерен мĕнле те пулсан чĕр чун пачах çухалать. Пĕр Хĕрлĕ кĕнекере анчах курма пулать. (Кулянса) Сирĕн вара ним те çухалмасть.
Плутик: Эпир çут çанталăкпа килĕштерсе пурăнатпăр.Çапла пулнă яланах. Плутони нихăçан та вăрçă курман. Кунта пурте пĕр-пĕрне ăнланаççĕ, пулăшаççĕ.
Надя: Сирĕн çӳп-çапа ăçта хураççĕ?
Плутик: Пирĕн кашни çемьерех «Hnlilitter» агрегат пур. Унта кирлĕ мар япалана хуратăн та, вăл ăна ирĕлтерсе пăса кăларать, пăсĕ çут çанталăкшăн питех те усăллă. Тата пирĕн «SUPERMASTER» пур. Япала ванса кайсан тӳрех ванчăкне тупать, юсаса парать.
Ачасем выставкăра тем те курса тĕлĕнчĕç. Юлашкинчен Плутик вĕсене хăй патне хăнана илсе кайрĕ, лабораторипе паллаштарчĕ.
Надя: Эпир сирĕн валли парне илсе килтĕмĕр — кăвак юман йĕкелĕ. Пирĕн патĕнче юмансем ӳсми пулчĕç, пачах пĕтес хăрушлăх пур. Сирĕн вар кунта пĕтермĕç, ĕрчетсе те ярĕç.
Плутик: Сире эпĕ «Superi-phone» парнелетĕп. Хăвăр историне тарăнрах тĕпчесе пĕлĕр тата хамăн карапа та сире парнелетĕп. Ытларах тухса çӳрĕр, тĕрлĕ цивилизацисемпе хутшăнса пурăнăр, туслă пурăнăр.
Сергей: Тавах сире! Ӳссен эпир те сирĕн пек ученăйсем пулăпăр, çакăн пек япаласем шутласа кăларăпăр. Çĕр чăмăрне пысăк инкекрен сывласа хăварăпăрах .
Пурте ăшшăн сыв пулашаççĕ, Пĕр-пĕрне тав туса уйрăлаççĕ. Юлташсем карап çине ларчĕç те куçран çухалчĕç.
Чаршав