Çамрăк ача, таса чун,
Салампала тав сана.
Пултăр саншăн çутă кун,
Сирсе сирпĕт тăшмана.
Çитĕн ача, ăслăлан,
Вут чул пекех çирĕп пул,
Сывлăшупа маттурлан,
Шыври пăртан таса пул.
Санăн ăсна, сывлăхна
Çынсем пăхса ăмсанччăр.
Аслă хирте ятуна
Ырă çынсем асăнччăр.
Ырра хирĕç ырă пул,
Курайманна ан парăн,
Иккĕн пулсан, хирĕç кул,
Маттурлăхна палăртса.