Пĕр ирхине эпĕ почта ещĕкне уçса пăхрăм. Унтан хаçатсем илтĕм. Пăхатăп: хаçатсем хушшинче темĕнле çыру пур. Эпĕ васкасах ăна уçса вуларăм. Манăн ыран космоса каймалла иккен. Унта икĕ команда футбол вылать пулас. Малтанах эпĕ хăраса ӳкрĕм. Алă-ура чĕтреме пуçларĕ. Мĕн тумалла? Эпĕ васкасах аннепе канашласа пăхрăм. Анне мана космоса вĕçме ирĕк пачĕ.
Акă кĕтнĕ кун çитрĕ. Пӳрт умне çăлтăр евĕр çутатакан турилкке анса ларчĕ. Манăн чĕре сиксе тухасла тапать. Нумай та вăхăт иртмерĕ, эпĕ турилкке ăшне кĕрсе те вырнаçрăм. Ман умра темĕнле симĕс кĕлеткесем тăраççĕ, хăйсен чĕлхипе темĕн пăшăлтатаççĕ. Акă асамлă турилкке тапранса та кайрĕ. Часах эпир тĕлĕнмелле илемлĕ вырăна анса лартăмăр. Кунта юмахри пекех туйăнать. Тĕрлĕ-тĕрлĕ йывăçсем, чечексем ӳсеççĕ.
Эпир машинубус ăшне кĕрсе лартăмăр. Ку транспорт питĕ хăвăрт çӳрет. Савăнпа часах стадиона çитрĕмĕр. Стадионра пурте мана кĕтеççĕ иккен. Кунта паян футбол мачтĕ иртмелле. Икĕ команда вăй виçет: «Юпитер» тата «Марс». «Юпитер» ушкăнри вăйăçăсем çăмламас хӳреллĕ, пысăк сăмсаллă, хĕрлĕ ӳтлĕ. «Марс» командăри футболистсем пурте вăрăм хăлхаллă, пысăк куçлă тата сарă ӳтлĕ.
Акă эпир стадионра вырнаçса лартăмăр. Кунта лармалли вырăнсем питĕ çемçе. Вĕсем çинче ларма та меллĕ, çемçе кресло çинчи пекех. Часах вăйă пуçланчĕ. Футболистсем выляма тытăнчĕç.. Унталла-кунталла мечĕке кустараççĕ, тапаççĕ кăна. Вăхăт питĕ хăвăрт иртрĕ. Матч вĕçленчĕ. «Юпитер» çĕнтерчĕ. Вĕсем хӳрисене вылятса илчĕç, ку савăннине пĕлтерчĕ пулас. Вĕсене чаплă парнесем парса чысларĕç.
Манăн киле таврăнма вăхăт çитрĕ. Машинубус мана аэродрома çитиех ăсатса ячĕ. Кунта эпĕ турилкке ăшне кĕрсе лартăм та часах киле çитрĕм. Космосри пулни ман асăмра ĕмĕрлĕхех юлĕ.