Пĕччен юлтăм, кайрĕ çав,
Мăнтарăна кайрĕ çав.
Унăн сăнĕ куçăмра,
Ун кăмăлĕ ăшăмра.
Мĕнпур кăмăл ун çинче,
Пур телейĕм чĕрииче.
Хурланатăп — хуралап,
Шухăшлатăп — шуралап.
Сарă çӳçĕм саланчĕ,
Çутă куçăм çулланчĕ.
Ăшăм-чикĕм вут та хĕм,
Таврăнĕ-ши телейĕм?
Иртет çамрăк ĕмĕрĕм,
Çитĕ-ши ман ĕмĕтĕм?
Пӳлĕхçие асăнап,
Тавăрмашкăн тархаслап.
Ирхи тĕтре тĕтре мар,
Пĕлĕтпеле мăшăр мар.
Куçшыв; пите çума мар,
Телейпеле мăшăр мар.
Анчах пĕлĕт тĕтĕме
Çĕклет хăйĕн çумнелле;
Куçшыв урлă телейĕме
Çавăрăн-ши килелле?