Хăйĕн аслă хĕрĕнчен
Ашшĕ ыйтать: «Мĕн мăнтăр?»
— Пирĕн атте килĕнчи
Кăвак лаша пит мăнтăр.
«Ăслă каларăн, хĕрĕм».
Унтан ыйтать: «Мĕн тутлă?»
— Пирĕн атте килĕнчи
Вĕллери пыл пит тутлă.
«Ăслă каларăн, хĕрĕм».
Татах ыйтать: «Мĕн çемçе?»
— Пирĕн атте килĕнчи
Тӳшек-минтер пит çемçе.
«Ăслă каларăн, хĕрĕм,
Хисеп турăн аçуна,
Ĕнтĕ сана çакăншăн
Çур мулăма паратăп».
Унтан кĕçĕн хĕрĕнчен
Ашшĕ ыйтать: «Мĕн мăнтăр?»
— Çут тĕнчере çĕр мăнтăр,
Унтан мăнтăр нимĕн те çук.
«Санра пархатар сахал».
Унтан ыйтать: «Мĕн тутлă?»
— Ыйхă тутлă, тĕнчере
Унтан тутли нимĕн те çук.
«Санра пархатар сахал».
Татах ыйтать: «Мĕн çемçе?»
— Алă çемçе, тĕнчере
Унтан çемçи нимĕн те çук.
«Санра пархатар сахал,
Эсĕ манăн хĕрĕм мар!»
Ашшĕ вара ку хĕрне
Хăваласах ячĕ, тет.
1907-1908