Хамăн юратнă юлташăмпа — Алиса кушакăмпа — океан тĕпне анса пăхма шут тытрăмăр. Алиса питĕ ăслă, çавăнпа эпĕ ăна хампа пĕрле таçта та илсе çӳретĕп. Вăл тата калаçма питĕ ăста — нихăçан та тунсăхлама памасть.
Акă эпир хамăрăн караппа океан тĕпнех çитрĕмĕр. Иксĕмĕр те водолаз тумне тăхăнтăмăр та карапран тухрăмăр. Кунта йĕри-тавра тем тĕрлĕ пулă ишсе çӳрет, тем тĕрлĕ курăк ӳсет. Пирĕн паталла пĕр пĕчĕк тинĕс чĕрĕпĕ çывхарчĕ.
— Айтăр, айтар ташлама. Паян пирĕн Медуза çĕнĕ клуб уçать, — терĕ те вăл куçран çухалчĕ.
Эпир те вăл кайнă еннелле утма пуçларăмăр. Часах илемлĕ кĕвĕ илтĕнсе кайрĕ. Тĕрĕс çулпах пыратпăр иккен. Сисмен хушăра мана пĕр пĕчĕк пулă тĕксе ячĕ. Чăкăл-макăл — эпĕ çатма çинче ларатăп. Пăхатăп — мана кунта икĕ акула шаритлеççĕ иккен. Шăлсăр çăварĕсене карса манран кулаççĕ тата.
— Пĕтрĕм ĕнтĕ эпĕ, мана никам та акулăсем усал тесе каламан, — макăрса каларăм эпĕ.
Çак акулăсем мана шеллерĕç, çатма çинчен вăшт кăна илсе пăрахрĕç. Çитменнине, çул кăтартса ячĕç. Часах эпĕ кушакăма тупрăм. Вăл Медузăпа юнашар утать. Мана — аякра пулнипе пуль — палласа та илеймерĕ. Çӳлте пĕчĕк пулăсем ушкăнăн—ушкăнăн ишсе çӳреççĕ. Мана питĕ кичем пулса кайрĕ. Ăнсăртран пысăк осьминога куртăм.
— Ăçтан эсĕ, ăçталла каятăн? — ыйтрĕ вăл.
Вара кунта мĕнле лекни çинчен веçех каласа патăм. Вăл та мана шеллерĕ пулас, карап çинех ăсатса ячĕ.
Карапа унтан-кунтан тĕрĕслерĕм те — пĕр тимĕр татки çухалнă иккен. Кулянсах кайрăм — халĕ ĕнтĕ ăна тапратма май çук. Çав вăхăтра Алиса кушакăм та таврăнчĕ. Пĕччен мар тата. Ун тавра кушак аçипе пĕчĕк çурасем явкаланаççĕ. Вĕсене хăш вăхăтра тата ăçтан тупни пирки ыйтса та тăрас килмерĕ. Киле таврăнас шухăш çеç явăнать пуçăмра.
Çак самантра осьминог карапа унтан-кунтан çавăрттарса илчĕ те çӳлеллле çĕклерĕ, шывран кăларчĕ.
- Çӳлтех лайăх! Киле те часах çитме пулать, — савăнтăм эпĕ.
Çӳлте самолет вĕçет. Унта кĕрсе лартăмăр. Киле часах çитрĕмĕр. Аннене пĕтĕмпех каласа патăм. Кушакăм вара тек манпа çын чĕлхипе калаçмасть, вăл çĕнĕ тус тупнă. Иккĕшĕ çурисене юратса пăхаççĕ.