Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.0 °C
Ерипен каян мала тухнӑ, хытӑ каян кая юлнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тӗнчене юрату ҫӑлать (Ӑсан Уҫӑпӗ)

Альбина Васильевна Любимова-Юрату Чӑваш Республикинчи Патӑрьел районӗнчи Нӑрваш Шӑхаль ялӗнче 1959 ҫулхи августӑн 25-мӗшӗнче кун ҫути курнӑ. Ялта ҫуралса ӳснӗскер, мӗн пӗчӗкрен тӑван тавралӑх илемне курса-туйса ҫитӗннӗ. Ҫепӗҫ чӑваш чӗлхи урлӑ ҫут тӗнчене юратма вӗреннӗ, тус-тантӑша, тӑван-хурӑнташа, ял-йыша хисеплеме хӑнӑхнӑ.
Ашшӗ — Василий Егорович Яковлев (Велвокай) — хӗрне мӗн ачаран чӑваш чӗлхин капӑрлӑхӗпе янравлӑхне ӑша хывма, ҫутҫанталӑк пулӑмӗсене асӑрхама-сӑнарлама вӗрентнӗ. Амӑшӗ — Клавдия Васильевна Киселева (вырӑс хӗрарӑмӗ) — ҫӗр ҫинчи пур халӑха та хисеплеме хӑнӑхтарнӑ, ют чӗлхесене пӗлнин пӗлтерӗшне ӑнкарма пулӑшнӑ. Кӗҫех пӗчӗк Альбина кӗске калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем ҫырма пуҫлать. Хайлавӗсем ун чухнех кӑсӑклӑ та шухӑшлӑ пулнӑ. Малтан вӗсем районти «Авангард» хаҫатра пичетленнӗ, каярахпа — «Пионер сасси» («Тантӑш»), «Пионерская правда», «Молодой коммунист», «Коммунизм ялавӗ» хаҫатсенче. Шкулта стена хаҫачӗ кӑларнӑ, концертсем ертсе пынӑ. «Пионер сасси» хаҫат «15 республика — 15 тӑванла ҫӗршыв» ятпа ирттернӗ конкурсра ҫӗнтерсе, Альбина Яковлева Пӗтӗм Союзри «Орленок» пионерсен лагӗрӗнче тӳлевсӗр путевкӑпа каннӑ.
Ялта ӗҫпе пиҫӗхнӗ хӗр хӑй умне ҫирӗп тӗллев лартнӑ: тӑван чӗлхене тата та лайӑхрах пӗлмелле-тӗпчемелле. Ҫак йӳтӗмпе вӑл 1976 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи историпе филологи факультетӗнчи чӑваш чӗлхипе литератури уйрӑмне вӗренме кӗнӗ. Пултаруллӑ та ҫивӗч ӑс-тӑнлӑ студенткӑна кунта часах асӑрханӑ — старостӑна суйланӑ. Альбина Яковлева «Ульяновец» (ЧПУ) тата «Молодой коммунист» хаҫатсемпе туслашать.
Вырӑсла таса та илемлӗ калаҫма, тӗрӗс ҫырма пултаракан хӗре 1979 султа Мускаври М. В. Ломоносов ячӗллӗ университетри журналистика факультетне вӗренме куҫараҫҫӗ. Кунта вӑл часах аслӑ шкулӑн «Московский университет» хаҫачӗпе ҫыхӑну тытма пуҫлать. Вӗреннӗ ҫулсенче Альбина журналист ӑсталӑхне «Советская культура», Приморье крайӗнчи «Трудовое слово», Узбекистанри «Комсомолец Узбекистана» хаҫатсенче туптать. Акӑ ӑҫта кирлӗ пулнӑ ӑна тӗрлӗ халӑха, чӗлхене хисеплесси-юратасси.
1982 ҫулта, алла диплом илсен, Альбина Яковлева тӑван республикӑна таврӑнать. Мускавра вӗреннӗ ҫулсенче вӑл пӗр чӑнлӑха чӗрипе туйса илет: чӑн-чӑн ҫыравҫӑ пулма тӑван ҫӗрпе чӑваш халӑхӗ ҫеҫ пулӑшӗҫ. Альбина пӗр вӑхӑт Елчӗк районӗнчи «Колхоз ялавӗ» хаҫатра корреспондентра ӗҫлет, районти хастар та маттур ҫынсем ҫинчен тӗрленчӗксем хайлать. Кунтах унӑн ҫӗнӗ сӑввисем ҫуралаҫҫӗ.
Чулхула облаҫӗнчи Лысая Гора ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Николай Любимовпа ҫемье чӑмӑртасан, Альбина республика тӗп хулине куҫса килет. Альбина Васильевна мӑшӑрӗпе, Николай Васильевичпа, хӗрпе ывӑл ҫитӗнтереҫҫӗ. Асли, Ольга, Шупашкарти художесто училищинче художник-модельера вӗреннӗ. Ольга амӑшӗн «И многоточье ставлю я опять...» сӑвӑ кӗнекине хӑйӗн ӳкерчӗкӗсемпе илемлетнӗ. Кӗҫӗнни, Константин, Шупашкарти 2-мӗш номерлӗ лицейра 11-мӗш класра вӗренет, программист пулма ӗмӗтленет.
А. Любимова пӗр вӑхӑт Шупашкарти чӑлхапа трикотаж фабрикинче («Чебоксарский трикотаж» фирма) радиоредакторта тимлет. Ҫамрӑк журналистка ӗҫ паттӑрӗсем ҫинчен хитре тӗрленчӗксем хайлать.
Халӗ Альбина Васильевна Чӑваш Республикинчи Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен управленийӗнче пресс-секретарь пулса вӑй хурать. Ҫутҫанталӑка сыхлас, хӳтӗлес, тӑван тавралӑх пуянлӑхне, илемне килес ӑрусем валли упраса хӑварас тӗлӗшпе республика хаҫачӗ-журналӗнче тӗрлӗ материал пичетлет.
Сӑвӑҫултӑ кӗнеке авторӗ. Унӑн «Каях, сывӑ пул..» пӗрремӗш кӗнеки ентешӗсем — Раиса Сарпи, Юхма Мишши, Олег Цыпленков — пулӑшнипе 1992 ҫулта «Вучах» хаҫат библиотекинче кун ҫути курать. Икӗ ҫултан «Пике» журнал ҫумӗнче «Эпӗ сана юрататӑп» кӗнеке пичетленет. Кӗнекен тӗп спонсорӗсем Владимир Афанасьевич Никитин предпринимательпе Аркадий Павлович Айдак, Етӗрне районӗнчи «Ленинская искра» колхоз ертӳҫи. Аппӑшӗ, Раиса Сарпи сӑвӑҫ, тӑрӑшнипе «Любовь моя, боль моя» сӑвӑсен пуххи Мускавра 1995 ҫулта ҫапӑнса тухать. Тепӗр ҫулталӑкран «Чӗрем витӗр иккӗн утас ҫул выртать» кӗнеки Шупашкарта кун ҫути курать. Ана кӑларма пулӑшаканӗ Сергей Александрович Сергеев, Шупашкар хула ҫынни. 1997 ҫулта Чӑваш кӗнеке издательстви кӑларнӑ «Ҫӳл тӳпере ҫич ҫӑлтӑр» кӗнекери вунултӑ автортан пӗри - Альбина Юрату. 2001 ҫулта вулакансем патне сӑвӑҫӑн «И многоточье ставлю я опять...» вырӑсла куҫарнӑ сӑвӑсен пуххи ҫитрӗ. Унти сӑвӑсене вырӑсла Анатолий Смолин, Аристарх Дмитриев, Людмила Симонова, Наталья Берс, Ирина Етова тата ыттисем куҫарнӑ.
А. Любимова-Юрату 1992 ҫултанпа Раҫҫей писателӗсен союзӗн членӗ, Эмине ячӗллӗ преми лауреачӗ, Мускавра экологи темипе иртнӗ Пӗтӗм Тӗнчери кинофестивальсен дипломанчӗ (икӗ хут), Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи М.А. Овчинниковпа СССР халӑх вӗрентӗвӗн отличникӗ В.Н. Мерзлайкин ячӗллӗ, Петр Маркин (Лесной) ҫыравҫӑ тата Чӑваш Республикин культура министерствин премийӗсен лауреачӗ.
Альбина Юрату сӑвӑҫа республикӑра ҫеҫ мар, Раҫҫейре те, ытти ҫӗрте те пӗлеҫҫӗ. 1999 ҫулта вӑл Пӗтӗм тӗнчери тӗрӗк хӗрарӑмӗсен пӗрремӗш курултайне хутшӑнать. Унӑн пултарулӑхне Раиса Сарпи, Регина Лепилкина, Михаил Сениэль тата ытти авторсем пысӑка хурса хакланӑ.
Альбина Любимова-Юратун ҫӗнӗ хайлавӗсем республикӑри тӗрлӗ хаҫатра, «Ялав», «Тӑван Атӑл» журналсенчв кунҫути кураҫҫӗ. Чӑваш радио «Сансӑр пурнӑҫ ҫук» композици хатӗрлерӗ.
Поэтесса сӑввисемпе ҫырнӑ юрӑсем халӑхра анлӑн сарӑлчӗҫ. Ун юррисене Александр Осипов, Людмила Семенова, Олег Кӑйкӑр, Клара Осокина, Михаил Федоров, Александр Мингалев, Светлана Бубновӑпа Римма Шекирова, Владимир Леонтьев, Елена Османова, Петр Романов, Елена Леонтьева, Сергей Кувшинов, Тамара Савей, Борис Соколов, Алина Михайлова, Тамара Ишмуратова тата ытти чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсем шӑрантараҫҫӗ.
Альбина Юрату сӑвӑҫ хайлавӗсенче ҫутҫанталӑка, Тӑван ҫӗршыва, ҫынна, атте-аннене, ачасене чи сутӑ та ҫепӗҫ туйӑмпа юратнине ӑс-тӑнпа туйса тӑратӑн. Ҫавӑнпах вӑл хӑйӗн хушма ятне ЮРАТУ илнӗ. Тӗрӗсмарлӑх та икӗ питлӗх, курайманлӑх та кӗвӗҫӳ ытла та нумайран — тӑр, поэтесса ытларах юрату ҫинчен ҫырать. Вӑл мӑнаҫлӑ та вӑйлӑ, ҫутӑ та таса, ҫепӗҫ те пархатарлӑ, илемлӗ те ӑшӑ туйӑм тӗнчене ырӑрах та телейлӗрех тӑвасса шанать.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-08-25 12:50:25 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3108 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org