Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.0 °C
Нумайне чӑтнине сахалне чӑт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

М. Ф. Фёдорова аса илсе (Волгин В.)

«Виснер хӗрне ҫитсессӗн»...
Арҫурирен»).>>
Илӗртет чуна ҫурхи илемлӗх,
Тишкерет ман куҫӑм пит инҫе.
Тантӑшсем, ҫӳрер-ха асилмелӗх
«Арҫури алхаснӑ» уйсенче.

Ҫулпала утатпӑр васкамасӑр,
Ак, ем-ешӗл курӑклӑ Виснер.
Ку ҫырма ҫынчен эсир мӗн калӑр?..
Сӑвӑҫа, атьсемӗр, асилер.

Сылтӑмра поэтӑн тӑван ялӗ,
Ҫӗнелсе ҫӗкленнӗ Хурапха.
Лавраҫа, Хӗветӗре тек халӗ
Арҫури ҫӳреймӗ хӑратса.

Пирӗн сӑвӑҫ ҫав ялта ҫуралнӑ,
Ячӗ унӑн—ӗмӗр хисепре,
Вӑл—тӑван поэзие пуҫарнӑ,
Ырӑ ӗмӗт суннӑ вӑл пире.

Чунӑма туртать кунти илемлӗх,
Куҫӑм тинкерет-ҫке инҫете.
Тантӑшсем, ҫӳрер-ха, асилмелӗх
Федоров юратнӑ уйсенче.

1954

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Волгин Василий сӑввисем


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-02-07 00:08:51 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2606 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org