Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.7 °C
Ӗнен сӗчӗ чӗлхе вӗҫӗнче.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Асӑнмалӑх (Л. Васильева)

1<<
Таркӑн ялӗ пӗчӗкҫӗ ял,
ларать варсен хушшинче.
Йӗри-тавра — ешӗл вӑрман.
Таркӑн - вӑрман айӗнче.

Ирхинепе шӑпчӑк юрлать
ирхи сывлӑм типиччен.
Каҫпала лӑпкӑ ҫил вӗрет
хӗвел анса путиччен.

Ҫакӑ ялта тӑлӑх арӑм
тертпе виҫ хӗр ӳстернӗ.
Пӗри, вун саккӑра ҫитсен,
йывӑр чирпе чирленӗ.

Педучилищӗре ҫак хӗр
маттур пулнӑ яланах,
Йывӑр чирне тӳсеймесӗр
выртнӑ вӑл пульницӑна.

Ҫав йывӑра чӑтма йывӑр —
турра ҫӗр хут асӑнӑн:
ҫунан ӑшне тӳсеймесӗр
хӗр амӑшне асӑннӑ.

Анне, тетӗп, эп выртатӑп
пульница койки ҫинче.
Вӑрах ан тӑр, час килсе кур
куҫра пур чух ҫут тӗнче.

Аннем, темшӗн юнлӑ сурчӑк
хӗрлӗ сӑна шуратать.
Анне, килсен пехилпе кил —
сӑн хӗрелми теп кӑштах.

Анне, эпӗ ҫук пулсан та,
маншӑн ӑшна ан ҫунтар.
Икӗ куҫна ик хӗр юлӗҫ,
виҫҫӗмӗшсӗр юлсан та.

Анне, эпӗ вилес пулсан,
тӑван ҫӗре пытарӑр.
Асӑнсамӑр иртмессерен,
манӑҫа ан хӑварӑр.

Анне, эпӗ чӑн уйрӑлсан,
пырсан ҫимӗк ҫитнӗ май:
пӗвӗме курмасассӑн та,
ман тӑпрана курса кай.

Анне, эс ҫимӗк каҫхине
уяв пӑтне кайса кур.
Эп тӗнчере ҫук пулсан та,
манӑн тантӑшсене кур.

Анне, унта эп пулмасан,
ан макӑрсам, ан хурлан,
уявра ик хӗрӳ пулӗҫ,
виҫҫӗмӗшшӗн ан кулян.

Анне, эп капла ҫырнишӗн
эс пит ан ӳк хуҫӑлса.
Усӑ темех кӑтартман эп,
асӑнӑр хӑть вуласа.

Анне, эсӗ эп сывӑ чух
хӑш чух пулнӑ ятланҫӗ.
Эсӗ мӗн каласа вӑрҫни
мана кулӑ кӑначчӗ.

Эп лайӑхах сисмен пуль ҫав,
сисмен мӗне пула-тӑр:
эсӗ вӑрҫан, сана хирӗҫ
ахӑлтатса кулатӑп.

Ҫав ҫулсенче эп яланах
шкулшӑн ҫунса тӑраттӑм.
Эс пӗр-ик сӑмах каласан,
чарӑнайми макраттӑм.

Ваттисем чӑн каланӑ пупь:
ҫын йӗрсен ҫакӑн йышши,
ырлӑха мар тенисен.
Мӗн пӗлсе макӑрнӑ-ши?

Халех чӗрем сиссе тӑрать,
ҫампа пуҫа усатӑп.
Карт Турах мар пуль-ха тесе
ҫапах ӑша пусартӑм.

Анне, эп карт уҫтарнӑччӗ.
Мана ҫапла пӗлтерчӗҫ:
"Ой! Эс халь чирле пуҫланӑ —
час лап! выртӑн ак, — терӗҫ, —

Ку чиртен те юлӑн, те ҫук,
иккӗлле курнать, — терӗҫ, —
ну ку чиртен уҫӑлсан та,
ӗмрӳ вӑрӑм мар", — терӗҫ.

Эп тертленсе каланине,
анне, эс шанмарӑн ҫав.
Ҫын ҫинчи вӑл йывӑҫ ҫинчи,
сана пӗлӗнмерӗ ҫав.

Каласанах эс шанманни
кӳчӗ мӗнле тамаша:
пӗрре — мана питӗ йывӑр,
тепре — хӑвӑра нуша.

Анне, шурӑ тутруна
ан ҫых ҫавӑрса ҫӳҫине,
мӗн килчӗ вӑл пулсассӑн та,
ан ман мана — ху хӗрне.

Хирти чие йывӑҫҫине
кам куҫарнӑ ҫӳл ҫӗре?
Анне, уйрӑлас пек марччӗ,
кам уйӑрчӗ-ши пире?

Ҫил вӗрсен те, тӑм ӳксен те
садри улма пӗтес ҫук.
Макӑрсан та, хуйхӑрсан та
эпӗ сире пулас ҫук...
>>2<<
Шурӑ тутӑр хӗррине
ҫӳҫе ярас терӗм-ха.
Йӑмӑк, сана асӑнмалӑх
сӑвӑ ҫырас терӗм-ха.

Утсем килеҫ тапӑртатса,
улма садне таптаса.
Мӗнле сӑвӑ ҫырам иккен
сан кӑмӑлна тултарса?

Шурӑ кӗпе тӑхӑнсан та,
эп шур акӑш пулас ҫук.
Мӗнле сӑвӑ ҫырсассӑн та,
эп сан асна килес ҫук.

Ҫу кунӗнче ир ҫинчен
шӑнап ҫӳхе тӑхӑнсан.
Тунсӑхласа ҫырмӑттӑм та,
сана ҫывӑх курмасан.

Лантӑш пек курап сана,
сирень пек курап сана.
Лантӑш-сиреньрен, Валя,
ҫывӑхрах курап сана.

Пуҫне ухан утсемшӗн
сӑрлӑ пӗкӗ савӑнать.
Кӗлчечек пек юратӑп,
пӑрахмасан эс мана.

Кӑҫал илнӗ шурӑ витре
шурӑ купӑста хума.
Ан ман мана, Валя йӑмӑк,
шухӑш — пӗрле пурӑнма.

Сад пахчинче кӗлчечек
сивӗ тивсе вӗтӗнчӗ.
Манӑн умри ӗмӗтсене
ҫак чир килсе пӗтерчӗ.

Хӗрлӗ сатин тутӑр илсе
ҫӳҫе ярса пулмарӗ.
Пӗвӗм ӳссе ҫитӗнчӗ те,
ӑраскалӑм пулмарӗ.

Шурӑ кӗпе тӑхӑнса
чуна уҫӑлтарӑттӑм.
Ҫакӑ чиртен хӑтӑлсассӑн,
эп те сирӗнпе ларӑттӑм.

Ҫумӑр ҫӑвас пӗлӗт ҫук.
Сывлӑм ӳкес палли ҫук.
Аннен виҫӗ хӗрӗ ҫинче
манраи телейсӗрри ҫук.

Утсассӑн та, чупсассӑн та
ҫитес ҫӗре ҫитмӗп-шим?
Курӑк пек ҫамрӑк пуҫӑмпа
сирӗнтен уйрӑлӑп-шим?

Ешӗл улма лартрӑм та,
хӗвел вӗте пуҫларӗ,
Ҫавӑ улма вӗтӗннӗ пек
кӗрӗм шана пуҫларӗ.

Ҫил вӗрет те ҫил касать,
саран пире шуратать.
Чир ҫиет те чир пусать,
хӗрлӗ сӑна шуратать.

Валя йӑмӑк, килте пурнан,
ман ҫинчен шутлатӑн-и?
Канмалли кун киле пырсан,
пӗччен хурланмастӑн-и?

Валя йӑмӑк, вӗренӳре
мӗнле пыран — ҫыру ҫыр.
Малалла та, ҫитес ҫул та
вӗренӳ ҫулӗпе пыр.

Манӑн ӗмӗт умраччӗ,
лайӑх вӗренеттӗмччӗ,
малаллахи пурнӑҫ ҫулне
ҫӑмӑл пулӗ теттӗмччӗ.

Халӗ, Валя, манӑн ӗмӗт
кая юлчӗ пулмалла —
малаллахи пурнӑҫ ҫинчен
шухӑшлама манмалла.

Малалла та ҫаплах пулсан,
манӑн пӗтрӗ ӗненӳ:
пӑрахӑҫлатӑп сана, ӗмӗт,
сыв пул, сыв пул, вӗренӳ.

Ах, нивушлӗ шур тутрӑнне
хӗвел тӗсне илӗ-шим?
Ҫак пулъница койкки ҫинчех
манӑн чун лӑпланӗ-шим?

Валя, сана ал тутрине
чӗнтӗр сыпса ларам-и?
Эп ҫук пулсассӑн асӑнма
сӑмах хушса парам-и?

Астӑватни иксӗмӗр
шкултан пӗрле килнине?
Хӑҫан киле ҫитичченех
калаҫса—макӑрнине?

Халь эп ҫав каланисене
ялан аса илетӗп:
"Кам калаҫтарнӑ-ши?" —
тесе хамран хам тӗлӗнетӗп.

Мӗнле-ха вӑл аса килет
иртиӗ кунсемпе каҫсем?
Пӗр ахалех сая кайрӗҫ
шухӑшланӑ шухӑшсем.

Валя, сана хушатӑп:
вӗрен тата выля-кул.
Экзаменсем ирттерсен,
каччӑпала эсӗ пул.

Валя, эсӗ кӗлтуса тӑр,
тухас кунтан чӗрӗлле:
ҫулла пулсан, уяв ҫитсен,
вӑййа тухӑпӑр пӗрле.

Эпӗ, Валя, тӗплех марччӗ.
Тен, ҫӳреттӗм тӑррирех.
Пӗлме ҫук, эп ҫук пулӑп та,
эс те ҫӳре ман пекех.

Валя, эп ҫук пулас пулсан,
маншӑн йӗме хушмастӑп.
Манӑн пур-ҫук вак-тӗвеке
сана пехил тӑватӑп.

Эпӗ сиртен ӗмӗр кайсан,
ҫут тӗнчерен ҫухалсан,
Валя, пӗлен ман шухӑша:
кала — пытарччӑр юп курса.

Пир кӗпе хулӑн пулсан та,
хам тӑхӑнса ҫӗтесчӗ.
Емӗрӗм вӑрӑм пулмасан та,
тата кӑштах ҫӳресчӗ.

Анне тӳрӗ устерчӗ,
вун сакӑр ҫула ҫитерчӗ.
Те ӑраскал пулманнипе,
чир пуҫӑма пӗтерчӗ.

Тӑваттӑн ҫеҫ пурнаттӑмӑр,
тӑват кӗтесе лараттӑмӑр.
Валя, мӗнле тӳсӗр-ши,
виҫҫӗн юлсан тӑваттӑнран?

Валя йӑмӑк, ан хуйхӑр,
пит ҫалхуллӑн ан ҫӳре.
Мӗнле йывӑр пулсассӑн та,
чӑтӑр — пил парап сире.

Шурӑ тутӑр ярапине
мӗнле ярса пӗтерес?
Халиччен курнӑ иртнисене
епле манса пӗтерес?

Хӗвел хӗртсе пӑхнӑ пулсан,
пӑр, час кайнӑ пулӑттӑн.
Ҫамрӑкрах чух пӑхнӑ пулсан,
каплах йывӑр пулмӑттӑм.

Тетрадь илтӗм, ручка тытрӑм,
сӑвӑ ҫыра пуҫларӑм.
Икӗ куҫран вӗри куҫҫуль
шӑпӑртата пуҫларӗ.

Ан юх, куҫҫуль, мӑшӑр куҫран,
ан шывлантар эс ӑна.
Куҫҫуль мӗнле юхсассӑн та,
пусарас ҫук ман чуна.

Шур Атӑлта икӗ карап
килнине пӑхса тӑрап.
Малалла мӗн пулассине
турӑран кӗтсе тӑрап.

Шурӑ ҫитсӑ кӗпӳне
ҫӗлетсем пӗрмеллӗ мар.
Питӗ начар сӑвӑ тесе
вуламасӑр ан хӑвар.

Улттӑлла ҫӳтленнӗ ҫӳҫӗм
сапаланчӗ улт енне.
Ларса шутлап, выртса макрап
чуна тӳсме ҫук енне.

Шурӑ сатин кӗпене
юратса тӑхӑнтӑм эп.
Пур тӑвансем хушшннче те
сана савса тӑтӑм эп.

Ылтӑн шӑрҫа мӑйӑнта,
кӗмӗл шӑрҫа аллӑнта.
Йӑмӑк, сана телей сунап
ялан пурнан кунӑнта.

Шурӑ Атӑл шывӗ тарӑн,
кӗрсен — ишӗпӗр халӗ.
Уйрӑлнӑ ҫынсем тӳсеҫҫӗ,
лӑплан - тӳсӗпӗр халӗ.

Паян каҫхи тӗлӗкӗмре —
шурӑ тутӑр пуҫӑмра.
Уйрӑлас ҫеккунт-минутсем
тӑнӑ иккен умӑмра.

Атӑл шывне ӗҫмерӗм
шывӗ сиввине кура.
Валя, сана манмастӑп
хам пек шуххине кура.

Утрӑм ял улӑхӗпе,
хурлӑхан татса ҫирӗм:
хурлантӑм хурлӑхан пек,
Валя, эс ан пул ман пек.

Хӑмӑш ҫинҫе, хӑмӑш ҫинҫе,
хӑмӑшран пӗвӗм ҫинҫе.
Хӑмӑшран та ҫинҫе пӗве
ӳстертӗм хуйхӑ ҫинче.

Шурӑ кофта ҫӗлесе
тӳме хура пӗлмерӗм.
Хамра та айӑп пур пуль ҫав,
хам чирлине пӗлмерӗм.

Улмуҫҫине пӗчӗк чухнех
мӗншӗн ҫӑлса тӑкман-ши?
Ҫитӗнсен ҫеҫ ҫук пулас пур,
ма пӗлмен чух вилмен-ши?

Умри садра улма пиҫнӗ,
эп татмасӑр тӳсес ҫук.
Ҫакӑн пек йывӑр килсе пуснӑ,
эп йӗмесӗр тӳсес ҫук.

Утҫӑм килет, утҫӑм килет
улма садне таптаса.
Сана, Валя, пӗр курӑттӑм,
ялсем тӑраҫ хупласа.

Лӑс хурӑна хурт сырнӑ,
касса яма пулмӗ-ши?
Манӑн умри йывӑр хуйха
сирсе яма пулмӗ-ши?

Ура шӑнчӗ, тӑм илет,
пар-ха, Валя, носки пар.
Манӑн ӑшра вут ҫунать,
пусарӑр хӑть ҫырупа.

Вак шӑтарса шыв ӗҫрӗм,
ма шӑтарса ӗҫрӗм-ши?
Ӑраскалсӑр-телейсӗр
ма ҫуралса ӳсрӗм-ши?

Хӗвел ансан, ҫанталӑка
вут хурса ӑшӑтас ҫук.
Пуҫа телей ҫырманнине
укҫа парса илес ҫук.

Поезд килет, ярӑнтарать,
камӑн анасси килет?
Ӳссе ҫитсен ҫын пулсан
тин камӑн ҫук пулас килет?

Астӑватни, Валя, иккӗн
киле пырса кӗнине,
пирӗн акка хирӗҫнипе
мӗскер пулса иртнине?

Шухӑшла-ха ӗнтӗ, Зоян
ҫапла пулмаллаччӗ-им?
Манӑн пуҫри йывӑр хуйха
ун хускатмаллаччӗ-им?

Ҫапла, Валя, пирӗн Зоян
пуҫӗ шутлаймарӗ ҫав.
Вӑл ҫиллине чарайманран
мана йывӑр килчӗ ав.

Мӗскер кӑна пулсассӑн та,
Валя, сана ҫиллӗм ҫук.
Зоя пирки йывӑр килчӗ —
чун тухиччен манас ҫук.

Эсӗ ӑнланмастӑн пулас
эпӗ капла ҫырнине?
Ыйтса пӗл унтан хӑйӗнчен
мӗскерле ӗҫ пулнине.

Эс тунтикун шкула кайрӑн.
Эп юлтӑм кӑшт чирлӗрех,
Ӑншӑрт ӳкерсе пуль, утрӗ
пӑрҫа ҫулма вӑл ирех.

Леш касса та ҫитменччӗ пуль
вӑл килтен тухса кайсан,
куҫ хуралчӗ, пуҫ ҫаврӑнчӗ —
ятӑм эпӗ юн хӑсса.

Ҫакӑн хыҫҫӑн ялан манӑн
апат пӗртте анмарӗ,
хуллен-майпен сӑн шуралчӗ,
вӑйӑм пӗте пуҫларӗ.

Анне пасартан килсессӗн:
"Чир-им?" — тесе тӗпчерӗ.
"Анне, чирлессе чирлемен,
ҫиме витмест ҫеҫ", — терӗм.

Ку иккенне пӗлнӗ пулсан,
чӑнне калас пулнӑ ҫав.
Вӑхӑт нумай иртмен чухне
сипленмелле пулнӑ ҫав.

Валя, халь Зоя урама
час-час тухса ҫӳрет-и?
Ман юлташсене курсассӑн,
чӗри кӑштах сисет-ши?

Халӗ ӗнтӗ вӑхӑт иртнӗ,
ӗҫӗ калла сӳтӗлмест.
Зоян чӗри ҫурӑлсан та,
йӑнӑшӗ халь тӳрленмест.

Эпӗ епле тилмӗрнине
никам курмасть пулмалла:
ҫут хӗвел аякка юлать,
ҫут тӗнчерен уйрӑлап.

Манӑн вут пек хӗрӳ чунӑм
тӑвансемшӗн антӑхать.
Мӑшӑр вичкӗн хура куҫӑм
ҫӑлтӑр пек инҫе пӑхать.

Ларса шутлап, выртса йӗреп,
тата мӗн чухлӗ чӑтас?
Ҫыр-ха, Валя, кун кӗскелет,
мӗнле малалла чӑсас?

Макӑрсан та, хуйхӑрсан та
ним тума та ҫук ӗнтӗ.
Зоя хӑй ухмахӗ пирки
ман ӗмӗре кӗскетрӗ.

Чӗн тилхепен пушкар ҫук,
вӑйпа туртса тӑсма ҫук.
Чавса ҫывӑх, ҫыртма ҫук.
Кӗске ӗмӗре тӑсма ҫук.

Валя, эпӗ каплах тӑрсан,
ҫыру ҫырма хушатӑп.
Япӑхланас-тӑвас пулсан,
килсе курма ыйтатӑп.

Валя, фото асӑнмалӑх
ҫапӑнса ярӑп сана.
Вӑл чирлесен яни тесе,
асӑнса пӑх эс мана.

"Анне чӗнет, акка!" — тесе
пыраттӑн чупса пата.
Эп ҫакӑнтан ҫук пулсан,
кам патне чупӑн тата?

Ан йӗр, йӑмӑк, ан йӗр, Валя,
ним тӑваймӑн йӗнипе.
Турӑ кун-ҫул кӑшт парсассӑн,
эп те пулӑп сирӗнпе.

Мамӑк минтер хӑпармасть,
варне нӳрӗк ҫапнӑ пуль,
Манӑн чӗрем лӑпланмасть,
варне хуйхӑ витнӗ пуль.

Валя, аннене кала:
ман валли тум ҫӗлеттӗр,
пилӗкрен пиҫиххи хурса
чӑваш кӗпи тӗрлетӗр.

Мӗнле ҫаврӑнса килет вӗт,
илӗр саппаса кӑтат.
Пӗлме ҫук, тен, уҫӑлаймӑп,
витсе ярӑр шур кӑтат.

Ман валли пӗчӗк пӳрт тусан,
чечеклесе тултарӑр —
хаҫат хучӗсемпе мар,
ҫырман хутсем тупкалӑр.

Ҫӗнӗ кӗпе тӑхӑнтартӑр,
ҫиелтен - костюм вара,
пурҫӑм тутӑра ҫыхтарӑр,
шурӑ тутӑр та юрать.

Пурҫӑн чӑлха, шурӑ нуски
килӗшет урасене.
Ума чӗрҫитти ан ҫакӑр.
Хӑвӑр пӗлӗр – ыттине.

Кун хитре, уяр пулсассӑн,
ман пырасчӗ тус-йышпа.
Кунӗ пит начар тӑрсассӑн,
пытӑр тупӑк лашапа.

Мана эсир пытарнӑ чух
макӑрмасӑр пытарӑр,
хама курайман ҫынсене
йӗрсе ан савӑнтарӑр.

Тата мӗскер манса юлнӑ...
Анне, эп тӗне кӗмен.
Ман ҫие хӗрес ан лартӑр,
лартӑр юпа, тупӑр мел.

Уҫӑ вырӑн пур пулсассӑн,
атте ҫывӑхне выртам.
Ҫулла выльӑх ан таптатӑр
тесен, тытмалла карта.

Валя, эп ҫапла хушнишӗн
ҫилленме кирлӗ марах.
Мӗншӗн эп капла ҫырнине
ӑнланатӑн эс хӑвах.

Валя, эп кӑна ҫырнӑ чух
савӑнмап вӗт, макӑрап.
Каламалли темӗн чуль те,
чуна йывӑр, калаймап.

Аннене те пит нумайччӗ
каламаллийӗм ара,
калаймастӑп – макӑратӑп,
калаймарӑм та, ҫырап.

Валя, ӗнен, анне килсен,
курса куҫ тӑранмарӗ:
пӑхрӑм-пӑхрӑм, тарӑн пӑхрӑм,
уйрӑлмассӑн туймарӑм.

Кӑмӑла хытараймарӑм,
йӗтӗм-ятӑм, макӑртӑм.
Анне кунтан кайнӑранпа
шанчӑк пӗтрӗ — татӑлтӑм.

Кӗҫӗр эпӗ тӗлӗк курнӑ:
виҫҫӗн шывра чӑматпӑр,
пӗр чӑматпӑр, пӗр тухатпӑр,
сӑрт ҫамкинче чупатпӑр.

Лешӗ енчен, шкул патӗнчен
икӗ ача анаҫҫӗ,
ҫыран хӗрринче утнине —
пире питӗ сӑнаҫҫӗ.

Вӑтаннипе шыва сикрӗм,
тӳрех пута пуҫларӑм.
Зоя кулать, эп кӑшкӑрап:
"Зоя, туртса кӑлар!" — теп.

Зоя туртса кӑларчӗ те,
эп шыв хӑсса кӑлартӑм.
Ҫак мӗне-тӗр пӗлтерет вӑл,
ахальтен мар калатӑп.

Ҫак тӗлӗкрен тӗлӗнетӗп,
мӗскере-ши вӑл, калӑр:
Зоя шывран туртса илчӗ —
тен, ак... чӗрӗлӗп — халӗ.
>>3<<
Шурӑ тутӑр хӗррине
ҫуҫе ярса парӑн-и?
Эп пит нумай ҫырмастӑп,
Зоя, йышӑнатӑн-и?

Утсем килеҫ тапӑртатса,
улма садне таптаса.
Мӗскер каласа ҫырам-ши,
сан кӑмӑлна тулnарcа.

Зой, эсӗ шур тутӑрна
тӑтӑш ҫыхса ан ҫӳре.
Эп сирӗнпе ҫук-ха тесе,
маншӑн ҫунса ан ҫӳре.

Зоя, хальхи вӑхӑтсенче
эс клуба тухкалатни?
Ӑшу вутла ҫуyать пулсан,
выляса пусаратни?

Урама е клуба тухсан,
юлташсене куратни?
Маи юлташсене курсассӑн,
мана аса илетни?

Акка, савӑн халь вӑйӑра,
ӑнмӗ санӑн шӑпу та,
мӗншӗн тесем ман ӗмӗре
татаканни эс пултӑн.

Эс вӑхӑтне маннӑ пулсан,
ҫырса парап, пӗлнӗ пул:
анне хулана кайсассӑн,
пасар хыҫҫӑн, тепӗр кун.

Зоя, сан епле те ӗнтӗ
апла тумалла марччӗ,
эп ҫемҫине сиссессӗн те
хӑвна ху чармаллаччӗ.

Халь вӑл саншӑн нимӗн те мар,
манӑн вара витертӗн.
Ӗмӗр асран каймалла мар
манӑн пуҫа тивретрӗн.

Иккӗн урама тухсассӑн:
"Ҫумма ан тӑр!" - тееттӗн,
"Йӑмӑк лайӑх, эп начар", —
тесе пӗрре мар йӗтӗн.

Йӑмӑку хӑвӑнтан япӑх
пулсассӑн вӑл пит аван.
Кураттӑм эп, шутлаттӑн эс:
"Луччӗ ҫук пултӑр тӑван".

Халь эп вилмесӗр юлсассӑн,
киле сыв мар таврӑнсан:
"Манран начар вӗт халь", - тесе,
акка, тӑрӑн савӑнса.

Кӑҫал та эс миҫе хутчен:
"Ма вилместӗн-ха, — терӗн. —
Эсӗ вилсен, ик аллӑмпа
сӑхсӑхӑттӑмччӗ", — терӗн.

Акка, эсӗ эп ҫук пулсан
тӑнӑҫ кураймӑн темех,
мӗншӗн тесен ман вырӑна
ӳсет Валя ҫивӗчрех.

Каччӑсемпе вылясан та
тӳсмелле мар ятлаттӑн.
Ху вӑрҫни кӑна сахалччӗ,
аннене вӑрҫтараттӑн.

Халь эп ҫак чиртен юлсассӑн,
тӑрайсан ура ҫине,
пӑхмӑттӑм сан сӑмахна та,
тата — анне вӑрҫнине.

Зоя, эпӗ ҫук пулсан та,
Валя юлать выляма.
Мана епле тертлентертӗн!
Ан тертлентер Валяна!

Валя клуба каяс тесен,
ан чарнӑ пуль Валяна.
Ларсан лар ху пӑчӑхланса,
кайтӑр Валя выляма.

Зоя, эсӗ хӑвна ху
пит пысӑка хутӑн ҫав:
эп ӳкӗтлесе чӗнсен те,
пымарӑн клуба тухса.

Зоя, эсӗ ман ҫинчен
шутла та ҫунса ҫӳре:
ху йӑмӑкна ху пӗтертӗн,
ҫук турӑн ҫут тӗнчерен.

Акка, эпӗ ҫак чиртен
уҫӑлсан та, чунӑмпа
хӑҫан чунӑм тухиччен те
ӑшӑнас ҫук пуль санпа.

Акка, эп капла ҫырнишӗн
мана питех аи ҫилен.
Эсӗ мӗнле ҫиленсен те,
манӑн ӳпкев сан ҫире.

Акка, ҫӑва тухсассӑн,
уяв вӑхӑчӗ ҫитӗ-ха.
Эп тӗнчере ҫук пулсассӑн,
аванах ӑшу ҫунӗ-ха.

Ҫитӗ ӗнтӗ мана ҫырни,
ҫитӗ ӑша ҫунтарни:
манӑн ӑша ҫунтарни —
сан кӑмӑлна кӳттерни.

Кас ҫӑкана, эп те касап
урӑх шӑтса тухмасса.
Юлашкинчен пар аллуна
ӗмӗрне уйрӑлмасса.

Ҫырма хӗрри пит чипер —
хурлӑхан татса ҫирӗм:
хурлантӑм хурлӑхан пек.
Акка, эс ан пул ман пек.

...Таркӑн ялӗ пӗчӗкҫӗ ял,
ларать варсен хушшинче.
Йӗри-тавра — хура вӑрман.
Таркӑн - вӑрман айӗнче.

Ҫакӑ ялта тӑлӑх арӑм
тертпе виҫ хӗр ӳстернӗ.
Пӗри, вун саккӑра ҫитсен,
хӑй ӗмӗрне ирттернӗ.

Ҫав хӗр пӗлнӗ: нихӑҫан та
сӑвӑҫа вилӗм витмест —
ӳчӗ ҫӗрте ҫӗрсессӗн те,
сӑвӑҫ хӗрӗн чун вилмест.
>>1948 ҫулхи раштавӑн 29-мӗшӗ — 1949 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ.
Чистай пульницинче ҫырнӑ.
Хыпар хаҫатан 1998 ҫулхи утӑн 14-15-мӗшӗсен номерӗсенчен ҫырса илнӗ>>

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Сӳтсе явни

"Асӑнмалӑх" поэмӑпа ун авторне канашлавра сӳтсе явма чӗнетпӗр! ҫакӑнта пусӑр



 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-02-08 08:57:18 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 15152 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем