Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Ӑсмассерен аш турамӗ лекмест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Автобиографи (Э. Патмар)

Аттепе аннен кӗҫӗн ывӑлӗ пулнӑ пулин те, вӗсем ӑна питӗ юратнӑ, манпа мамок ытларах вӑхӑт ирттернӗ. Унпа вӑл ӑҫта кӑна пулман пулӗ, мӗн ҫинчен калаҫман. Утӑ ҫулнӑ ҫӗрте пулнӑ, пӗрле тавӑрнӑ, ҫӗр улми кӑларнӑ тата тем те пӗр тунӑ. Мамок ман хутла пӗлмен пулин те ун пек ӑслӑ ҫынна эпӗ пурнӑҫра курман. Нихӑҫан та манмастӑп, пӗрре ҫӗҫӗпе алла касрӑм, шӑмӑ патне ҫитиччен. Макӑратӑп, питӗ ыратать. Мамок ман алла сулахаййипе тытрӗ, сылтӑммипе ҫӗр ҫинчи пыльчӑка илсе ыратакан вырӑна хучӗ, темскерле сӑмахсем каларӗ... Тепӗр икӗ-виҫӗ сехетрен каснӑ вырӑнта нимӗнте ҫук, вуҫех те ыратмасть.

Мамокпа Трак пуххине кайма юрататтӑмччӗ. Пӗр бидон сӑра илеттӗмӗрччӗ те васкамасӑр утаттӑмӑрччӗ ярмӑркӑна. Пилӗк километр утмалла. Ҫитрӗмӗр, сӑрана хӑвӑрт сутса пӗтертӗмӗр, малалла канмалли самантсем пуҫланаҫҫӗ. Пылак шыв, премӗк... мӗн ыйтатӑп, ҫавна мамок туянатчӗ.

Пӗррехинче, ун чухне шкула кайма пуҫламан-ха, Трак пуххинчен таврӑннӑ чух пӑрлӑ ҫӑмӑра лекрӗмӗр. Аслати авӑтать, кашни ҫеккунтра тенӗ пек ҫиҫӗмӗ ҫиҫет, пӑрҫа пек пӑр лашкам ҫӑвать. Мамок мана хӑй кӗлеткипе хупласа хучӗ, сӑх сӑхать, «Турӑҫӑм, ҫак ҫылӑхсӑр ачана сиен ан тӑвах,»- тет. Пӗр вун минута яхӑн тамӑкра пултӑмӑр пулмалла. Ҫак вӑхӑтри пек хӑрани ман пурнӑҫра урӑх пулман теме те пулать пулмалла. Мӗн мамок виличченех, вӑл сакӑр вун тӑхӑр ҫул пурӑнчӗ, пӑрлӑ ҫӑмара аса илеттӗмӗрччӗ.

Мамок - Аграпина Осиповна - питӗ ӗҫчен пулса. Ӑна Красноармейски район Хисеп кӗнекине те кӗртсе.

Атте, Иван Анисимович, ӗҫ хыҫҫӑн хӑйӗн машинкипе мӗн ҫӗрлечченех пичетлеччӗ. Мӗнле те пулин хайлав ҫырса пӗтерсен пурне те вӑратаччӗ, ҫӗрле 2-3 сехетре вӑратни те пулнӑ, вара тытӑначчӗ вулама. Ман ҫывӑрас килет, вӑл вулать...

Мӗн чул хӑй ӗҫӗ птне явӑҫтарма тӑрӑшман пуль ман атте. Илемлӗ литературӑра мӗнле ятсем тӗл пулаҫҫӗ, ҫавна ҫырса уйрӑм кӗнеке тумалла - пине яхӑн ят тупса, лаша-ӗне ячӗсем, юмах ҫырма пӗлни... Пӗррехинче вӑл мана ҫынран интервью илме вӗрентрӗ. Ун чухне эпӗ 6 е 7 класра вӗренеттӗмччӗ пулас. Атте мана шариковӑй авторучка илсе пачӗ, унччен чернилпа ҫырса, тата блокнот. Ячӗ пӗр ялти ватӑ ҫын патне. Манӑн унпа калаҫмалла, ҫырмалла. Старикки питӗ кӑмӑллӑ кӗтсе илчӗ. Эпӗ мӗнле тӗллевпе килни ҫинчен каласа патӑм. Вӑл мана, «Юрать, малтан пӗрер курка сӑра ӗҫетпӗр те веҫех сана каласа паратӑп,»- терӗ. Мана анне мӗн ачаранах сӑра ӗҫтернӗ те ятлаҫман та. Килти сӑрашӑн кам ятлаҫать! Анчах та ку ват сухалӑн сӑри пылран туни пулнӑ-ҫке! Пӗлмен ҫав. Пӗрер курка унпа шаклатса ӗҫрӗмӗр те, мӗн каламалла - унӑн хушаматне кӑна ҫырма пултарнӑ ҫав. Киле ҫитрӗм. Ура унталла-кунталла явкаланать, атте ман ҫине пӑхать кулса. «Сана писатель пулма иртерех пулас. Эсӗ пӗрремӗш экзамена тытаймарӑн,- терӗ ман атте.

Кӗркунне пирӗн яла Мускавран пӗр генерал килчӗ. Вӑл тӗнчери лару-тӑру ҫинчен леци вулама халӑха клуба пухрӗ. Мана атте ҫак тӗл пулӑва ячӗ. Пултӑм, килте мӗн ирччен ҫыртӑм, ирхине аттене пилӗк страницӑран ҫырнӑ «хайлава» патӑм. Тепӗр виҫӗ кунтан ман ҫырнине «Ял пурнӑҫӗ» хаҫатра пичетлерӗҫ. Ку вӑл 1969 ҫулта пулса. Мӗн чул гонорар панине те ас тӑватӑп - 44 пус, икӗ ҫирӗм пус тата икӗ икӗ пус. Ҫур кило премӗк илтӗм.

«Ял пурнӑҫӗ» хаҫат 1970 ҫулхи декабрӗн 29-мӗшӗнче 156- мӗш (3197) номерӗнче пӗрремӗш сӑвӑ пичетленсе тухрӗ

Шетмӗ юхать Ҫавала
Пирӗн ялӑн ҫумӗпе,
Вӗтӗр-вӗтӗр хумӗпе,
Шетмӗ ӗлӗк-авалах
Лӑпкӑн юхнӑ Ҫавала.
Икӗ шыв анаталла
Ҫул тӗлленӗ - Атӑла.
Ун ҫине йӑлт тиенсе,
Пырса кӗнӗ тинӗсе.
Пирӗн ялӑн ҫумӗпе,
Ӗлӗкхи хӑй ҫулӗпе,
Шетмӗ халь те хӑвалать
Хумсене Мӑн Ҫавала!
	......
Кашнин пурнӑҫӗ ҫапла,
(Шетмӗне курсах хакла.!)
Пӗлӗве хушса пырсан,
Эс те ӑслӑ ҫын пулан.

Красноармейски вӑтам шкулӗнче вӗреннӗ чух сочиненисене сӑвӑлла ҫыраттӑмччӗ.

Радиопа хамӑн вӑрӑм сӑвва вуланине те ас тӑватӑп. Анчах та сӑввине ҫухатнӑ. Сӑмакун тӑвакансем ҫинченччӗ.

Анне, Ольга Ивановна, культура ӗҫченӗ. Вӑл юнашар ялта библиотекарь пулса ӗҫленӗ. Анне тӑрӑшнипе эпӗ шкула ҫӳреме пуҫличченех библиотекӑри пӗтӗм ача-пӑча кӗнекине вуласа тухнӑ - ҫӗрӗ ҫӗрӗпе вулаттӑмччӗ.

Запаса тухсан аннепе эпир питӗ туслашрӑмӑр. Вӑл мӗн виличченех ман кӗнекесене редакциленӗ. Ун юлашки виҫӗ ҫулӗ - маншӑн литература институчӗ пекех. Шутлӑр-ха, кӗнекери пӗрремӗш страницӑран пуҫласа хуплашка таран тишкереттӗмӗр. Ӑҫта мӗнле йӑнӑш, ӑҫта тӗрӗс мар предложени йӗркеленӗ, ӑҫта суйни пур - пурне те куҫран каласа. Эпӗ ҫирӗм пӗр ҫул ҫар хесмечӗ хыҫҫӑн чӑвашла самаях маннӑ, анне тепӗр хут чӑваш чӗлхи патне тавӑрчӗ теме те пулать.

Пирӗн килте час-часах ҫыравҫӑсем пулнине ас тӑватӑп. Валентин Урташ - поэт, Прохор Трофимов - писатель, полковник. Петр Осипов патӗнче аттепе хӑнара пулнине те тӗлӗкри пек ас тӑватӑп.

Тӗрлӗ хаҫатсемпе журналсенче ҫар хесметӗнче чухне пичетленнӗ. Унӑн вак жанрлӑ материалӗсем ҫарти, Казахстанпа Украина хаҫачӗсенче час-часах ҫутӑ курнӑ.

1993 ҫулта запаса тухрӑм, запасри подполковник.

Аттен виҫӗ кӗнекине кӑларнӑ хыҫҫӑн, хам та халӑх сӑмахлӑхӗпе анлӑн ӗҫлеме пуҫларӑм. Атте, Иван Патмар, Чӑваш республикинчи чылай ялсенче пулнине шута илсе, эпӗ Раҫҫейри чӑваш ялӗсене тӗпчес тӗллев лартрӑм. Вунӑ ҫул хушшинче 646 ялта пулма ӗлкӗртӗм. Пушкӑртастан, Татарстан, Мари эл, Удмурт, Хакасси республикисенчи, Ульяновск, Самара, Саратов, Тюмень, Пенза, Оренбург облаҫӗсенчи тата Красноярск крайӗнчи чӑваш ялӗсенче пулса.

1972-1976 ҫулсенче Оренбург хулинче аслӑ пӗлӳ илнӗ. 1979 ҫулта Киев хулинче 10-мӗш ЦК УПСра вӗреннӗ. 2003 ҫулта ЧПУра Чӑваш филологи факультетне вӗренсе пӗтертӗм. 1997 ҫултанпа Раҫҫей пӗрлешӗвӗн ҫыравҫи, пӗтӗм тӗнчери баталистсемпе маринистсен пӗрлешӗвӗн членӗ, Нестр Янгаспа Алексей Талвир ячӗллӗ премисен лауреачӗ. Артур Беккерӑн ылтӑн тата пӑхӑр медалӗсене илме тивӗҫлӗ пулнӑ. Чӑваш халӑх академикӗ. Украинӑри Рыльски ячӗллӗ академипе тачӑ ҫыхӑну тытатӑп.

Совет Союзӗн тата ытти ют ҫӗршывсен 7 медальне илме тивӗҫлӗ пулнӑ.

Запасра, 1998 ҫулччен «Патмар» кӗнеке издательствине ертсе пырса, пӗр вӑхӑт, 1995 ҫулта, «Защитник Отечества» хаҫат редакторӗ пулса ӗҫлерӗм. 1998 ҫулччен хам ҫырнӑ хайлавсене, аттен ӗҫӗсене редакцилесе, ытти ҫыравҫӑсен сӑвви-калавне хакласа кӗнекесем кӑлартӑм. Кайран, вӗрентекенсен тата тӗрлӗ ҫыравҫӑсен сӗнӗвесене шута илсе, икӗ журнал уҫрӑм, «Халӑх ӑс-хакӑлӗ» тата «Халӑх ӑс хакӑлӗ» библитеки». 2003-2004 ҫулсенче Чӑваш республикин вӗрентӳ институчӗнче аслӑ преподаватель пулса ӗҫлерӗм. 2005 ҫултанпа «Капкӑн» журнал редакторӗ.

Манӑн ывӑл пур, Сергей Патмар. Вӑл мӗн вӑй ҫитнӗ таран кӗнеке кӑларма пулӑшать, вӑл кӗнекене калӑплаканни, илемлетекенни тата критикӗ. Вӑл пулӑшнипе ҫирӗм тӑхӑр кӗнеке тухрӗ. Сергей халӗ «Жизнь» хаҫатра ӗҫлет.

Мӑшӑр, Татьяна Петровна, педагог. Вӑл та «Функции и графики» ятлӑ кӗнеке кӑларнӑ. Халӗ тивӗҫлӗ канура.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2008-04-19 16:00:21 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4589 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем