Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.0 °C
Кӗрхи кун кӗлтеллӗ, ҫурхи кун ҫеҫкеллӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

«Манӑн пӗрремӗш юрӑсене ӗнесемпе сурӑхсем итленӗ»

Блиц-интервью
— Хӑҫан тата ӑҫта ҫуралнӑ?
- 1935 ҫулхи пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Хирти Пӑва /Ҫӗнӗ Пӑва/ ялӗнче.
- Мӗн ҫиме тата ӗҫме кӑмӑллатӑр?
- Салма яшки, килте унаса туни. Ӗҫмелли - чей, сӗткен. Шӑрӑхра - сӑра тата ҫиплӗ курӑк шывӗ.
- Хобби?
- Вӑрманта пӗччен уҫӑлса ҫӳресси, кайӑксен сассине тӑнласси, ҫут ҫанталӑкпа киленесси. Вӑрманта тата ялта кӑна чунпа канатӑп.
- Эсир мӗнле музыка ииструменчӗпе калама пӗлетӗр?
- Купӑс, баян, гитара, балалайка - манӑн юратнӑ тусӑмсем. Ҫывӑрас умӗн эпӗ яланах юрӑ-кӗвӗ итлесе выртатӑп.
- Сирӗн миҫе ача?
- Малтанхи арӑмран - 2 хӗр, иккӗмӗшӗнчен - 1 ывӑл, Ваня. Хальхи арӑма Юлия Михайловнӑна мана ҫакӑн пек чипер те ӑслӑ ача парнеленӗшӗн чунран тав тӑватӑп.
- Ҫыннӑн хӑш енӗсене ырлатӑр, хӑшӗсене - сивлетӗр?
- Эпӗ пӗрре курсах ҫын мӗнлине калама пултаратӑп. Уйрӑмах - куҫран пӑхса. Сӑпайлӑ та ӗҫчен ҫынсене килӗштеретӗп, усал сӑмахсемпе калаҫакансенчен тата суеҫсенчен айккине пӑрӑнма тӑрӑшатӑп.
- Эсир укҫа кивҫен паратӑр-и?
- Сахал мар панӑ. Шел, хӑшӗ-пӗри кивҫене тавӑрса пама манни тӗлӗнтерет.
- Ҫӗнӗрен ҫуралас пулсан хӑвӑр пурнӑҫра мӗн улӑштарнӑ пулӑттӑр?
- Нимӗн те.

Иртнӗ эрне кун каҫхине Шупашкарти "Салют" культура керменне халӑх йышлӑ пухӑннӑччӗ. Пурте хӑйсен юратнӑ юрӑҫне, Чӑваш халӑх артистне Иван Христофорова курма, унӑн янӑравлӑ юррисемпе романсӗсене тулли кӑмӑлпа итлеме килнӗ иккен. Курав залӗнче - аншлаг.
Шоу-концерт умӗн Иван Ивановичпа хама та ачаран килӗшекен артистпа, курса калаҫрӑм.

- Иван Иванович, эсир пӗчӗк чухне кам пулма ӗмӗтленнӗ?
- Эпӗ пӗчӗк чухне Шупашкартан пирӗн яла паллӑ артистсем - Виктор Родионов, Николай Комиссаров тата ыт. те килнине ас тӑватӑп. Манӑн вӗсем пекех пултаруллӑ ҫын пулас килетчӗ. Чӑн та, шухӑш-кӑмӑл пӑтрашӑнуллӑччӗ: шофер профессийӗ те илӗртетчӗ мана. /Каярахпа, ҫар хӗсметӗнче пулнӑ чухне, шофера вӗренсе тухрӑмах/. Артист е юрӑҫ пулма ӗмӗтленмен.
- Сирӗн семье пысӑк пулнӑ-и?
- Аттепе анне 7 ачана кун ҫути парнеленӗ. Ахальтен-им эпӗ: "Ҫиччӗн ҫуралса пӗр килте уссе мӗншӗн уйрӑлмалла тунӑ-ши?" - тесе юрлатӑп. Эпир пӗр тӑвансем 2 ывӑл та 5 хӗр пулнӑ. Паянхи кун Валя, Еля, Тоня, Лида тата эпӗ пурӑнатпӑр-ха.
- Эсир пуҫласа хӑҫан алла микрофон тытнӑ?
- Ҫамрӑк чух эпӗ микрофон мӗнне те пӗлмен, мӗншӗн тесен ҫав вӑхӑтра электричество та пулман. Купӑс каласа юрланӑ. Сӑмах май, ӗлӗкрех пирӗн ялта пӗр хут купӑсҫӑ ҫеҫчӗ. Пӗррехинче хӗлле вӑл манӑн Ваҫҫа пиччепе пирӗн киле кӗнӗ те купӑсне кӑмака ҫине хурса хӑварнӑ. Икӗ кун выртрӗ пуль вӑл унта. Вара эпӗ ҫав купӑс патӗнчен хӑпма пӗлмерӗм. Ӑна пуҫласа алла тытса пӑхрӑм. Ун чухне эпӗ 5-6 ҫулсенче пулнӑ.
Хуҫи купӑсне илме килсен: "Каласа кӑтарт-ха, мана та вӗрент", — тесе йӑлӑнтӑм. Вӑл купӑса алла мӗнле тытмаллине тата пӳрнесемпе ӑҫта пусмаллине кӑтартса хӑварчӗ. Купӑс калама вӗренсен хам каласа хам юрлама тытӑнтӑм.
- Юрласси мӗнле пуҫланчӗ?
- Ваҫҫа пичче кӗтуҫӗччӗ. Эпӗ ӑна пулӑшма ҫӳренӗ. Тепӗр чух кӑнтӑрла вӑл киле каятчӗ те мана хӑй вырӑнне кетӳ кӗтме хӑваратчӗ. Ҫуллахи каникул вӑхӑтӗнче ӗнтӗ, эпӗ пӗчӗкрен юрлама юратнӑскер, хирте кӑшкӑрсах юрлаттӑмччӗ. Ҫапла хамӑн сасса тӗрӗслесе пӑхнӑ пулӗ. Таврара никам та ҫук - никам та чӑрмантармасть. Манӑн юрӑсене пӗрремӗш итлекенсем ӗнесемпе сурӑхсем пулнӑ.
- Пысӑк сцена ҫине вара пуҫласа хӑҫан тухрӑр?
- Украинӑри Мариуполь /Жданов/ хулинчи музыка училищинче вӗрентӗм, шоферта ӗҫлерӗм. Ҫав хулана эпӗ ҫар служби хыҫҫӑн лекнӗччӗ. Ҫавӑн чухне Шупашкартан ман ятпа телеграмма килчӗ: Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамбльне ӗҫлеме чӗнеҫҫӗ. Пире 1-мӗш тенор кирлӗ теҫҫӗ. Вара эпӗ конкурса хутшӑнтӑм. Жюрире Орлов-Шуҫӑм та пурччӗ. Эпӗ вырӑсла "Всегда ты хороша" юрӑ юрласа патӑм. Манӑн сасӑ пурне те килӗшнӗ. Мана ансамбле хаваспах йышӑнчӗҫ.
"Эсӗ Мариупольте уйӑхра мӗн чухлӗ ӗҫлесе илетӗн?" - тӗпчеҫҫӗ мана. "250 тенкӗ", - тетӗп. "250 тенкӗ? Ун чухлӗ эпӑ хам та илместӗп, - тет Орлов-Шуҫӑм. - Эпир сана 75 тенкӗ тӳлетпӗр. Килӗшетӗн-и?" Ӗҫе илнӗшӗн савӑнса кайнипе тӳрех килӗшрӗм. Вара ҫавӑн хыҫҫӑн эпӗ, ҫамрӑк артист, пуҫласа пысӑк сцена ҫине тухрӑм.
- Иван Иванович, сирӗн репертуарта миҫе юрӑ?
- 350 яхӑн. Ҫав шутра - чӑваш, вырӑс, украин, тутар, итальян юррисем.
- Хӑш поэтсемпе тата композиторсемпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлетӗр?
- Поэтсенчен Валентин Урташ, Юрий Сементер, Раиса Сарпи, композиторсенчен Герман Лебедев, Орлов-Шуҫӑм, Филипп Лукин, Юрий Кудаков ячӗсене асӑннӑ пулӑттӑм. Сӑмах май, манӑн репертуарти чи пӗрремӗш юрӑ "Савниҫӗм" ятлӑ.
- Юлашки вӑхӑтра эсир хӑвӑр та юрӑ-кӗвӗ ҫыратӑр тенине илтнӗччӗ...
- Тӗрӗсех, халь пурте, кӑм ӳркенмест, юрӑ ҫыраҫҫӗ. Хӑйсем нота та пӗлмеҫҫӗ. Эпӗ, музыка училищинче вӗреннӗскер, нотӑсене пӗлетӗп. 20 ҫул каялла юрӑсем кӗвӗлеме пуҫларӑм. Чи анлӑ сарӑлни, халӑх килӗштерекенни - "Ыр ҫынсем" /сӑмахӗсем Григорий Максимовӑн/.
- Эсир хальхи чӑваш эстрадине мӗнле хаклатӑр?
- Ку ыйтӑва ҫапла хуравлатӑп. Мана шоу-концертсене ытлашши чӗнсех каймаҫҫӗ. Мӗншӗн? Эпӗ хамӑн уҫӑ сасӑпа ытти артист сассине хупласа хурасран хӑраҫҫӗ. Мӗн пытармалли, нумайӑшӗ "тринкки-тринккисӗр" пуҫне нимӗн те юрлама пӗлмест-ҫке.
Чӑваш эстради пур-ха вӑл, анчах унта талантлӑ юрӑҫсем питӗ сахал. Вӗсен тутар кассеттисене туянмалла та тимлӗ итлемелле, тутар юррисен сӑмахӗсем те хитре, кӗввисем те лайӑх. Ҫав вӑхӑтрах чӑваш юррисен аранжировки питӗ чухӑн. Те эпир вырӑсланса пыратпӑр, те хамӑра хамӑр хисеплеместпӗр. Пиҫсе ҫитмен юрӑҫсем те сахал мар. Хушамачӗсене асӑнсан - кӳренеҫҫӗ.
- Хӑвӑр пурнӑҫра тата мӗн туса ҫитереймен пек туйӑнать?
- Итлекенсене ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ юрӑсемпе савӑнтарас килет. Хӑш-пӗр юрӑҫ ик-виҫӗ юрӑ ҫырать те пур ҫӗрте те ҫавсене юрласа ҫӳрет. Эпӗ вара хамӑн репертуара ҫулсерен темиҫе ҫӗнӗ юрӑпа пуянлататӑп. Халӑх пирӗнтен ялан ҫӗннине кӗтет-ҫке-ха.

Вӑрӑм Палюк калаҫнӑ.
«Хыпар» хаҫатран илнӗ.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-06-21 11:53:39 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5416 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org