Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Пӗр хулӑ хуҫӑлать, пин хулӑ хуҫӑлмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ҫӑварни

Элӗк тӑрӑхӗнче хӗле ӑсатрӗҫ, ҫуркуннене кӗтсе илчӗҫ. Кану керменӗ умне ҫынсем кӑнтӑр тӗлне пуҫтарӑна пуҫларӗҫ. Cавӑнӑҫлӑ уява [алӑх йӑлипе ватӑсем тата ял пуҫлахӗсем уҫрӗҫ. Вырӑнти юрӑпа ташӑ ушкӑнӗсем халӑха савӑнтарнӑ хыҫҫӑн уяв мӗн каҫчченех пӗр чарӑнмасӑр кӗрлерӗ, ташларӗ, юрларӗ.

Мӗн кӑна шутласа кӑларман пулӗ йӗркелекенсем: «Хӗлӗм, сывӑ пул!», — кулӑшла вӑйӑ иртрӗ, районти ял тӑрӑхӗсенчен ҫитнӗ ҫамрӑксем те хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарчӗҫ. Никама та тунсӑх мӗлки ан ҫаптӑр вуншар вырӑнта вӑйӑсем йӗркеленӗ — кам ытларах икерчӗ ҫисе ярӗ, кам кашта ҫине хӑвӑртрах улӑхса автана ҫӗнсе илӗ, пӗрене ҫинче кам-кама михӗпе ҫапса антарӗ, кам тӗл пенипе чапа тухӗ. Унсӑр пуҫне шахмат тата воллейбол ваййисем иртрӗҫ, йӗлтӗрҫӗсем ҫул ҫине тухрӗҫ. Ача-пӑчана, паллах, капӑрлатса тумлантарнӑ лаша ҫунисемпе Ҫӑварни чупни пуринчен те ытларах килӗшрӗ.

Уяв яланхи пекех, улӑм катемпине чӗртсе ҫунтарнипе вӗҫленчӗ. Сывӑ пул, Хӗлӗм, килсем, Ҫуркунне!

 

НАР
27

Хӗле ӑсатрӗҫ
 Галина Зотова | 27.02.2012 22:13 |

Хӗрлӗ Чутайра «Сывӑ пул, Ҫӑварни!» уяв иртрӗ. Чутайсем хӗле юрӑ-ташӑпа, шӳт-кулӑпа ӑсатрӗҫ. Райцентрти «Ҫӗнтерӳ» лапамне халӑх питӗ йышлӑ пухӑнчӗ. Пухӑннисене Хӗрлӗ Чутай пуҫлӑхӗ Александр Степанов, администраци пуҫлӑхӗ Александр Башкиров саламласа уява хаваслӑ ирттерме чӑнсе каларӗҫ. Унтан сцена ҫинче Чутайри культура ӗҫченӗсем Хӗле ӑсатса ҫуркуннене кӗтсе илнӗ ятпа концерт пуҫларӗҫ. Районти тӗрлӗ ялтан пуҫтарӑннӑ артистсем уява малалла тӑсрӗҫ. «Чи лайӑх пултарулӑ ушкӑнӗ» ята Мӑн Этмен ял тӑрӑхӗн ушкӑнӗ тивӗҫрӗ. Мӗнле кӑна вӑйӑ-кулӑ шутласа тупман-ши уява ертсе пыракансем! Кире пуканӗ йӑтасси, волейболла вылясси, вӗрен туртасси, пӗрене ҫинче вӑй виҫесси тата ытти тӗрлӗ вӑйӑ — вӗсенче пурте хаваспах хутшӑнчӗҫ.

Пухӑннисем вӗри чейпе тутлӑ икерчӗ савӑнсах ас тиврӗҫ. Ҫӑварни лашасем чупнипе малалла тӑсӑлчӗ. Паньтӑк, Мӑн Этмен, Акчикасси, Хӗрлӗ Чутай тата Атнар ял тӑрӑхӗсенчен килнӗ капӑрлатнӑ лавсем ҫинчи юмах паттӑрӗсем, капӑр инкесем юрла-юрла Чутай тӑрӑх вӗҫтерчӗҫ.

Малалла...

 

НАР
26

Пӗр каҫра виҫӗ уяв
 lilicem | 26.02.2012 20:12 |

«Илем» ансамбль юрлать
«Илем» ансамбль юрлать

Етӗрне районӗнчи Пӗрҫырланти культура ҫуртӗнче пӗр каҫра виҫӗ уява паллӑ турӗҫ: Ҫӗршыва хӳтӗлекенсен кунне, Ҫӑварние тата кӑҫал Етӗрне районӗ 85 ҫул тултарнӑ ятпа иртттерекен «Ман тӑван кӗтес — ман хавхалану» фестивале. Лӑк тулли пухӑннӑ залти халӑха чи малтан Пӗрҫырланти ял тӑрӑх пуҫлӑхӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Наталья Степановапа Етӗрне районӗн хисеплӗ ҫынни Аркадий Айдак саламларӗҫ.

Унтан «Илем», «Сӑр ен» ансамбльсем хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарчӗҫ. Иван Любимовпа Юлия Еремкина ертсе пыракан асӑннӑ ансамбльсем уяв кӗрекине ҫулсерен илем кӳреҫҫӗ. Владислав Петров «Районӑм 85-ре» сӑввине хавхаланса вуласа пачӗ. Богдан Айдак илемлӗ сассипе курма килнисене тыткӑнларӗ. Глазковсем шӳтпе култарчӗҫ, Юлияпа Валентина Еремкинасем «Коммун юррипе» чуна тыткӑнларӗҫ. Анна Беззубова Инди ташшипе паллаштарчӗ. Номер хыҫҫӑн номер, кӑмӑл хыҫҫӑн кӑмӑл улшӑнса пычӗҫ, паллах, савӑнӑҫ парнелерӗҫ. «Колосок» ача сачӗн коллективӗ ятарласа чӑваш тумӗсем ҫӗлеттернӗ, ҫӗнӗ юрӑсем вӗреннӗ, вӗсене шӑрантарчӗ.

Малалла...

 

НАР
25

Эх, Ҫӑварни, ҫӑварни!
 8960310902513 | 25.02.2012 21:11 |

Паян урамра кунӗпех ҫил тӑман алхасрӗ. Эх, вӗҫтерет! Ҫак ҫанталӑка пӑхмасӑр Шупашкарти 37-мӗш шкул ачисемпе вӗрентекенӗсем, ачасен ашшӗ–амӑшӗсем шкул умӗнче Хӗле ӑсатрӗҫ.

Кашни класс ачисем сӗтел тулли апат-ҫимӗҫ лартса тултарнӑ. Кунтах сӑмаварсенче чей пӑсланать. Ачасем хӑйсен ашшӗ-амӑшӗсемпе пӗрле тем тӗрлӗ икерчӗ хатӗрленӗ: пылпа, варенипе, тӑпӑрчӑпа, какайпа, кӑмпапа, пулӑпа. Ачасем савӑнсах пӗр-пӗрне кӑна мар, хӑнасене те, иртен ҫӳрене те хӑналаҫҫӗ.

Уяв питӗ хаваслӑ та интереслӗ иртрӗ. Малтанах ачасем сӑвӑсем каласа, юрӑсем юрласа Хӗле ӑсатрӗҫ. Вӗрентекенсем чӑваш халӑх юррисене юрласа савӑнтарчӗҫ. Унтан капӑрлатнӑ ҫунапа Ҫӑварни хӑй килсе ҫитрӗ. Вӑл уяв ячӗпе саламларӗ, ырлӑх, сывлӑх, ӑнӑҫусем сунчӗ. Пурте пӗрле юрӑсем юрларӗҫ, вӑйӑсем вылярӗҫ, ҫунасемпе ярӑнчӗҫ.

Акӑ Ҫӑварни Карчӑккин кӗлеткине ҫунтарма та вӑхӑт. Пӗтӗм усал- тӗсел, чир-чӗр, хаяр хӗл кая юлтӑр! «Гори, гори ясно, чтобы не погасло!» — тесе, Ҫӑварни Карчӑкки кӗлленсе пынине сӑнарӗҫ.

Ҫакӑн пек уявсем ашшӗ-амӑшӗсемпе ачисем тата вӗрентекенсемпе администрации хушшинчи ҫыхӑнӑва ҫирӗплетет.

Малалла...

 

Уяв саманчӗ
Уяв саманчӗ

Кӑҫалхи нарӑсӑн 19-мӗшӗнчен пуҫласа 26-мӗш кунӗччен ҫӑварни эрни тӑсӑлать. Сивӗ хӗл кунӗсем хӗвеллӗ те юмарт ҫурхи кунсемпе ылмашнине Раҫҫей ҫӗршывӗнче пурӑнакан халӑхсем авалтанах хаваслӑ паллӑ тунӑ. Хӗвел шӑратса пӑхнине паллӑ туса ҫаврака ҫуллӑ икерчӗ-капӑртма, хуплу-пӳремеч пӗҫернӗ. Ҫак уяв юрӑ-ташӑсӑр иртмен, яш-кӗрӗм лашапа катаччи чупнӑ. Паллах, ҫӑварни йӑли-йӗркин мешехийӗнче вырӑс халӑхӗн хӑй евӗрлӗхӗ те, чӑвашсем ҫеҫ туса ирттернӗ уйрӑмлӑхсем те пур, анчах ҫакӑ пире паян уявра пӗр пекех савӑнма пӗртте кансӗрлемест.

Чӑваш патшалӑх университечӗ ҫӑварни уявӗн техӗмне астивме кашни ҫулах конкурс-уяв ирттерет. Ҫак уяв тӗлне факультетсем ҫӑварни сӗтелӗ янтӑлаҫҫӗ. Мӗн тӗрлӗ апат-ҫимӗҫ куҫа илӗртмест пулӗ тулӑх сӗтелсем ҫинчен, сӗтеклӗ кукӑль-пӳремеч, ҫуллӑ икерчӗ шӑрши сӑмсана кӑтӑклать... Вӑйӑҫ купӑс тӑсса янӑ, ушкӑнсем хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартаҫҫӗ. Ку хутӗнче чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн ӗҫченӗсем «Хуняма патне икерчӗ ҫиме.

Малалла...

 

Уявра
Уявра

Паян, пушӑн 5-мӗшӗнче, Шупашкарти «Ҫӑлкуҫ» хупахра «Сувар» фонд тӑрӑшнипе йӗркеленӗ Ҫӑварние уявларӗҫ.

Уява Виталий Петрович Станьял пуҫларӗ — вӑл ун ҫинчен кӗскен каласа пачӗ. Хальхи вӑхӑтра вӑл православи тӗнне пӑтрашӑнса кайнӑ пулсан, чӑн чӑвашла ӑна пушӑн 21-27-мӗшӗсенче, ҫӗрпе кун танлашнӑ вӑхӑтра ирттермелле. Арсений Тарасов уяв ячӗн этимологине каласа пачӗ — вӑл «ҫу»-па ҫыхӑнман иккен, хӗвелпе ҫыхӑннӑ. Вӑл шутланӑ тӑрӑх авалхи пӑлхар-сӑвар-чӑваш чӗлхинче «хӗвел» пӗлтерӗшлӗ «яр» сӑмах пулмалла пулнӑ. Ҫапла майпа вара уяв ячӗ хальхилле «хӗвел эрни» пӗлтерӗшлӗ.

Ҫӑварни сӑри ӗҫнӗ хушӑра пухӑннисене хӑйӗн пултарулӑхӗпе «Шуҫӑм» фольклор ушкӑнӗ савӑнтарчӗ. Вӗсен юрри-кӗвви пурне те килӗшрӗ. Маларах вӗсен пултарулӑхӗпе паллашманскерсем тӗлӗнсе итлесе ларчӗҫ, ыттисенче хытӑрах алӑ ҫупрӗҫ.

«Сувар» фонд уявра сумлӑ арсемпе арӑмсене хӑйсен хӗвел паллине парнелесе чысларӗ. Деменцова Роза Трофимовнӑпа Алена Терентьева («Чӑваш наци радиовӗн» ӗҫченӗсем) шӳлкеме евӗрлӗ палла тивӗҫрӗҫ.

Малалла...

 

Нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Муркаш районӗн Чуманкасси ял тӑрӑхӗн администрацине кӗрекен Шарпаш ялӗнче ӗлӗкхи чӑвашсен йӑлипе, ҫӑварни уявӗ иртрӗ. Унта вара кӗҫӗн ачаран пуҫласа ваттисем те хутшӑнчӗҫ. Ял хӗрарӑмӗсем хӑйсен яланхи шали тутӑра ҫыхрӗҫ.

Уява библиотека ертӳҫи Иванова З.И. уҫса ячӗ. Вӑл пурне те ыр кӑмӑлтан уяв мӗнле майпа нумай ӗмӗр тӑршшӗпе аталанса пынине каласа кӑтартрӗ, пурне те сӑртран ҫунашкапа ярӑнма чӗнчӗ. Пурте хавасланса тӑвайккинчен ярӑнчӗҫ. Мӗн чухлӗ интереслӗх те хаваслӑх пулчӗ ҫав ытарайми вырӑнта. Тата ҫавӑнтах Гордеев Вячеслав хӑйӗн урхамахне урама илсе тухса ял-йыша савӑнтарма пултарчӗ. Ҫавӑнтах ӑна ачасем те хупӑрласа илме ӗлкӗрчӗҫ. Вячеслав кучӑра мӗн каҫ пуличченех ял-йыша хаваслантарса катаччи чуптарма май килчӗ. Ҫав вӑхӑтрах тата ваттисем сӑмаварпа чей вӗретсе уяв икерчи хатӗрлерӗҫ.

Ҫак уяв майӗпен иртсе пынӑ май ял халӑхӗн ҫӑварни кунӗ тутлӑ шыв пек асӑмра тӑрса юлчӗ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Укçа-тенкĕ енчен ку эрнере хавшакрах. Укçана перекетлĕр. Харпăр тата професси хутшăнăвĕсенче йывăрлăхсем пур. Тен, юратнă япала çухалĕ. Эрне вĕçнелле йăлтах йĕркеленĕ. Ырă çынсем пулăшнипе çухалнă япалана тупаятăр. Юратнă çынпа хутшăну лайăхланĕ. Эсир ăна пуринчен ытла шанатăр. Юратнă çын çакна тивĕçлĕ пулинех.

Ака, 20

1874
150
Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ.
1983
41
Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ