Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Ҫӑла ан сур, шывне хӑвах ӗҫӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ҫутҫанталӑк

Ҫутҫанталӑк
forum.na-svyazi.ru форумри видеоран илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru форумри видеоран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкар тӑрӑхӗнчи Карачура патӗнчи масар тӗлӗнчи ҫул пӑрӑнчӑкӗ тӗлӗнче пӗр автомобилист 5 пӑши асӑрханӑ. Вӗсем ҫул хӗррипе чупса иртнӗ. Юрать, ҫул ҫине сиксе тухман.

Тискер чӗрчунсем автомобиль ҫулӗ ҫине сиксе тухнипе инкексем час-часах пулаҫҫӗ.

Сӑмах май каласан, 2021 ҫулта Шупашкар ҫыннисем маларах каланӑ вырӑнта 4 пӑши асӑрханӑ.

 

Ҫутҫанталӑк

2024 ҫул пуҫламӑшӗ климат норминчен 11,5 градус сивӗрех пулнӑ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ыран ӑшӑрах пулӗ, 12-14 градус сивӗ тӑрӗ. Анчах ҫил вӑйланнӑран сивӗрех пек туйӑнӗ.

Юнкун каллех сивӗтӗ, термометр 30 градус патнелле ҫывхарӗ. Кӗҫнерникун юр ҫӑвӗ, ҫил-тӑман тухӗ. Эрнекун та вӑл чарӑнмӗ, ҫил вӑйланӗ. Кӗҫнерникун ҫӗрле термометр 15-20 градус кӑтартӗ. Шӑматкун 20 градус сивӗ пулӗ. Ҫӗрле 30 градус таран сивӗтӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче самаях ӑшӑтӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

2023 ҫул ӑшӑ та типӗ килчӗ. Сывлӑш температури климат норминчен 0,9 градус ӑшӑрах пулнӑ. Юрпа ҫумӑр 10 процент сахалрах ӳкнӗ.

2024 ҫул, ахӑртнех, сивӗрех тата нӳрӗрех пулӗ. Кашни уйӑха илес тӗк, ҫанталӑк мӗнле пулассине калама хӗн.

Синопиксем малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑрлач вӗҫӗччен сивӗ те юрлӑ ҫанталӑк тӑрӗ. Ҫуркунне типӗ килмелле. Ака уйӑхӗнче кӑна нӳрӗк нумай пулӗ.

Ҫулла ӑшӑ та ҫумӑрлӑ ҫанталӑк черетленӗ. Ҫӗртме вӗҫӗ-утӑ пуҫламӑшӗ - чи шӑрӑх тапхӑр.

Кӗркунне типӗ те ӑшӑ ҫанталӑкран пуҫланӗ. Юпа уйӑхӗнче ҫумӑрсем пуҫланӗҫ, йӗпе юрпа хутӑшла та ҫӑвӗ. Хӗл вара ахаль чухнехинчен каярах, раштав варринче, лармалла.

 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем Ҫӗнӗ ҫула ҫанталӑк мӗнле пулассине пӗлтернӗ. Прогноз унчченхинчен улшӑннӑ.

Раштавӑн 30-31-мӗшӗсенче Шупашкарта 5-10 сантиметр хулӑнӑш юр ҫума пултарать. Сывлӑш температури 5-10 градус сивӗ пулӗ.

Ҫӗнӗ ҫул каҫхине пирӗн пата Хӗл мучи сивви ҫывхарӗ. Циклон кайӗ, раштавӑн 31-мӗшӗнче ҫӗрле 10-12 градус сивӗ тӑрӗ, ирхине вара – 12-17 градус сивӗ.

Кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче юр ҫӑвӗ. Кӑрлачӑн 2-мӗшӗнченпе кӑнтӑрла 17-22 градус сивӗ тӑрӗ, ҫӗрлесерен – 30 градус сивӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, каникулта сивӗ ҫанталӑк пулӗ. Иккӗмӗш декада пуҫламӑшӗнче кӑна юр ҫӑвӗ, ӑшӑтӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Паянхи кун тӗлне республикӑра кӗрт хулӑнӑшӗ 6 сантиметр кӑна. Синоптиксем вара раштав вӗҫӗччен 30 сантиметр пулмалла тесе пӗлтернӗччӗ.

Кӑрлач уйӑхӗ мӗнле килӗ? Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, уйӑхӑн малтанхи икӗ декадинче ӑшӑ тата юрлӑ пулӗ. Уйӑх варринче ӑшӑтӗ. Виҫҫӗмӗш декадӑра сивӗ те типӗ ҫанталӑк тӑрӗ. Ҫав кунсенче чи вӑйлӑ сивӗ пулӗ.

Ҫуллахи ҫанталӑкпа танлаштарас тӑк, ҫӗнӗ ҫул пуҫламӑшӗнчех сивӗтмелле. Каникул хыҫҫӑн вара ӑшӑтмалла, юр ҫумалла. Пӗтӗмӗшле илсен, кӑрлач уйӑхӗн климат нормипе килӗшсе тӑрӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Тин кӑна ҫумӑр ҫурӗ, халӗ вара ҫил-тӑман вӗҫтерет. Капла Ҫӗнӗ ҫул кӑмӑлӗ те кӗрет. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, уяв валли юр самай пулӗ.

Эрнен пӗрремӗш ҫурринче атмосфера пусӑмӗ нормӑран пӗчӗкрех пулӗ. Урамра 5-10 градус сивӗ тӑрӗ.

Кӗҫнерникунпа эрнекун кӑштах уяртӗ, 15 градус таран сивӗтӗ. Эрне вӗҫӗнче каллех ӑшӑтӗ. Раштавӑн 30-31-мӗшӗсенче термометр 0-5 градус сивӗ кӑтартӗ. Ахӑртнех, Ҫӗнӗ ҫул каҫхине те ӑшӑ пулӗ, юр ҫӑвӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫӗнӗ ҫулхи каникул та шартлама сивӗсӗр иртӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Юлашки икӗ кунра республикӑра сывлӑш температури климат норминчен 10 градус пӗчӗкрех пулнӑ. Ҫумӑр ҫунине пула юр хулӑнӑшӗ 8 сантиметр кӑна юлнӑ.

Шӑматкун термометр «минус» кӑтартма тытӑнӗ. Ҫапах юр мар, ҫумӑр ҫӑвӗ. Вырсарникун ҫил-тӑман вӗҫтерӗ. Ҫитес эрнере кашни кун тенӗ пек юр ҫукалӗ. Эппин, Ҫӗнӗ ҫул юрсӑр иртмӗ. Ҫитес эрнере 4-9 градус сивӗ тӑрӗ.

Ҫӗнӗ ҫул каҫхине 10-12 градус таран сивӗтӗ, ҫил лӑпланӗ. Кӑрлач пуҫламӑшӗнче юр ҫӑвӗ, ӑшӑтӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Ҫӗнӗ ҫул уявӗнче ҫанталӑк мӗнле пулӗ? «Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект синоптикӗсем акӑ мӗн пӗлтереҫҫӗ.

Раштавӑн 23-мӗшӗччен пӗлӗтсен ҫӳллӗшӗнче 0-5 градус пулӗ, ҫӗр ҫинче – кӑштах кӑна «плюс». Ҫавна май кӗҫӗр йӗпе юр, ҫумӑр ҫӑвӗ. Канмалли кунсенче – вӑйлӑрах. Шӑматкун пӑрлӑ ҫумӑр ҫума пултарать.

Ҫитес эрнере 4-9 градус таран сивӗтӗ. Уяртӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫӗнӗ ҫул каҫхине ҫанталӑк 10-12 градус сивӗ пулӗ, ҫил вӑйлӑ вӗрмӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Чӑваш Енре ҫӑлкуҫ шывне тӗрӗслӗҫ. Кун пирки Вырӑс географи обществин регионти уйрӑмӗн попечительство канашӗн ларӑвӗнче каланӑ. Асӑннӑ канаша, сӑмах май, республика Элтеперӗ Олег Николаев ертсе пырать.

Вырӑс географи обществи ҫитес ҫул пирӗн тӑрӑхра «Чӑваш Ен ҫӑлкуҫӗсем» программӑна пурнӑҫа кӗртнӗ май ҫӑлкуҫ шывне гидрохими енчен тӗрӗслесшӗн.

Вырӑс географи обществин пайташӗ Николай Вершигора республикӑна ҫӑлсенчи шыв пахалӑхне тӗрӗслеме сӗннӗ, общество вара ҫӑлкуҫсене хӳтлӗх кӳме пултарӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗҫӗр республикӑра юр ҫума тытӑнӗ. Ыран та, шӑматкун, ҫил-тӑман вӗҫтеркелӗ.

Вырсарникун уяртӗ, хӗвел пӑхкалӗ. Шӑматкун каҫхине 17 градус таран сивӗтӗ. Ҫил лӑпланӗ, тӗтре карса илӗ.

Тунтикун каллех юр ҫӑвӗ. Ытларах – кӑнтӑр районсенче. Теромометр 0 градус та кӑтартма пултарӗ. Ытларикун ӑшӑтсах ярӗ. Юнкун тата кӗҫнерникун ҫӗрле юр ҫӑвӗ. Вырсарникун та юр нумай ӳкӗ. Юр хулӑнӑшӗ 20 сантимертан иртӗ.

Ҫанталӑк ӑшӑтӗ-ха, анчах ҫил вӑйланӗ. Ҫитес эрне варринче вӑл ҫеккунтра 15 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, раштавӑн 25-27-мӗшӗсенче сивӗтсе илӗ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, ... 93
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.03.2024 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Мухтанмалли пур, анчах ăнăçусемпе мухтанма ан тăрăшăр. Сирĕн вăй пухма, ăна кăтартма тивĕ, тĕллевсене çĕнсе илес тесен тăрăшмалла. Ку эрнере ĕç ăшнех путатăр, яваплăх ÿссех пырĕ. Çынсенчен тимлĕх кăна ыйтса лартмалла мар, вĕсемшĕн те мĕн те пулин тумалла. Канмалли кунсене çемьепе, тăвансемпе ирттерĕр.

Пуш, 29

1925
99
Орлов Георгий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ