Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +22.3 °C
Тиркекене тирӗк тӗпӗ лекет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ҫулҫӳрев

Тӗнчере Спектакль умӗн. Никита тунӑ сӑн
Спектакль умӗн. Никита тунӑ сӑн

Чӑваш велоҫулҫӳревҫи Никита Васильев Казахстанри Семей (маларах Семипалатинск) хулине ҫитнӗ. Область тӗп хулинче вӑл хӑйне валли культурӑллӑ кану йӗркеленӗ — Фёдор Достоевский музей-ҫурчӗпе паллашнӑ, вырӑс ҫыравҫи унта хӑйӗн ссылкине ирттернӗ.

Малалла ҫулҫӳревҫӗ вырӑнти Абай ячӗллӗ музыкӑпа драма театрне ҫитнӗ. Никита ҫырнӑ тӑрӑх вӑл спектакле пӗрремӗш хут куракан пек лекнӗ. «Эпӗ пӗр ҫул ытла Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче вӑй хутӑм. Техника пайӗпе. Хамӑн ӗҫе вара пӗрре те залран курман, чаршав хыҫӗнчен кӑна», — пӗлтерет велоҫулҫӳревҫӗ хӑйӗн кун кӗнекинче. Унсӑр пуҫне театр атмосфери унӑн кӑмӑлне питӗ килӗшни пирки палӑртать.

Асилтеретпӗр, Никита Васильев велосипедпа Шупашкартан иртнӗ 2015 ҫулхине тухнӑ. Унан планӗнче — Владивостока ҫити ҫитесси. Хӗллехи вӑхӑта вӑл Вӑтам Азинче ирттернӗ, Казахстанра, Таджикистанра, Кӑркӑсстанра, Узбекистанра пулнӑ. Велоҫулҫӳрев вӑхӑтӗнче чӑваш каччи хӑй мӗн курнипе, вырӑнти сӑнсемпе паллаштарать. Ҫывӑх вӑхӑтра унӑн Казахстанпа Раҫҫей чиккине каҫма тивӗ.

 

Персона Владимир Прокопьев тунӑ сӑн
Владимир Прокопьев тунӑ сӑн

Сергей Лукьянов Питӗртен Шупашкара ҫитнӗ. Вӑл хӑвӑрт утса 1400 ҫухрӑм парӑнтарнӑ. Сергей Лукьянов ҫапла тӗнче икӗ ҫул курса ҫӳресшӗн. Ҫула вӑл ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче тухнӑ. Шупашкара 28 кун килнӗ.

Сергей Лукьянов Шупашкара ҫитсен «Про Город» хаҫат корреспондентне интервью панӑ. Арҫын икӗ ҫулта 32 пин ҫухрӑм утасшӑн. Кунне вӑл вӑтамран 50–60 ҫухрӑм утать. Хӑй каланӑ тӑрӑх, унӑн ҫулӗ Китай, Вьетнам, Сингапур, Австрали витӗр выртӗ, унтан Кӑнтӑр тата Ҫурҫӗр Америкӑна, Африкӑна, Европӑна ҫитӗ.

58 ҫултискер хӑйӗнпе пӗрле япаласене сумкӑна кӗнӗ чухлӗ ҫеҫ илнӗ. Вӑл хӑвӑрт утассипе тахҫанах кӑсӑкланать-мӗн. Ҫак ҫулҫӳревре вӑл 1 миллион тенкӗ тӑкаклама палӑртнӑ. Хӑйӗн ҫулҫӳревне вӑл Аслӑ Ҫентерӳ 70 ҫул тултарнине халалланӑ. Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Пӗкӗлмере пулма палӑртнӑ. Халӗ вӑл Хусана ҫул тытнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/77083
 

Чӑвашлӑх Мускав турисчӗсем — музейра
Мускав турисчӗсем — музейра

Шупашкарта Чӑваш наци музейне ҫитсе курман ҫын сахал пулӗ. Ара, унта чӑвашсен йӑли-йӗркипе паллашма пулать-ҫке-ха. Музея республикӑна килекен туристсем те питӗ килӗштереҫҫӗ.

Нумаях пулмасть туристсен пӗр ушкӑнӗ Чӑваш наци музейӗн йӑла-йӗрке залӗнче пулса курнӑ. Хӑнасем Мускавран пулнӑ.

Музей ӗҫченӗсем ятарласа хатӗрленӗ сценари тӑрӑх туристсем валли интерактивлӑ мероприяти ирттернӗ. Унта вӗсем чӑвашсен тумӗсене кӑтартнӑ.

Этнографи секторӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Наталья Захарова, Ҫар мухтавӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Кристина Кокшина ятарласа хатӗрленӗ ҫуртра ӗлӗкхи чӑвашсем япала якатнине кӑтартнӑ.

Туристсене пӗркенчӗк айӗнче йӗрекен хӗр уйрӑмах килӗшнӗ. Ӑна Алина Николаева ӑслӑлӑх ӗҫченӗ выляса кӑтартнӑ. Алина Анатольевна Мускав хӑнисене чӑвашсен вӑййине — «Пиҫиххине туртмалла» — выляттарнӑ.

 

Раҫҫейре Никита Васильев тунӑ ӗҫ
Никита Васильев тунӑ ӗҫ

Чӑваш Ен каччи, велосипедпа ҫулҫӳреве тухнӑскер, ҫак кунсенче Кавказ тӑрӑхне ҫитнӗ. Унтан Беслана кайнӑ.

Никита Васильев Раҫҫейпе Грузи чикки урлӑ пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче каҫнӑ та Владикавказ тӑрӑх ҫӳреме тытӑннӑ. Никита каланӑ тӑрӑх, Ереванран Карабах таран 350 ҫухрӑм. Ҫул сӑртсем урлӑ выртать. Никита Васильев тӗнче курса ҫӳренӗ хыҫҫӑн, ҫичӗ уйӑхран, Раҫҫей ҫӗрӗ ҫине кӗнӗ.

Чӑваш каччине Владикавказри транспорт шавӗ йӑлӑхтарнӑ-мӗн. Бесланра ӑна ӑшшӑн та тарават кӗтсе илнӗ. Унта велокультура та вӑйлӑ аталаннӑ-мӗн.

Халӗ Никита Васильев Бесланра. Унтан вӑл Чӑваш Ене килме тухасшӑн.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/76511
 

Экономика

Раҫҫейӗн туроператорӗсен ассоциацийӗ чикӗ леш енне халӗ канма кайни пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртинчен 45–50 процент хаклӑрах ларнине пӗлтерет иккен. Раҫҫей ҫыннисем уйрӑмах анлӑ усӑ куракан ҫулҫӳревсем икӗ хут ӳснӗ. Египета ҫитес тесен паян 30 пине яхӑн кӑларса хумалла, Таиланда — 50 пин тенкӗ, Балине — 90 пин тенкӗ, Грецине — 35 пин тенкӗ.

Маларах асӑннӑ ассоциацин ӗҫ тӑвакан пуҫлӑхӗ Майи Ломидзе ҫӗртме уйӑхӗ тӗлне хак тата тепӗр пӗрре-виҫҫӗмӗш пай чухлӗ хӑпарать тесе шухӑшлать-мӗн. Тепӗр майлӑ каласан, чикӗ леш енне канма кайма унчченхинчен икӗ хута яхӑн хакланать.

Хак хӑпарнин тӗп сӑлтавӗ — тенкӗ хӑй хакне ҫухатса пыни. Ҫавна пулах путевка туянакансен йышӗ ҫуллахинчен 50 процент чакнӑ. Ҫуллахи тапхӑрта ют ҫӗршыва путевка туянакансен йышӗ 30–40 процент чакмалла.

 

Вӗренӳ Шупашкарти 4-мӗш гимназири ачасем — РФ Патшалӑх Думинче
Шупашкарти 4-мӗш гимназири ачасем — РФ Патшалӑх Думинче

Шупашкарти 4-мӗш гимназире вӗренекенсене Раҫҫенйӗн Патшалӑх Думине илсе кайнӑ. Курма.

Ҫулҫӳреве йӗркелеме Чӑваш Республикинчен Раҫҫейӗн Патшалӑх Думине суйланнӑ Руслан Тихонов депутат пулӑшнӑ.

Ҫӗршывӑн тӗп хулине унта халиччен пулман, аслӑ классенче вӗренекен 30 ачана илсе кайнӑ. Гимназитсене Мускав кӑтартса ҫӳренӗ, Кремле кӗрсе тухнӑ, «Мосфильм» киностудие. Ачасене Мускаври МГИМОна тата М.В. Ломоносов ячӗллӗ патшалӑх университетне те кӗртсе кӑтартнӑ. Асӑннӑ аслӑ шкулсемпе 4-мӗш гимнази килӗштерсе ӗҫлесси пирки алӑ пуснӑ.

Ачасемшӗн уйрӑмах хумхануллӑ самант Раҫҫейӗн Патшалӑх Думине ҫитни тесе пӗлтерет Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ. Руслан Тихонов депутатӑн пулӑшуҫипе Сергей Никитинпа, депутатсемпе тӗл пултарнӑ вӗсене.

 

Тӗнчере Китая 30 кунлӑха визӑсӑр кайма ирӗк панӑ
Китая 30 кунлӑха визӑсӑр кайма ирӗк панӑ

Ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнчен Раҫҫейпе Китай ансатлатнӑ виза режимӗ ҫине куҫнӑ. Енсем тунӑ килӗшӳ ӑслӑлӑхра, культурӑра ӗҫлекенсен тата спортсменсен туслӑ ҫыхӑнӑвне аталантарма пулӑшмалла.

Ӗҫ паспорчӗ пуррисем Раҫҫейрен Китая Тата Китайран Раҫҫее 30 кунлӑха нимӗнле визӑсӑрах килсе-кайса ҫӳреме пултарӗҫ. Патшалӑхсен хушшинчи проекта хутшӑнакансен вара чылай хутлӑха пырса ҫӳреме ирӗк паракан икӗ ҫуллӑх визӑсем илме юрӗ.

Аса илтеретпӗр, визӑпа ҫыхӑннӑ ҫӑмӑллӑх унччен те пулнӑ. 2012 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен тытӑнса, сӑмахран, Раҫҫей ҫыннисене Китайӑн Макао административлӑ районне 30 кунлӑха кӗме пӗр чӑрмавсӑр ирӗк панӑ. 2009 ҫулта вара Гонконг административлӑ района икӗ эрнелӗхе кайма ҫул уҫнӑ.

 

Экономика

Чӑваш Ен халӑхсем хушшинчи «Интурмаркет-2014» IX турист куравне хатӗрленет. Вӑл пуш уйӑхӗн 15–18-мӗшӗсенче «Крокус Экспо» курав центрӗнче иртӗ.

Куравра Болгари, Турци, Китай, Венгри, Египет, Итали, Испани, Греци, Норвеги, Прибалтика, Марокко, Тунис тата ытти ҫӗршыв хӑйсен экспозицисене кӑтартӗҫ. СНГ ҫулталӑкӗ пулнӑ май Казахстан, Беларуҫ, Украина, Кӑркӑстан хӑйсен стенчӗсене кӑтартӗҫ. Мальдива утравӗсем тата Австрали унта пӗрремӗш хут хутшӑнӗҫ.

Раҫҫей регионӗсем, Калининградран пуҫласа Владивосток таранах, стендсемпе тӗлӗнтерӗҫ. Федерацин Атӑлҫи округӗнчи регионсем пӗлтӗрхи пекех пӗр тӗвве пӗрлешсе «Аслӑ Атӑл» стенд хатӗрлӗҫ. Вӗсен йышӗнче — Чӑваш Ен те. Инҫет Хӗвеланӑҫ тата Ҫӗпӗр регионӗсен пӗр стенд — «Раҫҫейӗн хӗвелтухӑҫ унки».

Чӑваш Республикине яланхи пекех туроператорсем, санаторисем, турбазӑсем, хӑна ҫурчӗсем хӳтӗлӗҫ. Стенда тӗрӗсемпе сувенирсем хитрелетнисӗр пуҫне кӑҫал чӑваш наци тӗпелӗ те пулӗ. Халӑх апат-ҫимӗҫӗ — ял тата экологи туризмӗн пӗлтерӗшлӗ пайӗ. Тен, паха тутӑ туристсене илӗртме пулӑшӗ.

 

Персона Сильвия Петрова, талисман авторӗ
Сильвия Петрова, талисман авторӗ

Хӗллехи XXII Олимп вӑййисен талисманне — мулкача — ӳкерекен Сильвия Петрова нумай пулмасть Сочирен таврӑннӑ — вӑл унта вӑйӑ уҫӑлнине халалланӑ уява хутшӑннӑ. Хальхи вӑхӑтра И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн журналистика факультетӗнче пӗлӳ пухакан хӗр ҫулҫурев пирки «Ҫамрӑксен хаҫатне» каласа панӑ.

Сильвия Петровӑна олимп вӑййине уҫнӑ уяв кӑмӑлне кайнӑ, унашкал илемлӗ уява нихӑҫан та курманни пирки пӗлтернӗ. Хӑйне вӑл юмах тӗнчине лекнӗн туйнӑ, чылай япаларан тӗлӗннӗ. Сцена ҫине хӑй ӳкернӗ мулкач йӗлтӗрпе тухсан Сильвия чунран савӑннӑ. Унӑн талисманӗ тӗнче историне кӗрсе юлнӑшӑн вӑл питӗ хӗпӗртет иккен.

Сӑмах май хаҫат Ҫӗнӗ ҫул умӗн Сильвия Чӑваш патшалӑх университечӗн чӳречисем ҫине Олимп вӑййисен талисманӗсене ӳкерни пирки те каласа парать.

 

Хулара

Нарӑсӑн 13-мӗшӗнче «Контактра» халӑх тетелӗнче «Юрлакан ҫӗршыв» проектӑн иккӗмӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. Авторӗ — Чуллӑ Ҫыр хулинче ҫуралнӑ Руслан Киселев. Вӑл — фотограф, фотокорреспондент.

«Юрлакан ҫӗршыв» проектӑн иккӗмӗш кӑларӑмӗн геройӗ Чӑваш Ен пулса тӑнӑ. Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче Руслан Шупашкара килнӗ, хулара пурӑнакан чи хастар ҫынсене икӗ кун ӳкернӗ. Проект авторӗ ентешӗмӗрсене «Когда мои друзья со мной» (чӑв. Тусӑмсемпе пӗрле чух) савӑнӑҫлӑ юрра шӑрантарма сӗннӗ.

— Чӑннипе, тӗрлӗ халӑха танлаштарма ҫӑмӑл мар, — тенӗ Руслан. — Хулари кашни халӑха манпа юнашар пулнӑ ушкӑн тӑрӑх сӑнатӑп. Проекта пӗччен нихӑҫан та ӳкерместӗп. Ҫын патне камерӑпа тата штативпа пырсан, юрлама ыйтсан вӑл хутшӑнасшӑн мар. Эсӗ ушкӑнпа пӗрле пулсан ҫак ӗҫе пурнӑҫлама ҫӑмӑлрах, ҫынсем те шикленмеҫҫӗ. Анчах яланах мар. Кашнин хӑйӗн пӑтӑрмахӗ, ыйтӑвӗ. Ҫын кӑмӑлӗнчен те нумай килет. Шупашкарта мана Валерий Яичников, Павел Архипов, Елена Загорская пулӑшрӗҫ.

Руслан Киселев Шупашкарта 2007 ҫулта пӗрремӗш хут пулнӑ. Вӑл ун чухне кунта теплоходпа ҫулҫӳревре пулнӑ. Руслан ултӑ ҫултан кунта проект ӳкерме таврӑннӑ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/68923
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4], 5
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Укçа-тенкĕ енчен ку эрнере хавшакрах. Укçана перекетлĕр. Харпăр тата професси хутшăнăвĕсенче йывăрлăхсем пур. Тен, юратнă япала çухалĕ. Эрне вĕçнелле йăлтах йĕркеленĕ. Ырă çынсем пулăшнипе çухалнă япалана тупаятăр. Юратнă çынпа хутшăну лайăхланĕ. Эсир ăна пуринчен ытла шанатăр. Юратнă çын çакна тивĕçлĕ пулинех.

Ака, 19

1936
88
Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
1957
67
Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть