Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Ултавпа инҫе каяймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: хӑтлӑх

Ял пурнӑҫӗ

Чӑваш Енре чи хӑтлӑ кил хуҫалӑхӗсене палӑртнӑ. Ку конкурс 10-мӗш ҫул иртет. Ҫак тапхӑрта пӗчӗк ялсем те илемленме тытӑннӑ. Конкурса хутшӑнакансен йышӗ ҫулсерен ӳсет. Хальхинче 70-ӗн хутшӑнма кӑмӑл тунӑ.

Ҫӗнтерӳҫӗсене пилӗк номинацире палӑртнӑ. Жюрин конкурс ӗҫӗсене пӑхса тухнисӗр пуҫне кил хуҫалӑхӗсене ҫитме тивнӗ. Социаллӑ тытӑмри учрежденисен хушшинче Куславккари «Атӑл» вӑй-хал культурипе спорт комплексӗ ҫӗнтернӗ. Вӑрмар районӗнчи Кивӗ Вӑрмарта пурӑнакан Еньковсен килӗнче чи нумай чечек ӳсет-мӗн.

Урамсен хушшинче Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫри Шкул урамне чи хӑтли тесе палӑртнӑ. Канаш районӗнчи Николаевсен кил хуҫалӑхне чи илемлисен йышне кӗртнӗ.

Конкурс ҫӗнтерӳҫисемпе призерӗсене укҫан хавхалантарӗҫ. Кӑҫал вӗсем пӗр-пӗрин хушшинче 583 пине яхӑн тенке пайлӗҫ.

 

Ял пурнӑҫӗ

Вӑрнар районӗнчи Кольцовка шкулӗнчи спортзал валли душ кабинисем лартса хума пулать-ши тесе ыйтнӑ асӑннӑ вӗренӳ учрежденийӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшакан Н.Н. Иванова.

Анчах кӑҫал ниепле те май килмӗ. Мӗншӗн тесен ҫулталӑклӑх хыснана унчченхи ҫул вӗҫленичченех йышӑнаҫҫӗ-ҫке. Кӑҫалхине вӑрнарсем иртнӗ ҫулхи раштавӑн 11-мӗшӗнче йышӑннӑ. Унта вара кун пек статьяна пӑхса хӑварман. «Пӑхса хӑварман тӑкаксем валли укҫа уйӑрма хальхи вӑхӑтра май ҫук», — хуравланӑ Вӑрнар район администрацийӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин пайӗн пуҫлӑхӗ Н.Н. Иванов. «Учреждени ытти тӑкака перекетлесен кӑна душ кабини лартма май килӗ», — хушса хунӑ вӑл.

 

Республикӑра Йышӑнӑва пынӑ хӗрарӑмсенчен пӗри
Йышӑнӑва пынӑ хӗрарӑмсенчен пӗри

Ҫак уйӑхӑн вӗҫӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ каллех ҫынсене йышӑннӑ. Хальхинче ун патне пиллӗкӗн пынӑ. Кашнин — хӑйӗн ыйтӑвӗ.

Ирина Трифонова ятлӑ хӗрарӑм Шупашкарти Граждан урамӗнчи 58-мӗш ҫуртӑн 2-мӗш корпусӗ адрепса вырнаҫнӑ нумай хваттерлӗ ҫуртра тӳпене кӗрсе хваттер тума тытӑннӑ. Анчах, вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫурта хута ярас вӑхӑт вӗҫӗм тӑсӑлса пырать: малтан пӗр вӑхӑт каланӑ, каярах — тепӗр. Хӗрарӑм ҫӗкленӗ ыйтӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ тӗрӗслесе тӑма шантарнӑ. Хӑй енчен вара вӑл ҫынсен хӑйсен те тимлӗрех пулмаллине палӑртнӑ. Юридици вӑйӗллӗ хутсене алӑ пусиччен ҫиччӗ виҫсе пӗрре касмалла тенине пӗлтерет-ха ӗнтӗ вӑл.

Ольга Алексеева вара Патшалӑхӑн ҫурт-йӗр фондӗнчи коммерци меслечӗпе усӑ курмалли хваттере черетсӗр пама ыйтнӑ. Элтепер тишкернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм ҫемйин апла илме май пур. Ыйтӑва татма республика пуҫлӑхӗ Строймин ертӳҫине Олег Маркова тата Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхне Алексей Ладыкова хушнӑ.

Анастасия Смирнова Элтепер патне сусӑр ачана ятарлӑ пахчана ярас ыйтупа ҫитнӗ, Елена Кувшинова та сусӑр ачана пахчана вырнаҫтарасшӑн.

Шупашкар районӗнчи Атайкассинче пурӑнакан Светлана Яруткина ял урамӗсене хӑтлӑх кӗртесшӗн.

Малалла...

 

Ял пурнӑҫӗ

Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫ ял тӑрӑхӗнчи ача-пӑча паркне хунарсем ҫутатма тытӑнӗҫ. Ҫӗрле ҫутатма унта ҫутӑ диодлӑ прожектор вырнаҫтарӗҫ.

Хальхи вӑхӑтра ҫак ӗҫсене тытӑннӑ ӗнтӗ. Паркра пурӗ 6 хунар пулмалла. Тӗттӗмленсен вӗсем никам ҫутмасӑрах хӑйсем тӗллӗн ӗҫлесе кайӗҫ. Малтанласа вӑхӑтне лартса хумалла ҫеҫ.

Кашни хунарах ҫутта перекетлӗ пӗтерекен лампӑпа тивӗҫтермелле. Плафонсене пӗлтӗрех туянса хунӑ. Ун валли вӗсене республикӑри чи хӑтлӑ ялсен конкурсне хутшӑнни пулӑшнӑ. Унта кивӗ эйпеҫсем урамсене симӗслетес тата хӑтлӑх кӳрес тата кану кӗтесӗсене чечек акса-лартас номинацисемпе хутшӑннӑ.

 

Вӑрнар поселокне хӑтлӑх кӗртесси малалла пырать. Паян кӑна унти Комсомольски урамӗнне вак чулпа витсе пӗтернӗ. Унччен вара йӗпе-сапара вӑл урампа тухса пӗтесси чӗр нуша пулнӑ иккен. Халӗ тӳрех машинӑсем каллӗ-маллӗ хутлама тытӑннӑ.

Урама вак чул сарма Вӑрнар поселокӗн хыснинчен ҫур миллиона яхӑн уйӑрнӑ. Тӗрӗсрех — 452,3 пин тенкӗ. Ӗҫе пурнӑҫлама аукционта подрядчик мелӗпе тивӗҫнӗ строительство предприятийӗ ӑна хӑвӑрт кӑна — уйӑх та кӗттермен — туса пӗтернӗ.

Паллах, ку ҫул йывӑр тиенӗ машшинсем валли мар, ҫавӑнпа та вӗсене ҫул ҫине кӗртессинчен сыхласси — асӑннӑ урамра пурӑнакансен тивӗҫӗ тесе палӑртать район администрацийӗ.

 

Шупашкар хула администрацийӗ ҫулсерен суту-илӳ павильонӗсемпе киоскӗсене ҫӗнӗ сӑн кӗртессипе ҫанӑ тавӑрсах ӗҫлет. Кӑҫал та хула мэри ӗҫченӗсем тӗрӗслев ӗҫӗсем ирттерсе юрӑхсӑр, кивӗлнӗ сӑн ҫапнӑ объектсене палӑртнӑ.

— Шупашкар хула администрацийӗ чӗретлӗ инвентаризаци вӑхӑтӗнче киоск, суту-илӳ павильонсен хуҫисене хӑйсен объекчӗсене ҫитес вӑхӑтра тивӗҫле сӑн кӗртмелли ҫинчен асӑрхаттарнӑ, — пӗлтереҫҫӗ Шупашкар администрацийӗн пресс службийӗнче.

Хула мэри те кӑҫал киосксен ҫур пайӗ улшӑнасса палӑртать.

— Юпа уйӑхӗн 1-мӗшччен тата тепӗр 10 павильонӑн тулаш питне ҫӗнӗ сӑн кӗртме планланӑ. Шупашкар администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хушнипе хула ҫыннисемпе, хӑнисене яланах илӗртсе тӑма республика тӗп хулинче тасалӑхпа илем кӳрессипе пысӑк та пӗлтерӗшлӗ ӗҫсем пурнӑҫланаҫҫӗ.

Иртнӗ эрнере хулари 10 оъекта реконструкциленӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/63853.html
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2024 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ наянланма юрамасть - пурнӑҫлама палӑртнинчен чылайӑшӗ парӑнӗ. Теветкелленме, килӗшӳсем алӑ пусма, хака хӑпартма, йышӑну хӑвӑрт тума ан хӑрӑр. Сывлӑх пирки те манмалла мар: эрех-сӑрапа, сиенлӗ ытти йӑлапа ан айкашӑр. Чӗрене упрӑр, юн пусӑмне тӗрӗслӗр.

Ака, 24

1937
87
Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ.
1942
82
Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ.
2014
10
Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть