Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Ӗҫ ҫӗклет, ӳркев ӳкерет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: футбол

Ваттисем те ҫамрӑксенчен нимпе те кая мара. Ҫакна иртнӗ кунсенче Сархурӑн ялӗн аслӑрах йышӗ ҫирӗплетсе панӑ.

Ҫурлан 15-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи асӑннӑ ялти ватӑсемпе ҫамрӑксем хушшинче мини-футбол вӑййипе матч иртнӗ. Ҫамрӑксен ушкӑнне 25 ҫулчченхи яшсем кӗнӗ, ватӑсем шутӗнче вара — 25 ҫултан аслӑрах ҫулхисем. Сӑмах май, чи аслӑ хутшӑнакан 61 ҫулта пулнӑ.

Матч самай хӗрӳллӗ иртнӗ. Пӗтӗмлетӳ тӑрӑх 8:1 кӑтартупа «Ватӑсем» ушкӑн ҫӗнтернӗ. Мечӗке хӑвалакансене пурне те асӑнмалӑх парнесемпе тивӗҫтернӗ.

 

Налук пухассипе пуль тетӗр-и? Ӑна-кӑна калама пултараймастӑп, мӗншӗн тесен сӑмахӑм асӑннӑ служба ӗҫченӗсем спартакиадӑра ҫӗнтерни пирки пырать.

Федерацин Атӑлҫи округӗнчи регионсем хушшинчи ӑмӑртӑвне 13 ушкӑн пухӑннӑ. Спартакиада ҫак уйӑхӑн 9-10-мӗшӗсенче Чулхулара иртнӗ. Спортсмена ҫаврӑннӑ налукҫӑсен пӗчӗк футбол, волейбол, сӗтелҫи теннис тата бадминтон енӗпе тупӑшма тивнӗ. Чӑваш Енӗн ушкӑнӗ тивӗҫлипе ӑмӑртса пӑхӑр медале ҫӗнсе илнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.r21.nalog.ru/ns/4202573/
 

Паян, ҫӗртмен 29-мӗшӗнче, XXIV Раҫҫей Олимп кунне халаласа Вӑрмар посёлокӗнче тӗрлӗ спорт ӑмӑртӑвӗсем иртрӗҫ. Унсӑр пуҫне тата Олимп кунӗн темипа асфальт ҫинче ӳкерӳ конкурсне ирттернӗ. Мини-футбол, урам баскетболӗ — тӗрлӗ тӗслӗ спорт ӑмӑртӑвӗсем иртнӗ. Унсӑр пуҫне «Илем» ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулӗн ҫуртӗнче дартс вӑййипе, сӗтелҫи тенниспа, шывра ишессипе ӑмӑртусем иртнӗ. Ҫакӑнтах «Шыври хаваслӑ стартсем» те пулнӑ.

Спорт уявӗ «Урмары» ФК — «Локомотив» (Канаш) футбол командисем вӑй виҫнипе вӗҫленнӗ. Кам ҫӗнтерни паллӑ мар-ха.

 

КӐР
31

Ҫӗмӗрле ҫыннисем
 Володя | 31.01.2012 13:50 |

Башкиров Сергей Геннадьевич
Башкиров Сергей Геннадьевич

Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнче паллӑ ҫын сахал мар. Тӗслехрен, СССР чемпионӗ Башкиров Сергей.

Унӑн чаплӑ ҫулӗ Ҫӗмӗрлери «Звезда» (чӑв. «Ҫӑлтӑр») ҫамрӑксен футбол клубӗнчен пуҫланнӑ. Кайран вӑл Шупашкарти «Сталь»-ре выллянӑ. 1979 ҫулта Сергей Мускаври «Спартакран» Ташкентри «Пахтакора» куҫнӑ, авиакатастрофа хыҫҫӑн 1984 ҫулта Башкиров Днепрпетровскри «Днепр» командӑра вылляма тытӑннӑ. Ҫак командара вара Сергейӑн пултаруллӑхӗ пӗтӗмпех уҫӑлса палӑрнӑ. 1984 тата 1985 ҫулсенче «пӑхар», 1987 ҫулта — «кӗмӗл», 1988 ҫулта «ылтӑн» медальсем ҫӗнсе илме пултарнӑ. Сергей СССР чемпионӗ пулса тӑнӑ. 1989 ҫулта унӑн «Днепрӗ» СССР Кубокне ҫӗнсе илнӗ.

Совет ҫӗршывӗ салансан Сергей Башкиров Европӑри футбол командисенче выллянӑ: Польшӑра тата Германире. Анчах хамӑр ҫӗршыври евӗр ҫитӗнӳсем урӑх тӑвайман. Ҫапах та пирӗн ентеш тӗнчери чи лайӑх футболистсем хушшинче 33-мӗш вырӑн йышӑнать. 1997 ҫултан пуҫласа Башкиров Сергей Леонидович «Металлург», «Слован», «Кривбасс» командисен тренӗре.

Малалла...

 

Анаткас Уҫырмасем Сухайкасси ушкӑнӗпе тупӑшаҫҫӗ
Анаткас Уҫырмасем Сухайкасси ушкӑнӗпе тупӑшаҫҫӗ

Ӗнер, ҫӗртмен 29-мӗшӗнче, Анаткас Уҫырма халӑхӗ ҫӑлкуҫ патне каякан ҫула юсани усӑллӑ та пархатарлӑ пулчӗ пулсан, тепӗр ӗҫ ӑнӑҫмарӗ вара вӗсен. Виҫӗмкун вырӑнти «Агат» футбол ушкӑнӗ Атнаш ял тӑрӑхӗсенисемпе тӗл пулмалла пулнӑ. Шел те, «Кировец» ушкӑн хӑнасене кӗтсе илме пултарайман, вӑйӑ лаптӑкне те тухайман. Анаткас Уҫырмасем вара, чылай вӑхӑт кӗтне хыҫҫӑн, киле таврӑнма тивнӗ.

Канаш районӗн футбол чемпионачӗ малалла тӑсӑлать — Атнаш ялӗн ушканӗ малти вырӑна тухасси питӗ шикленӳллӗ вара.

 

Куславкка районӗнчи Минкӗшре пысӑк футбол уявӗ иртрӗ — ялти командӑна йӗркеленӗренпе 50 ҫул ҫитнӗ-ҫке!

Ҫак паллӑ куна уявлама ял халӑхӗ лайӑх хатӗрленнӗ — хӑйсемех футбол площадкине юсарӗҫ, хитре календарь кӑларчӗҫ, уява пӗлтерекен баннер туса ҫакрӗҫ. Уява ирттерме уйрӑмах Ю. Именнов, А. Баранов, А. Садовников, М. Мясников, Ю. Казаков, С. Ригов тата ыттисем пулӑшрӗҫ.

Кӑнтӑрла тӗлне футбол тӳремне халӑх пухӑна пуҫларӗ. Уява килнӗскерсем Минкӗшри футбол музейпе те кӗрсе паллашрӗҫ.

Каҫ еннелле Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ А.Разумов, Чӑваш Енӗн футбол федерацийӗн председатель ҫумӗ Ю. Зорин, паллӑ телекоментатор В.Ильин ҫитрӗҫ. Уява чаплӑн уҫса вӗсем ял халӑхне саламларӗҫ, ятарласа хатӗрленӗ парнесем пачӗҫ.

Уяв икӗ вӑйӑпа вӗҫленчӗ — Минкӗшри футболҫӑсем Куславкка районӗнчи ялсен пӗрлӗхи командипе тупӑшрӗҫ. Вӗсен вӑййи 5:1 счетпа вӗҫленчӗ — Минкӗшсем ҫӗнтерчӗҫ. Ялти аслӑ ҫулсенчисем ытти ял тӑрӑхӗсенчисемпе вылярӗҫ. Хӑнасем ҫӗнтереймерӗҫ, 4:0 счетпа выляса ячӗҫ.

 

Ҫӗртмен 26-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Молодежный посёлокӗн стадионӗнче Ҫамрӑксен кунне халаланӑ футбол ӑмӑртӑвӗ иртрӗ. Турнира Михайловка, Тутар Кӑнаш ялӗнчи тата Молодежный посёлокӗн ачисем хутшӑнчӗҫ. Ачасем мечӗке хӑвалани хыҫҫӑн пӑхма ҫывӑхри ял ҫыннисем те нумайӑн пӑхӑнчӗҫ.

Пӗрремӗш вырӑна Тутар Кӑнаш ачисем тухрӗҫ. Ку вырӑна лекмешкӗн вӗсен самай тӑрӑшма тиврӗ. Иккӗмӗш вырӑн Михайловка ачисене лекрӗ, виҫҫӗмӗшӗ — Молодежный посёлокрисене.

Кашни ушкӑна хисеп хучӗпе укҫаллӑ парне лекрӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Ҫӗртмен 20-мӗшӗнче Лапсар ял тӑрӑхӗнче «Акатуй» иртрӗ. Ку тӑрӑха тӑхӑр ял кӗрет — Лапсар, Асакасси, Вӑрманкас, Карачура, Ойкасси, Ҫатракасси, Ҫӗньял, Хӗрлӗ Ҫыр, Чӑркаш. Ҫанталӑкӗ уҫӑрах тӑчӗ пулин те Ҫатракасси ялӗн ҫӳмӗнче вырнаҫ шкул стадионне халӑх самаях пухӑнчӗ. Тен ытларах та пухӑнӗччӗ пулӗ те — хӑш-пӗр ҫынсене ял ӗҫӗ уява ямарӗ пулас: уттине те типӗтмелле, ҫӗрулмине те купаламалла, канмалли кунра ҫурт-йӗре юсас ӗҫсене те туса пымалла.

 

Уява халӑх пултарулӑх ушкӑнӗсем уҫрӗҫ — Вӑрманкас клубӗнчи «Парне», тата кӑнтӑр поҫёлокӗнчи «Шевле» ушкӑнсем. «Акатуя» ертсе пыраканӗ Варманкасри фольклор ҫурчӗн ертӳҫи Маргарита Анатольевна Владимирова пулчӗ.

Уйкассинчи Ильина Нина Ефремовнӑпа Сайкова Лариса, Ҫатра-Лапсар шкулӗнче вӗренекен хӗр пӗрчисем, Ҫеньялти Фёдорова Ксения Анатольевна та хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарчӗҫ.

Малалла...

 

Чӑваш Енри ҫула ҫитнӗ ушкӑнсем хушшинчи футбол ӑмӑртӑвӗн черетлӗ тапхӑрӗ пырать. Нумай пулмасть Вӑрмар посёлокӗн тӗп стадионӗнче «Вӑрмарпа» (Вӑрмар п.) «Водник» (Сӗнтӗрвӑрри х.) футбол ушкӑнӗсем тупӑшрӗҫ.

Вӑрмарсем хӑйсен ӑсталӑхне лайӑхрах кӑтартрӗҫ — вӑйӑ 6:1 счётпа вӗҫленчӗ. 3 вӑйӑ ирттернӗ хыҫҫӑн Вӑрмарсен 9 очко пухӑннӑ, ҫавна май вӗсем хӑйсен ушкӑнӗнче чи вӑйлисем шутне кӗреҫҫӗ.

Тепӗр тапхӑр ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ хулинче иртӗ. Унта вӗсем вырӑнти «Ҫӗрпӳ» ятлӑ футбол ушкӑнӗпе тӗл пулӗҫ.

Пурне те ӑнӑҫу сунатпӑр!

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Ҫитес канмалли кунсенче Сентӗрвӑрри районӗнчи Пӗчченхыр ялӗнче футбол турнирӗ иртӗ. Пӗчченхыр ялӗнчи футбол ушкӑнӗн капитанӗ юнашар ялти ҫарӑксене юлташла матча чӗннӗ. Ҫапла вара Пӗчченхыр ялте Маклашкипе Кукашни ялӗнчи футбол ушкӑнӗсем пухӑнса ӑмӑрту ирттерӗҫ.

Килме пултаракансене пурне те ҫак ӑмӑртӑва чӗнетпӗр!

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2024 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ наянланма юрамасть - пурнӑҫлама палӑртнинчен чылайӑшӗ парӑнӗ. Теветкелленме, килӗшӳсем алӑ пусма, хака хӑпартма, йышӑну хӑвӑрт тума ан хӑрӑр. Сывлӑх пирки те манмалла мар: эрех-сӑрапа, сиенлӗ ытти йӑлапа ан айкашӑр. Чӗрене упрӑр, юн пусӑмне тӗрӗслӗр.

Ака, 24

1937
87
Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ.
1942
82
Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ.
2014
10
Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть