Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Ҫын валли шӑтӑк ан алт, хӑвах кӗрсе ӳкӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: премьерӑсем

Культура

Ӗнер Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче премьера пулнӑ. Хальхинче Арсений Тарасовӑн «Мунча кунне» лартнӑ. Тӳрех каласа хӑварам — тӗрлӗ сӑлтава пула ӗнер ҫитсе курайманнисем паян кайма пултараҫҫӗ: репертуара ӑна икӗ кун умлӑ-хыҫлӑ кӗртнӗ.

Асӑннӑ театрпа унӑн кураканӗсемшӗн асӑннӑ автор ячӗ ҫӗнӗ мар. Пытармасӑр каласан, Арсений Тарасов писатель-журналистӑн пьеси тӑрӑх лартнӑ «Инҫет телей ҫути» драмӑна кайса курнӑ хыҫҫӑн 11 ҫулти ывӑлӑм чӑваш театрне юратса пӑрахнӑччӗ те ҫавӑнтанпа пӗр спектакле сиктерми пулнӑччӗ. Сӑмах май, 2003 ҫулта «Инҫет телей ҫути» Раҫҫей Федерацийӗн литературӑпа ӳнер енӗпе патшалӑх премине тивӗҫнӗччӗ. Шел те, тӗлӗнмелле тарӑн шухӑшлӑ ҫав спектакль паян — репертуартан кӑларнисен шутӗнче (нимӗн те тӑваймӑн, 2001 ҫулта лартнӑскерӗн театрти ӗмӗрӗ иртнӗ пуль ҫав ӗнтӗ…) Каярах Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ Арсений Тарасовпа Ольга Туркай ҫырнӑ «Вӗҫсе иртеҫҫӗ кайӑксем» спектакле, 2009 ҫулта авторӑн тата тепӗр хайлавӗ тӑрӑх «Салтак шӑпи» спектакле лартрӗ.

Хальхи те драма.

Малалла...

 

Культура

Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче шӑматкун тата тепӗр премьера лартрӗҫ. Вырӑс классикине сцена ҫине лартма театр Раҫҫей Культура министерствин 300 пин тенкӗ укҫине выляса илни пирки маларах эпир пӗлтернӗччӗ.

Тупрана театр «Лир патша» тата «Кураж инкепе унӑн ачисем» хайлавсене лартма уйӑрнӑ. Вӗсенчен пӗри, «Лир патша» ҫамрӑксен театрӗнче кӑҫалхи ҫӗнӗ сезона уҫрӗ. Ик кун каялла «Кураж инкепе унӑн ачисене» куракан патне ҫитерчӗҫ. Ҫирӗп кӑмӑллӑ хӗрарӑм рольне Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисткине Ирина Архипована шанса панӑ. «Пурнӑҫра вӑйлӑ хӗрарӑм тесе шутламастӑп эп хама. Ытла та ҫепӗҫ кӑмӑллӑ, ытлашши чунлӑ хӗрарӑм эпӗ тесе шухӑшлатӑп. Кураж инке вара – вӑйлӑ хӗрарӑм. Унӑн кашни утӑмӗ — шутласа тунӑ утӑм. Вӑл ачисемпе те ахальтен кӑна уйрӑлмасть», — тет актриса.

Премьера 30 ҫул пынӑ вӑрҫӑ ҫинчен. Юрӗ, содержание каласа памӑпӑр. Хӑвӑр кайса курса хаклӑр.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.ntrk21.ru/video.aspx?id=8770
 

Культура

Ӗнер Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче «Ватӑ хурӑн историйӗ» премьера кӑтартнӑ. Ӑна Серби режиссёрӗ Амела Вученович лартасси пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Пуканесен художникӗ те кунти художник мар — Тольяттинчен килнӗ Елена Бабкина. Композиторӗ вара хамӑр патриех — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Андрей Галкин.

«Мана сирӗн актёрсемпе тата «лартакан цехсемпе» ӗҫлеме кӑмӑллӑ пулчӗ», — тенӗ Амела Вученович. Спектакльте Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ Петр Клементьев, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Алевтина Тимофеева, Юлия Мельник, Светлана Кокшина, ҫавӑн пекех Алина Каликова, Людмила Казимир, Станислав Крылов, Дмитрий Львов выляҫҫӗ.

 

ЮПА
17

Сутӑн илнӗ чыс
 Вера Эверкки | 17.10.2013 23:31 |

Культура

Паян Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Анатолий Хмыт пьесипе лартнӑ «Сутӑн илнӗ чыс» ҫӗнӗ спектакль кӑтартрӗҫ. Ӑна чӑваш халӑх артисчӗ Иван Иванов лартнӑ. Сценине илемлетессишӗн чӑваш халӑх художникӗ Юрий Матросов тӑрӑшнӑ.

Пьеса авторӗ пирки каласан, вӑл Тутар Республикинче ҫуралнӑ чӑваш. Хальхи вӑхӑтра вӑл Шупашкарти шкулсенчен пӗринче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентет. Хӑй вӑхӑтӗнче Чӑваш телевиденийӗнче ача-пӑча кӑларӑмӗсен редакторӗнче тӑрӑшнӑ. Ҫар тивӗҫне унӑн Афганистанра пурнӑҫлама тивнӗ. Тен, ҫавӑнпа та пулӗ вӑл Афганистан темине суйласа илнӗ. Пӗр енчен, ун чухнехи самана чылай хыҫа юлнине кура вӑл хальхи вӑхӑтшӑн ҫивӗч мар пек те туйӑнӗ. Пытармастӑп, спектаклӗн пӗрремӗш пайне пӑхнӑ чух ҫавӑн пек туйӑм хамӑн та хуҫаланчӗ. Иккӗмӗш пайӗ вара, ӗҫ-пуҫ хальхи чӑваш ялӗнче пулса иртнӗ вӑхӑт, чуна уйрӑмах тивет. Пьесӑн тӗп шухӑшӗ ятӗнченех паллӑ — мул мала тухса тӑнӑ самантра пурнӑҫри ытти хаклав чакни.

Спектакльте тӗрлӗ ӑрури артистсем вылярӗҫ. Ҫав шутра СССР халӑх артистки Вера Кузьмина та пулчӗ.

Малалла...

 

Пӗрремӗш хут чӑваш чӗлхи ҫине Уильем Шекспирӑн чи паллӑ хайлавсенчен пӗрине — «Лир патши» трагедине чӑвашла куҫарнӑ. Шӑматкун, авӑнӑн 20-мӗшӗнче, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗнче спектакльӗн премьери иртнӗ. Ӑна ултӑ уйӑх хушши хатӗрленӗ пулнӑ иккен.

Тӗнчипе паллӑ ҫыравҫӑн хайлавне чӑвашла республикӑри паллӑ драматург, журналист Владислав Николаев куҫарнӑ. Спектакльне вара Станислав Васильев режиссёр лартнӑ пулнӑ.

— «Лир патши» пур театрта — пысӑк ҫитенӳ. Спектакльте республикӑри тава тивӗҫлӗ артистсемпе пӗрле ҫамрӑккисем те хӑйсен рольне тупнӑ. Тум-юмсемпе декорацисем усӑ курса эпӗ спектакльте пулса иртекен ӗҫе-хӗле паянхи вӑхӑтпа тачӑ ҫыхӑнтарма тӑрӑшрӑм, — каласа парать спектакль режиссёрӗ.

Иртнӗ ӗмӗрсенче ҫырнӑ трагеди хӑйӗн кӑткӑслӑхне паянхи кун та ҫухатман. Спектакльте ачасемпе ашшӗ-амӑшӗсем хушшинчи ӑнланусӑрлӑх, патшалӑх пайланӑвӗ, шанчӑклӑхпа сутӑнчӑклӑх тата ытти пирӗн обществӑри ыйтусене хускатнӑ.

Уильем Шекспирӑн хайлавне чӑвашла куҫарса, сцена ҫинче лартни республикӑшӑн пысӑк ҫитӗнӳ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/65629
 

Ыран Чӑваш патшалӑх академии драма театрӗ совет писателӗн Иван Стаднюкӑн пьесипе лартнӑ «Юратупа кавӑн» спектакле чӗнет. Ӑна кӑҫал Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ пулса тӑнӑн Валерий Карпов лартнӑ. Художникӗ — СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев.

Камитри ӗҫсем иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсенче Украинӑри пӗр ялта пулса иртеҫҫӗ иккен. Спектакльти харкамҫӑн салтака кайма ят тухсан савнӑ хӗрне ҫухатасран ялти мӗнпур каччӑна кавӑн валеҫсе тухать. Унти йӑлапа ҫак ҫимӗҫ ҫураҫма килмелле мар тенине пӗлтернӗ иккен. Анчах кавӑнӑн усси пулать-и-ха? Кӑна спектакле кайса курсан пӗлме май килӗ. Ҫавӑнпа та ан ӳркенӗр, ҫитсе килӗр.

Сӑмах май, кӗҫнерникун та театрта спектакль кӑтартӗҫ. Ун чух «Килех килчӗ Тур ҫырни» курма май килӗ.

 

Камитри самант
Камитри самант

Пушӑн 10-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ҫӗнӗ спектакль премьери пулчӗ — Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ Андриян Павлов режиссёр пулса ҫур ӗмӗр каялла Петр Осипов ҫырнӑ камичӗ тӑрӑх «Икӗ каччӑн пӗр шухӑш» спектакль лартрӗ. Сцена илемне хатӗрлекенӗ — Чӑваш Ен халӑх художникӗ Юрий Матросов, ташӑсене лартаканӗ — Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Анатолий Музыкантов.

Каласа хӑварас пулать — спектакль паянхи кун та хӑйӗн ҫивӗчлӗхне ҫухатман: юратупа ҫемье, пуянлӑхпа чухӑнлӑх, туслӑхпа ултав теми яланах актуаллӑ. Артистсем те хӑйсен сӑнарӗсене лайӑх вылярӗҫ — халӑх тӑвӑллӑ алӑ ҫупса хакларӗ. Уйрӑмах А. Степанов выляни куракансен кӑмалне кайрӗ — Эрех Ваҫҫи сӑнарӗпе вӑл халӑха култарма та пултарчӗ, шухӑша яма та.

Виҫӗмкун «Икӗ каччӑн пӗр шухӑш» камите курма май килмерӗ пулсан театр сцени ҫинче ӑна тепӗр хут пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче лартӗҫ. Билет туянма, тӑванӑрсене пӗрле чӗнме ан манӑр!

Малалла...

 

Паян, ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче В.Катаев ҫырнӑ «Ӑнсӑртран авлансан» (Квадратура круга) спектакль премьери пулӗ. Режиссёрӗ — Александра Федина (вӑл паллӑ вырӑс режисёрӗн, Раҫҫей халӑх артисчӗн, Леонид Хейфецӑн веренекенӗ).

Спектакльти рольсене театрӑн ҫӑмрӑк артисчӗсем выляҫҫӗ. Ҫавӑн пекех Геннадий Большакова, Владимир Семёнова, Светлана Андреевӑна курма пулать.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Укçа-тенкĕ енчен ку эрнере хавшакрах. Укçана перекетлĕр. Харпăр тата професси хутшăнăвĕсенче йывăрлăхсем пур. Тен, юратнă япала çухалĕ. Эрне вĕçнелле йăлтах йĕркеленĕ. Ырă çынсем пулăшнипе çухалнă япалана тупаятăр. Юратнă çынпа хутшăну лайăхланĕ. Эсир ăна пуринчен ытла шанатăр. Юратнă çын çакна тивĕçлĕ пулинех.

Ака, 19

1936
88
Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
1957
67
Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ