Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Ултавпа инҫе каяймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: кӳлепесем

Тӗнчере Ленин кӳлепи
Ленин кӳлепи

Беларуҫ Республикинчи Краково хулинчи Рональд Рейган (Ҫӗнӗ Гута) Тӗп тӳремӗнче пролетариат ертӳҫине Владимир Ленина халалланӑ фонтан-палӑк уҫнӑ.

Пӗчӗк кӑна кӳлепене «Пуласлӑх фонтанӗ» тесе ят панӑ иккен. Вӑл сарӑрах тӗслӗ. Унччен пулман фонтана тӗрлӗрен хаклакансем тупӑннӑ. Хӑшӗсем Ленин «патша ҫуран ҫӳрекен вырӑнти евӗр» тӑнине (пролетариат ертӳҫине скульптура ҫапла кӑларса тӑратнӑ) шӳт вырӑнне хурса лӑпкӑн йышӑннӑ. Анчах Октябрьти революци ертӳҫинчен тӑрӑхлаҫҫӗ тесе чылайӑшӗ тарӑхнӑ иккен. Ун пек палӑк валли хулара вырӑн ҫук текенсем те пулнӑ имӗш.

Палӑка ҫӗртмен 9-мӗшӗнче вырнаҫтарнӑ. Рейган лапамӗнче темиҫе кун тӑнӑ хыҫҫӑн скульптурӑна Лазьня-Нова театр картишне куҫарса кайӗҫ.

Ҫӗнӗ Гута районне 1951 ҫулта туса пӗтернӗ. Совет влаҫӗ ӑна Краковӑн пролетариат районӗ пулать тесе шухӑшланӑ. 1989 ҫулччен Рональд Рейган лапамӗнче Ленин палӑкӗ пулнӑ. Ҫамрӑксем советсене хирӗҫле темиҫе пин ҫынлӑ демонстрацисем ирттернӗ хыҫҫӑн влаҫра ларакансем палӑка аркатма йышӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://lenta.ru/news/2014/06/10/lenin/
 

Ӳнер Ҫӗнтернӗ проект
Ҫӗнтернӗ проект

Пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Шупашкар хула администрацинче моряксене халалланӑ палӑк проекчӗсен конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Ҫакна «ЧР Ҫар-тинӗс флочӗн ветерансен союзӗ» пуҫарнӑ.

— Ҫак палӑк Тӑван ҫӗршывшӑн пуҫ хунӑ чӑваш морякӗсен ячӗпе пулӗ. Палӑк ҫине пахсан вӑл тинӗс тематикипе ҫыхӑнни тӳрех паллӑ пултӑр. Конкурса хутшӑнакансем умне ҫакнашкал тӗллев лартрӑмӑр, — тенӗ «ЧР Ҫар-тинӗс флочӗн ветерансен союзӗн» председателӗ Владимир Крюковский.

Конкурс ҫӗнтерӳҫине пӗлтӗр ҫулталӑк вӗҫӗнчех палӑртмалла пулнӑ. Анчах комисси членӗсем ӑна кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗччен тӑсма йышӑннӑ. Ҫак вӑхӑтра конкурс тӗнче шайӗнчи статуса тивӗҫнӗ. Чехи Республикин ӳнерҫи Мартин Кютер хӑйӗн проектне ярса панӑ. Конкурс комиссине ЧР Ӳнерҫисен союзӗн членӗсем кӗнӗ. Шупашкарти авторӑн ӗҫӗ ытларах балл пухнӑ. Иккӗмӗш вырӑнта Мускав ҫынни. Виҫҫӗмӗш вырӑна Питӗрти автор тивӗҫнӗ.

Халӗ проект чи йывӑр тапхӑра — пурнӑҫа кӗртессине — куҫать. Ӳнерҫӗсем ҫакнашкал конкурссем валли фонд тума сӗннӗ.

— Пӗтӗм Раҫҫей конкурсӗсене те хутшӑнса курнӑ май ҫакна калаятӑп: конкурсҫӑсем валли фонд йӗркелесен аван.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/69759
 

Ҫурлан 17-мӗшӗнче, 12 сехетсенче 500 ҫул Шупашкар паркӗнче бензин пӑчкипе усӑ курса пӗренерен кӳлепе касса кӑларассипе фестиваль уҫӑлнӑ пирки эпир иртнӗ кунсенче пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Икӗ кун хушши пӑчкӑ ӑстисем «Чӗрчунсен тӗнчи» темӑпа куракансем умӗнчех 40 минут хушшинче хитре кӳлепесем касса лартнӑ.

Совет союзӗн биотлонисчӗ, тӑватӑ хутчен олимп чемпионӗ, вунпӗр хутчен тӗнче чемпионӗ Александр Тихонов вара чи хастар пӑчкӑ ӑстисене ятарлӑ сертификатпа чысланӑ.

Пӗрремӗш вырӑна Шупашкар каччи Кошкин Андрей Геннадьевич тивӗҫнӗ, ӑна ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫнӗшӗн 3 пин укҫа-тенкӗпе тивӗҫтернӗ. 2 вырӑна Кӳкеҫ маттурӗ Иванов Александр Валерьевич тухнӑ, ӑна 2 пин тенкӗ панӑ. 3 вырӑнта вара Беларуҫри Иванцевичи хула ҫынни Аранский Денис Петрович — Александр Тихонов ӑна та сертификатпа тата 1 пин тенкӗ парса чысланӑ.

Фестивалӗ пирӗн республика хастаррӗсем кӑна мар Беларуҫ, Украина, Мускав, Киров тата Мускав, Иваново, Воронеж облаҫӗсен ӑстисем хутшӑннӑ, пурӗ 10 ҫын. Кӑна та палӑртса хӑварас пулать, 4 ҫул хушшинче пӗрремӗш хут арҫынсемпе пӗр танӑ ӑмӑртӑва хӗрарӑм, Мускав хула чысне хӳтелекен — Ингрид Струэнзе хутшӑннӑ.

Малалла...

 

Ӗнер Шупашкарта хӑйӑртан кӳлепе тӑвассипе йӗркеленӗ фестиваль вӗҫленнӗ. Кӑҫал унта Раҫҫейӗн тӗрлӗ тӑрӑхӗнчи (сӑмахран, Мускаври, Пензӑри, Челябинскри, Архангельскри, Шупашшкарти) тата Польшӑри 17 ӑста, вӗсенчен улттӑшӗ хамӑр патрисем, хутшӑннӑ.

Вӗсен кӳлепесем урлӑ ташӑ темине уҫса пама тивнӗ. Хӑйӑртан кӳлепе ӑсталама, маҫтӑрсем каланӑ тӑрӑх, шыв тата ҫилӗм кирлӗ.

Маттурсен ӗҫӗсен куравӗ авӑн уйӑхӗ вӗҫленичченех пырӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/63023.html
 

Паянтан Шупашкар хули тата тепӗр скульптурӑпа пуянланчӗ. Хальхинче тӗп хуламӑрта ачалӑха халалланӑ кӳлепе уҫӑлчӗ. Ӑна Шупашкарти 1-мӗш клиника больницин Пепкелӗх центрӗ патӗнче вырнаҫтарнӑ. Унтах «Юрату кӗлчечекӗ» сквер йӗркелеме йышӑннӑ.

Тин ҫеҫ ҫуралнӑ ачана сӑнарлакан палӑк Атӑлҫи тӑрӑхӗнче те ҫук-тӑр тесе палӑртнӑ кӳлепене уҫма хутшӑннӑ Раҫҫейри хӗрарӑмсен канашӗн ертӳҫи Екатерина Лахова. Хӑйне евӗр пулӑма Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ.

Кӳлепе авторӗ — Раҫҫей тава тивӗҫлӗ художникӗ Владимир Нагорнов.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.04.2024 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ наянланма юрамасть - пурнӑҫлама палӑртнинчен чылайӑшӗ парӑнӗ. Теветкелленме, килӗшӳсем алӑ пусма, хака хӑпартма, йышӑну хӑвӑрт тума ан хӑрӑр. Сывлӑх пирки те манмалла мар: эрех-сӑрапа, сиенлӗ ытти йӑлапа ан айкашӑр. Чӗрене упрӑр, юн пусӑмне тӗрӗслӗр.

Ака, 25

1848
176
Яковлев Иван Яковлевич, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ ҫуралнӑ.
1903
121
Алентей Григорий Тимофеевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1925
99
Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1950
74
Трифонова Валентина Ивановна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1951
73
Лебедева Елена Алексеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1961
63
Ларионов Николай Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1995
29
Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2009
15
Чӑваш наци радиовӗ пӗрремеш хут эфира тухнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та