Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +21.0 °C
Ҫынна йывӑр ан кала, ху та ҫавна курӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Ҫӗмӗрле районӗ

Республикӑра

Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗ умӗн Чӑваш Енри 15 ҫемьене «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» орденпа чысланӑ.

Шупашкарта ҫак чыса Геннадипе Людмила Егоровсем, Станиславпа Лия Ушаковсем тивӗҫнӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарта – Юрипе Антонина Бахаревсене, Ҫӗмӗрлере Евгенипе Владилена Железцовсене, Канашра Вячеславпа Нина Игнатьевсене, Улатӑрта Викторпа Татьяна Чернышевсене орден пама йышӑннӑ.

Ҫӗрпӳ районӗнчи Геннадипе Валентина Игнатьевсем, Ҫӗмӗрле районӗнчи Григорипе Лидия Каюковсем, Красноармейски районӗнчи Валерьянпа Акулина Клементьевсем, Йӗпреҫ районӗнчи Алексейпа Клавдия Купрановсем, Елчӗк районӗнчи Николайпа Раиса Лапшинсем, Улатӑр районӗнчи Тимофейпа Елизавета Мигуринсем, Муркаш районӗнчи Леонидпа Зинаида Орловсем, Вӑрнар районӗнчи Владимирпа Роза Павловсем, Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Николайпа Лидия Ядаринкинсем те ҫак хисепе тивӗҫнӗ.

Палӑртмалла: ҫак мӑшӑрсем 50 ҫул ытла килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ.

 

Республикӑра

Утӑ вӑхӑтӗнче арҫын урасӑр тӑрса юлнӑ. Ку инкек Ҫӗмӗрле районӗнчи Янташ ялӗнче ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пулнӑ.

32 ҫулти арҫын газон ҫулмалли хатӗрпе утӑ ҫулнӑ. Хайхискер 28 ҫулти тусне асӑрхаман-ши – ун ҫине ӑнсӑртран пырса кӗнӗ. Газон ҫулмалли хатӗр шӑпах унӑн урине лекнӗ. Шел те, ҫамрӑк арҫын текех утаймӗ – унӑн икӗ урин 1,3 пайӗ татӑлнӑ.

28 ҫулти арҫын – Шупашкар районӗнчен. Ӑна Ҫӗмӗрле районӗн пульницине реанимаци уйрӑмне илсе ҫитернӗ. Халӗ вӑл унта выртать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/50705
 

Сывлӑх
Халӑх фрончӗн хастарӗсем тунӑ сӑн
Халӑх фрончӗн хастарӗсем тунӑ сӑн

Халӑх фрончӗн хастарӗсем Етӗрне, Ҫӗмӗрле Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Вӑрмар, Муркаш, Хӗрлӗ Чутай, Канаш, Элӗк районӗсенчи 10 ФАПа тӗрӗсленӗ. Хастарсем палӑртнӑ тӑрӑх, медицина учрежденийӗсенче хатӗр-хӗтӗр, сӗтел-пукан кивелнӗ, ҫӗнӗ ФАПсенче ҫеҫ йӗркеллӗ вӗсем.

Федьдшерсен кирлӗ мӗнпур япала ҫук. Тӗслӗхрен, юнри сахӑр шайне виҫмелли хатӗр. Ҫав вӑхӑтрах кӑткӑс медицина манипуляцийӗ ирттермелли аппаратсем пур, вӗсемпе вара тухтӑрсем ҫеҫ усӑ кураяҫҫӗ.

Чылай ФАПра тивӗҫлӗ канӑва тухма хатӗрленекен ҫынсем ӗҫлеҫҫӗ, вӗсен ӗҫ укҫи чи пӗчӗк виҫепе танлашать. Чылай ҫӗрте тӗплӗ юсав кирлӗ. Нумайӑшӗнче шыв, канализаци, ӑшӑ ҫук.

Тӗрӗсленӗ пур ФАПра та тӗнче тетелӗ, компьютер ҫук, ҫавӑнпа фельдшерсен документацие хатӗрлеме район пульницине кайма тивет.

Тӗрӗслев хыҫҫӑн хастарсем ку ыйтӑва ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин ӗҫченӗсемпе сӳтсе явнӑ.

 

Ял хуҫалӑхӗ

Чӑваш Енри хуҫалӑхсенче ҫуртри пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене хӗрсех акаҫҫӗ.

Паянхи куна илсен, пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене 51,4 пин гектар акнӑ. Ку вӑл мӗнпур лаптӑкӑн 24 проценчӗ пулать. Кӑҫал ҫур каярах юлса килчӗ те, ӗҫҫи юлсарах пыни сисӗнет. Пӗлтӗр, сӑмахран, ҫак кун тӗлне 81,1 пин гектар акма ӗлкӗрнӗ.

Вӑрнар тата Шупашкар районӗсенче вӑрӑлӑх кукуруза 495 гектар акса хӑварнӑ.

Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерстви талӑксерен вӑтамран миҫе гектар ҫӗннине те сӑнаса пырать. Ҫак цифра 13,7 пин гектарпа танлашнӑ. Патӑрьел районӗнче планпа палӑртнин 39,5 процентне акнӑ, Комсомольски районӗнче — 36,3 процентне, Ҫӗмӗрле районӗнче — 44,3 процентне, Елчӗк районӗнче — 38,6 процентне.

 

Республикӑра
Василий Кузьмин сӑн ӳкерчӗкӗ
Василий Кузьмин сӑн ӳкерчӗкӗ

Паян Шупашкарти Ухсай Яккӑвӗ ячӗллӗ Культура керменӗнче педагогсен республика конкурсӗн финалне хутшӑннисене чысланӑ.

Чӑван Ен Элтеперӗн 150 пин тенкӗ премине «Ҫулталӑкри чи лайӑх вӗрентекен» ята тивӗҫнӗ Шупашкарти 2-мӗш шкулти Татьяна Андреевӑна панӑ. «Чи лайӑх воспитатель» номинацире ҫӗнтернӗ Ҫӗмӗрлери 19-мӗш ача пахчинчи Елена Михайлова педагог-психолог 100 пин тенкӗ укҫа лекнӗ. «Чи лайӑх класс ертӳҫи» — Ҫӗмӗрле районӗнчи Улхаш шкулӗнчи Александр Мальков, «Ҫулталӑкри чи лайӑх социаллӑ педагог» — Канашри транспортпа энергетика техникумӗнчи Ирина Сладкова, «Ҫулталӑхри чи лайӑх педагог-психолог» — Шупашкарти 2-мӗш шкулти Александра Горелова. Вӗсене 50-шар пин тенкӗ парса хавхалантарнӑ. «Педагогикӑри дебют» ята Шупашкарти транспорт тата строительство технологийӗсен техникумӗнчи Ксения Михайлова тивӗҫнӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Ҫӗмӗрле районӗнче пурӑнакан, ниҫта та ӗҫлемен 40 ҫулти арҫынна судра тавлашнӑшӑн суд тунӑ. Тата тӗрӗсрех каласан, теприсене кӳрентернӗшӗн.

Пӑтӑрмахӗ иртнӗ ҫулхи кӗркунне, авӑн уйӑхӗнче, пулса иртнӗ. Ют киле пырса кӗнӗшӗн судлашнӑ вӑхӑтра арҫын хӑйне тытса чарайман. Вӑл хӑй пуҫтахланса ҫӳренипе шар курнӑ хӗрарӑма та, прокурора та кӳрентермелле сӑмахсемпе перкелешнӗ. Чӗлхене ирӗке яраканскере лешсем ачашласа та шеллесе тӑрас темен, явап тыттарма йышӑннӑ.

Суда хисеп туман тесе арҫына РФ Пуҫиле кодексӗн 297-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑпласа 260 сехет ӗҫлеттерме тунӑ. Суд йышӑнӑвӗ хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗмен-ха. Пӗрремӗш инстанцири суд йышӑнӑвӗпе килӗшмесен арҫыннӑн апелляци ҫӑхавӗ ҫырма ирӗк пур.

 

Пӑтӑрмахсем
Куславккари пушарта ҫуннӑ пӳрт
Куславккари пушарта ҫуннӑ пӳрт

Инкек куҫа курӑнса килменни пуриншӗн те паллӑ. Анчах тепӗр чухне хамӑр тимсӗрлӗхе пула та шар курасси пулать.

Пӗр талӑкра кӑна, сӑмах май, Чӑваш Енре тӑватӑ хутчен пушар алхаснӑ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 204 хутчен вут-ҫулӑм иртӗхнӗ. «Хӗрлӗ автана» пула автансӑр яла 17 ҫын ӑсаннӑ. Инкек сӑлтавӗ кашнинчех тӗрлӗрен.

Шупашкар районӗнчи Туҫикасси ялӗнче пурӑнакан 54 ҫулти арҫын пӗр розеткӑна ӑшӑтмалли икӗ хатӗр чиксе хунӑ. Хӑй вара вӗсем епле ӗҫленине пӑхса та тӑман. Каҫхи 10 сехет тӗлӗнче пӳртре пушар тухнӑ. Хуралтӑсене тата кӳршӗри пӳрте ҫӑлса хӑварма май килнӗ, 54-ри кил хуҫи урамра тӑрса юлнӑ.

Куславккара 1957 ҫулта ҫуралнӑ кил хуҫи вилнӗ. Ҫулӑмпа кӗрешекенсем арҫын пирус туртнӑ чух асӑрханман пуль тесе шухӑшлаҫҫӗ.

Ҫӗмӗрле районӗнчи Мисчӗ поселокӗнче йывӑҫ пӳрт ҫунса кайнӑ. Унта, пушар хуралӗн ӗҫченӗсем тӗшмӗртнӗ тӑрӑх, ҫутӑ пӑралукӗ юсавсӑр пулнӑ. Шупашкарти мунча вара кӑмака юрӑхсӑррине пула кӗлленнӗ.

 

Республикӑра

Раҫҫей шалти ӗҫсен министерствин Етӗрне районӗнчи уйрӑмӗн ҫӗнӗ пуҫлӑхне ҫирӗплетнӗ. Районӑн тӗп полицейскийӗн тивӗҫӗсене малашне Василий Белов пурнӑҫласа пырӗ. Кун пирки «Ӗҫ ялавӗ» хаҫат сайчӗ хыпарлать.

Василий Геннадьевич ҫак таранччен Раҫҫей ШӖМӗн Ҫӗмӗрлери муниципалитетсен хушшинчи уйрӑмӗн Хӗрлӗ Чутай районӗнчи пайӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулнӑ. Хӑй вара Улатӑр районӗнче ҫуралса ӳснӗ, авланнӑ, икӗ ача ашшӗ.

Районти полици ӗҫченӗсене ҫӗнӗ пуҫлӑхпа Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрӗн ҫумӗ Александр Смирнов паллаштарнӑ. Ҫавӑн пекех Василий Белова район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Софронов, район прокурорӗ Юрий Фуражников тата Етӗрнери районсен хушшинчи следстви уйрӑмӗн ертӳҫи Николай Яковлев малашнехи ӗҫре ӑнӑҫу суннӑ.

 

Республикӑра

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан, 1941 ҫулта, Украинӑра Ҫӗмӗрле районӗнче ҫуралса ӳснӗ каччӑ хыпарсӑр ҫухалнӑ. Нумаях пулмасть унӑн ӳт юлашкине тупнӑ, тӑван тӑрӑха илсе килсе пытарнӑ.

Петр Иванович Халманова 1941 ҫулхи ака уйӑхӗнче ҫара илнӗ. Ҫӗртме уйӑхӗнче вӑрҫӑ пуҫланнӑ. 20 ҫулти каччӑ Тӑван ҫӗршыва хӳтӗленӗ. Анчах вӑхӑт нумаях та иртмен – вӑл хыпарсӑр ҫухалнӑ.

Петр Халмановӑн ӳт юлашкине халь тин тупнӑ. Ӑна Ҫӗмӗрле районӗнчи Мӑн Улхаш ялне илсе килнӗ, ҫын ретлӗ пытарнӑ. Масар ҫине ҫын нумай пухӑннӑ. Петр Халмановӑн тӑванӗ те пулнӑ. Тӑванне ҫара ӑсатнӑ чухне вӑл 10 уйӑх ҫеҫ тултарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/48058
 

Ҫул-йӗр

Чӑваш Енри ҫичӗ районти ҫул-йӗре кӑҫалпа килес ҫул «ДорТех» предприяти тытса тӑрӗ. Аукцион пӗтӗмлетӗвӗпе «Правда ПФО» интернет-хаҫат паллаштарнӑ. Аукциона пӗртен-пӗр предприяти хутшӑннӑ-мӗн. Контракт хакӗ — 252,6 млн тенкӗ. Тепӗр майлӑ каласан, ҫул-йӗре тытса тӑма тивӗҫнӗ организацие ик ҫулта хыснаран ҫавӑн чухлӗ укҫа уйӑрӗҫ.

«ДорТех» Улатӑр, Элӗк, Хӗрлӗ Чутай, Муркаш, Пӑрачкав, Ҫӗмӗрле, Етӗрне районӗсенче регион тата муниципалитет пӗлтерӗшлӗ ҫулсемшӗн яваплӑ пулӗ.

«ДорТех» предприятин устав капиталӗн 51 проценчӗ Александр Волков аллинче-мӗн. Вӑл хӑй вӑхӑтӗнче «Чӑвашавтодор» предприятин гендиректорӗ пулнӑччӗ. Ӑна предприяти укҫине вӑрланӑшӑн судпа айӑпласа виҫ ҫуллӑха хупса хумалла тунӑччӗ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, ... 27
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

1 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.07.2019 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ахăртнех, сирĕн суйлама тивĕ. Тăхтăр: лайăх шухăшламасăр нимĕнле йышăну та ан тăвăр. Пур çĕрте те виçине пĕлĕр: укçа-тенкĕ тăкакланинчен пуçласа кăмăл-туйăма кăтартни таранах. Ĕçре асăрхануллă пулăр. Пуçлăх сире сăнаса тăрать.

Утӑ, 21

1907
112
Шпилевский Сергей Михайлович, Атӑл тӑрӑхӗнчи археологине, авалхи историне тӗпченӗ вырӑс историкӗ вилнӗ.
1936
83
Чекушкин Владимир Иванович, чӑваш юрӑҫи, философи ӑслӑлӑхӗн докторӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш халӑх сайтӗнче цензура пулмалла-и?
Паллах, пулмалла, унсӑр ӑпӑр-тапӑр япала лартма пулать!
Пулмалла, анчах виҫеллӗ
Ҫук, хуть те мӗнле материала ирӗклӗн вырнаҫтармалла
Маншӑн ҫавах
Ку ыйтӑва редакци татса памалла
Эпир Facebook-ра 1370+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org