Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Ц


Цц — кириллица ҫинче никӗсленекен алфавитӗнчи, чӑваш алфавитӗнчи ҫирӗм саккӑрмӗш саспалли. Унӑн ячӗ — «цӑ». Вырӑс ҫырулӑхӗнчен илнӗ. Кивӗ ҫырулӑх палӑкӗсенче тӗл пулмасть.
Ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне вырӑс чӗлхинчен йышӑннӑ сӑмахсенчи ц сасса палӑртма 1933 ҫулта кӗртнӗ: цифра, циркуль. Тӗп чӑваш сӑмахӗсенче ҫырмаҫҫӗ.



Тулли верси :: Статья каҫми