«Чӑваш Ене йыхравлани» халӑх ӳнер промыслин ӗҫӗсен тематикӑлла курав-ярмӑркки. Шупашкар хули, «Экспо-Контур» курав комплексӗ. 11:00 сехетре уҫӑлнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗ
«Регионсем – пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫлесси» регионсем хушшинчи курав (ҫӗртме 22-25). Шупашкар хули, «Экспо-Контур» курав комплексӗ. 11:00 сехетре уҫӑлнӑ.
«Раҫҫей ҫӑл куҫӗсем» Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх пултарулӑхӗн XV фестивальне хутшӑнакан коллективсем театрализацилесе утни. Шупашкар хули, Чӑваш Республикин Наци библиотеки тӗлӗнчен тытӑнса Хӗрлӗ лапама ҫитиччен. 17:00 сехетре пуҫланнӑ.
«Раҫҫей ҫӑл куҫӗсем» Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх пултарулӑхӗн XV фестивальне уҫни (ҫӗртме 23-24). Шупашкар хули, Хӗрлӗ лапам. 18.30 сехетре пуҫланнӑ.
Халӑх тата наци спорчӗн фестивалӗ. Шупашкар хули, Хӗрлӗ лапам, 13:00 сехетре пуҫланнӑ.
Чӑваш Республикин Президенчӗн Кубокне ҫӗнсе илессишӗн профессильлӗ бокс енӗпе Пӗтӗм тӗнчери I турнир. Шупашкар хули, «Олимпийский» стадион, 19:00 сехетре пуҫланнӑ.
"Россельхозбанк" АУОн Чӑваш Енри филиалӗн ҫӗнӗ ҫуртне уҫни. Шупашкар хули, Президент бульварӗ, 31-мӗш ҫурт. 10.00 сехетре пуҫланнӑ.
Пӗтӗмӗшле практика "ҫемье" врачӗн уйрӑмне уҫни. Шупашкар хули, «Хулари пӗрремӗш больница» МСУ, 11:00 сехетре пуҫланнӑ.
"Пӗрремӗш площадка" суту-илӳпе кану центрне уҫни. Шупашкар хули, "ШЭАЗ – 1 Площадка" ТМЯО, К.Маркс урамӗ, 52-мӗш ҫурт. 12.00 сехетре пуҫланнӑ.
Чӑваш Республикин Президенчӗн парнисене ҫӗнсе илессишӗн "Раҫҫей ӑстисем" декораци-прикладлӑ ӳнер ӑстисен Пӗтӗм Раҫҫейри V конкурсӗ (ҫӗртме 23-24). Шупашкар хули, Чӑваш наци музейӗ, 11:00 сехетре пуҫланнӑ.
«Вӗҫех, Атӑл ҫийӗн поэтӑн асамлӑ сӑмахӗ» - литературӑпа поэзи уявӗ, кӗнеке ярмӑркки, декораци-прикладлӑ пултарулӑх ӑстисен ӗҫӗсен куравӗ. Шупашкар хули, В.И. Чапаев ячӗллӗ сквер, 12.00 сехетре пуҫланнӑ.
«Чӑваш тӗнчин илемӗ» - "Раҫҫей ҫӑл куҫӗсем" Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх пултарулӑхӗн фестивальне хутшӑнакансен тата республикӑри фольклор ушкӑнӗсен концерчӗ. Шупашкар хули, Шупашкар 500 ҫул тултарнӑ ятпа хисепленекен культурӑпа кану паркӗ, Суту-илӳ ҫурчӗ, «Мега Молл» суту-илӳ комплексӗ, Чӑваш Республикин Наци библиотеки умӗнчи вырӑнсем. 12:00 сехетре пуҫланнӑ.
«Ҫаврӑнатӑп, пӗтӗрӗнетӗп, ташлама тухас тетӗп!" – Шупашкарти ташӑ коллективӗсен кӑтартуллӑ концерчӗ. Шупашкар хули, Хӗрлӗ лапам, 14:00 сехетре пуҫланнӑ.
«Чӑваш Енӗм, ҫакӑ санӑн ҫамрӑклӑху!» - Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн, Чӑваш республика культура училищин пултарулӑх ушкӑнӗсен концерчӗ. Шупашкар хули, Хӗрлӗ лапам. 15.30 сехетре пуҫланнӑ.
«Чӑваш Ене савса, Раҫҫее шанса» - Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллин концерчӗ. Шупашкар хули, Хӗрлӗ лапам, 17.00 сехетре пуҫланнӑ.
«Ҫамрӑксен on-line» - ҫамрӑксен кӗвӗ фестивалӗ. Шупашкар хули, Дорисс-парк, 17.00 сехетре пуҫланнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗ (Чӑваш Республикин патшалӑх уявӗ - Республика Кунӗ)
Чӑваш Республикин Президенчӗ Н.В. Федоров республикӑра пурӑнакансене Чӑваш Республикин патшалӑх уявӗпе – Республика Кунӗпе саламлани. Шупашкар хули, Хӗрлӗ лапам, 16.30 сехетре пуҫланнӑ.
Физкультурӑпа сывлӑха ҫирӗплетмелли "Улӑп" комплекса уҫни. Шупашкар районӗ, Кӳкеҫ поселокӗ, 12.30 сехетре пуҫланнӑ.
"Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей – Футбол ҫӑлтӑрӗсем" тата Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн командисем хушшинче футболла выляс енӗпе юлташла матч. Шупашкар районӗ, Кӳкеҫ поселокӗ, "Олимпийски стадион", 13:00 сехетре пуҫланнӑ.
"Санӑн юррусем, Раҫҫейӗм» - «Раҫҫей ҫӑл куҫӗсем» Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх пултарулӑхӗн XV фестивальне хутшӑнакансен концерчӗ. Шупашкар хули, Юрӑ-кӗвӗ лапамӗ, 12.00 сехетре пуҫланнӑ.
«Чӑваш Ен ҫӗнӗ ӗмӗрӗн ҫеммисенче» - "Раҫҫей ҫӑл куҫӗсем» Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх пултарулӑхӗн XV фестивальне хутшӑнакансен гала-концерчӗ. Шупашкар хули, Хӗрлӗ лапам, 19.00 сехетре пуҫланнӑ.
«Ҫӗр пин юрӑпа ташӑ ҫӗршывӗнче» - республикӑри юрӑпа ташӑ ансамблӗсен уявӗ. Шупашкар хули, Хӗрлӗ лапам, 12.00 сехетре пуҫланнӑ.
Спорт уявӗ: пэйнтбол, кире спорчӗ, канат туртас, стритбаскет, сӗтелҫи теннисла выляс, ухӑран тӗл перес, футболла выляс енӗпе ӑмӑртусем, конкурссем. Шупашкар хули, залив ҫыранӗ. 10.00 сехетре пуҫланнӑ.
Йытӑсен регионсем хушшинчи куравӗ. Шупашкар хули, «Спартак» стадион, 10.00 сехетре пуҫланнӑ.
«Раҫҫейри ӑста алӑсем» - декораци-прикладлӑ тата сӑнарлӑ ӳнер ӗҫӗсен курав-суту-илӗвӗ. Шупашкар хули, Ехрем купса бульварӗ. 12.00 сехетре пуҫланнӑ.
«Раҫҫейри Хӗвел авӑрӗ!» - «Раҫҫей ҫӑл куҫӗсем» Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх пултарулӑхӗн XV фестивальне хутшӑнакансен тата Шупашкарти халӑх пултарулӑх ушкӑнӗсен концерчӗ. «Лакрей вӑрманӗ» культурӑпа канӑвӑн тӗп паркӗ, А.Г. Николаев ячӗллӗ ача-пӑча паркӗ, «Мега Молл» суту-илӳ комплексӗ, «Салют» Культура керменӗ, «Шупашкар» суту-илӳ комплексӗ умӗнчи вырӑнсем, 12.00 сехетре пуҫланнӑ.
«Туслӑх кӑшӑлӗ» - Чӑваш Республикин наципе культура пӗрлӗхӗсен пултарулӑх ушкӑнӗсен концерчӗ. Шупашкар хули, Шупашкар 500 ҫул тултарнӑ ятпа хисепленекен культурӑпа кану паркӗ, 12.00 сехетре пуҫланнӑ.