Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Ҫӗр кӑвапи

Хитре чăваш ятсем:
Эх, хитре-çке чăваш ячĕсем: САВАНТЕЙ, САВАÇ, САВНЕПИ, САЙРУНА, САРИНЕ, САРХАН, САХВУН, СĂРПИК, СВЕРККЕ, СЕНЕСЛУ, СЕНТИЛЕТ, СЕНТИМĔР, СЕНТТИ, СЕРКУÇ, СЕРПИНЕ, СЕРТЕПИ, СЕТНЕР, СИЛЕРПИ, СИЛПИ, СИЛПИК, СИЛТЕЛЕТ, СИНЕРПИ, СИТЕХМЕТ, СИТТИ, СӲНЕРПИ.

Ялти кооператив хуҫалӑхӗнче отчетпа суйлав пухӑвӗ пырать. Директор сӑмахне вӗҫлесен ревкомисси председателӗ калаҫма пуҫлать. Комисси членӗсем правлени ӗҫ-хӗлне тишкернӗ май сахал мар ҫитменлӗх тупса палӑртнӑ иккен. Уйрӑмах выльӑх-чӗрлӗх шучӗ чакни, вӗсене сутса председатель кооператив экономикине сӑтӑр кӳни ыттисемшӗн те паллӑ.
Сӗт лайӑх антаракан ӗнесенех председатель хушнипе пустарнӑ хыҫҫӑн аш-какайне сӗрев пама ӑсатнӑ иккен. Сӑлтавӗ те пулман мар: тыр-пул вырнӑ вӑхӑтра комбайнсем те, ытти агрегат та ванса кайнӑран ӗҫлеймесӗр ларнӑ. Ертӳҫӗн ирӗксӗрех саппас пайсем шырамалла пулнӑ, вӗсене вара "кучченеҫсӗр" никам та паман. Отчетра тата финанспа ҫыхӑннӑ чылай хутпа саккуна пӑснӑ тӗслӗхсем тупса палӑртнӑ. Халӑх шавлама тытӑннӑ.
Районтан килнӗ чиновник пуҫлӑхах хӳтӗлет: "Эсир хальхи председателе улӑштарсан унтан лайӑххине кӑнтӑрла хунарпа шырасан та текех тупаймӑр, вӑл пирӗн чи лайӑххисенчен пӗри".
Тарӑхнӑ халӑх ҫаплах лӑпланаймасть. Пӗри тата: "Тупӑннӑ шутсӑр ӑслӑскер, унсӑр пуҫне урӑх пуҫлӑх тупаймастпӑр-и, ҫӗр кӑвапи мар пулӗ вӑл?" — тесе кӑшкӑрать.
"Ҫӗр кӑвапи" тесе каласси Библири мифпа ҫыхӑннӑ-мӗн. Иудейсен Талмучӗ тӑрӑх, тӗнче варри Палестина шутланать. — Палестина варринче Иерусалим вырнаҫнӑ, Иерусалимра храм пулнӑ, чиркӳре тасаран та таса алтарь упраннӑ, алтарь варринче пысӑк катрам чул выртнӑ. Мифа ӗненес пулсан тӗнчере ним йӗрки-карти пулманран, хаос тӑнӑран, шыв асар-писер тулса, ахӑрса кайса ниҫта тип ҫӗр хӑварманран Турӑ шутсӑр кӑмӑлсӑр пулать те ҫав чула ҫӗклесе илет, шыва пӗтӗм вӑйран ывӑтать. Ҫак чул ӳкнӗ май хӑй хыҫҫӑн калама пӗлмелле мар пысӑк ҫавра шӑтӑк туса хӑварать, вара тӗнчене тапса тухнӑ шыв ҫӗр айне анма пуҫлать, пӗчӗккӗн тип ҫӗр те курӑнса каять. Ҫак асамлӑ чул шӑпах ҫӗр кӑвапипе танлашнӑ, вӑл пулман тӑк хальхи ҫут тӗнче те пулас ҫукчӗ – акӑ ӑҫта унӑн хӑвачӗ тенӗ пек ӗнентерме тӑрӑшать пире хальхи тӗн вӗрентӗвӗ.
Ытарлӑ танлаштарупа эпир халӗ пӗр-пӗр хуҫалӑха, предприятие, учреждение ертсе пыракан пуҫлӑх. тунӑ пӗтӗм ҫитӗнӳ унпа ҫеҫ ҫыхӑннӑ пек кӑтартасшӑн пулнине сивленӗ чух усӑ куратпӑр.


 
Категорисем: Мӗншӗн ҫапла калатпӑр

Тулли верси :: Статья каҫми