Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Ҫӗрпӳ хыпарҫи


Ҫӗрпӳ хыпарҫиҪӗрпӳ районӗн хаҫачӗ.

Истори

Пӗрремӗш кӑларӑмӗ 1930 ҫулхи нарӑсӑн 3 пичӗтленсе тухнӑ. Вӑл вӑхатра унӑн редакторӗ Ильин пулнӑ, хаҫатӑн тиражӗ 1 пинпе танлашнӑ. Пӗрремӗш кӑларӑма Шупашкар типографиӗнче пичӗтлесе кӑларнӑ. 1930 ҫулхи чӳкӗн 7 хыҫҫӑн эрнерен пӗрре тухса Ҫӗрпӳ хулинче пичӗтленме пуҫланӑ. Редакци ун чухне _Ҫӗрпӳ хули, Хӗрлӗ площадь_ пулнӑ.

1931 ҫулхи пуш уйӑхӗн 11-пе 1932 ҫулхи пуш уйӑхӗн 3-ччен редактор вырӑнӗнче П. О. Осипов пулнӑ. 1931 ҫул пуҫламӑшӗнче хаҫӑт тиражӗ 1 800 пулнӑ. Хаҫата куллен сырса тӑракансен шучӗ 250 ҫынпа танлашнӑ.

1932 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 20 хаҫатӑн 100-мӗш номерӗ тухнӑ. 1936 ҫулта тиражӗ 1420, 1938 ҫулта 1010 пулнӑ. Хаҫат ку вӑхатра эрнере икӗ хут, икӗ полоса ҫинче тухнӑ.

1938 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 21 хаҫат хаҫата "Колхоз ҫулӗпе" ячӗ вырӑнне ҫӗнӗ ят панӑ — "Сталинец".

1939 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 6 хаҫатӑн пинӗмӗш номерӗ тухнӑ. 1944 ҫулта тираж 2100 пулнӑ, эрнере пӗрре тухса пынӑ.

1956 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 7 хаҫат ятне "Октябрь ҫулӗ" ҫине улӑштарнӑ.

1953 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 9 хаҫатӑн икӗ пиннӗмӗш номерӗ тухнӑ. 1955 ҫулхи нарӑсӑн 3 хаҫат тухма пуҫланӑранпа 25 ҫул ҫитнине палартнӑ, хаҫатӑн 1250-мӗш номерӗ пичӗтленсе тухнӑ. Ку вӑхӑтра хаҫат эрнере икӗ хут чӑвашла тухнӑ.

1959 ҫулта район пысӑкланнипе хаҫатӑн тиражӗ 3 пине ӳснӗ. Ку ҫултанпа хаҫат уйрӑммӑн вырӑсла тухма пуҫланӑ.

1961 ҫулхи ака уйӑхӗн 9 хаҫатӑн 3 пиннӗмӗш номерӗ тухнӑ.

1963-1964 ҫӳлсенче хаҫат чӑвашла ҫӗҫ тухнӑ. 1965 ҫулта хаҫат тиражӗ 6496 ҫитнӗ. 1965 ҫулхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа хаҫат каллех вырӑсла тата чӑвашла (уйрӑммӑн) тухма пуҫланӑ. Петӗмӗшле тиражӗ — 5130.

1967 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 23 хаҫатӑн 4 пиннӗмӗш номерӗ тухнӑ.

1971 ҫулхи нарӑсӑн 26 хаҫатӑн 5 пиннӗмӗш номерӗ тухнӑ. Тиражӗ — 6865, вӗсенчен 5295 чӑвашла, 1570 вырӑсла.

1980 ҫулта хаҫатӑн 50 ҫул тултарнине палӑртнӑ чухне хаҫатӑн тиражӗ чӑвашла 5380, вырӑсла 2000 патнелле пулнӑ.

1980 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 24 хаҫатӑн 7 пиннӗмӗш номерӗ тухнӑ.

1990 ҫулхи раштав уйӑхӗнче хаҫат редакциӗ Ленин урамӗ, 21 вырӑнне Ленин площачӗ, 2а адреса куҫнӑ. Хаҫат тиражӗ ку вӑхӑтра 7622 пулнӑ.

1991 ҫулхи авӑн 28 хаҫата хальхи "Ҫӗрпӳ хыпарҫи" ята панӑ. 1993 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 13 хаҫатӑн 8 пиннӗмӗш номерӗ тухнӑ. 1994 ҫулхи пуш уйӑхӗн 24 хыҫҫӑн хаҫат чӑвашла тата вырӑсла эрнере виҫӗ хут тухма пуҫланӑ.

1995 ҫулта хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑранпа 65 ҫул ҫитнине палӑртнӑ чухне редакци ҫӗнӗ ҫӗре куҫнӑ: Ҫутӗҫ урамӗ, 41.

2002 ҫулта "Ҫӗрпӳ издательство ҫурчӗ" ГУП туса хунӑ.



Тулли верси :: Статья каҫми