Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Ясар Якку (халап)

Хитре чăваш ятсем:
Эх, хитре-çке чăваш ячĕсем: САВАНТЕЙ, САВАÇ, САВНЕПИ, САЙРУНА, САРИНЕ, САРХАН, САХВУН, СĂРПИК, СВЕРККЕ, СЕНЕСЛУ, СЕНТИЛЕТ, СЕНТИМĔР, СЕНТТИ, СЕРКУÇ, СЕРПИНЕ, СЕРТЕПИ, СЕТНЕР, СИЛЕРПИ, СИЛПИ, СИЛПИК, СИЛТЕЛЕТ, СИНЕРПИ, СИТЕХМЕТ, СИТТИ, СӲНЕРПИ.

(Чӑн пулнинчен)

Элӗк районӗнче Йӑранар ялӗнче ӗлӗк-авал, радио кӗртнӗ вӑхӑтсенче, пӗр Якку ятлӑ ҫын пурӑннӑ тет. Ял ҫыннисем ӑна «Ясар Якку» тесе чӗннӗ тет. Ҫапла вара пӗр ирхине ирех радиопа: «На зарядку становись» — тесе кӑшкӑрса ячӗ тет. Хальхи «Ясар Якку» ҫавна илтсен вырӑн ҫинчен сиксе тӑчӗ тет те кӑмака кутӗнчи турчӑкана илсе: «Э-э-э, эс мана «Ясар Якку» тесе мӑшкӑлама кӗрттернӗ-и?» тесе турчкапа радиона пӗррех ҫатлаттарчӗ тет. Ҫавӑнтанпа Якку чӑваш радионе кӑна итлет тет.


 
Категорисем: Йӑранар

Тулли верси :: Статья каҫми