Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Явӑш (Шупашкар районӗ)


Явӑш (выр. Яуши) — Чӑваш Республикинчи Шупашкар районне кӗрекен ял. Атайкасси ял тӑрӑхӗн йышне кӗрет.

Географи

Шупашкар юханшывӗн пуҫламӑшӗнче, М-7 автомагистраль ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ. Шупашкара ҫитме — 12 км, район центрне (Кӳкеҫ) ҫитме — 15 км, чи ҫывӑхри чукун ҫул станцине ҫитме — 6 км.

Урамсен ячӗсем: Хӗвелтухӑҫ, Пӗве, Ленин, Ҫамрӑксен, Мускав, Ҫӗнӗ, Ҫӗнӗ Явӑш, Сад, Совхоз, Хӗвеллӗ, Кӑнтӑр, Явӑш. Ҫырма-ҫатрасем: Трофим лапи, Кив ҫӗрт.

Истори

Историри ячӗсем — Яушева, Якушева. Чӑвашсен Явӑш ятӗнчен пулса кайнӑ. Яла 1893—1898 ҫулсенче никӗсленӗ. Хыркассинчи чиркӳ прихутне кӗнӗ.

Кунта пурӑнакансем 1724 ҫулччен — ясак тӳлекенсем, 1866 ҫулччен — патшалӑх хресченӗсем пулнӑ. Тӗп ӗҫӗсем — ҫӗр ӗҫӗ, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетесси, бурлак ӗҫӗ, сад ӗрчетесси, чӑпта ҫапасси, вӑрман касса хатӗрлесси, Ҫӗктерти йывӑҫ касакан савута пӗрене турттарасси, вутӑ хатӗрлесси.

1886 ҫулта чиркӳ прихучӗн шкулне уҫнӑ, 1906 ҫулта — хутла вӗрентекен шкул. 1930 ҫулта Пӗчӗк Катраҫ ялӗпе (1963 ҫултанпа Явӑш йышӗнче) пӗрле «Красный Яуш» колхоз йӗркеленнӗ. 1950 ҫулта ял «Мичуринец» колхоза, 1960 ҫулта — «За мир» колхоза (Атайкасси), 1965 ҫулта — Шупашкарти улма-ҫырла совхозне кӗнӗ.

Администрациллӗ пайлану тӗлӗшпе XVIII ӗмӗртен пуҫласа 1920 ҫулччен Шупашкар уесӗнчи Сӑкӑт вулӑсне тата Чикме уесӗнчи Мӑнал вулӑсне, 1920—1927 ҫулсенче — Шупашкар уесӗнчи Мӑнал тата Шупашкар вулӑсӗсене, 1927—1935 ҫулсенче тата 1959 ҫултанпа — Шупашкар районӗн йышӗнче, 1935—1959 ҫулсенче — Ишлей районӗн йышӗнче пулнӑ.

Халӑх йышӗ

Наци йышӗ — чӑвашсем, вырӑссем тата ыттисем.

Инфраструктура

Ялта шкул, клуб, фельдшер пункчӗ, спорт лапамӗ, икӗ магазин, кафе пур. Асфальтлӑ ҫул сарнӑ.

Экономика

2010 ҫулта «Сад» ЯХПК ӗҫленӗ.

Паллӑ ҫыннисем


 
Категорисем: Явӑш (Шупашкар районӗ)

Тулли верси :: Статья каҫми