Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Юлашкинчен калани (Волгин В. ҫинчен)

Хитре чăваш ятсем:
Эх, хитре-çке чăваш ячĕсем: САВАНТЕЙ, САВАÇ, САВНЕПИ, САЙРУНА, САРИНЕ, САРХАН, САХВУН, СĂРПИК, СВЕРККЕ, СЕНЕСЛУ, СЕНТИЛЕТ, СЕНТИМĔР, СЕНТТИ, СЕРКУÇ, СЕРПИНЕ, СЕРТЕПИ, СЕТНЕР, СИЛЕРПИ, СИЛПИ, СИЛПИК, СИЛТЕЛЕТ, СИНЕРПИ, СИТЕХМЕТ, СИТТИ, СӲНЕРПИ.

1953 ҫулхи ҫуркунне.
— Кӗрӗр, кӗрӗр! — тенӗ хыҫҫӑн чаршав уҫӑлчӗ те, ман пӳлӗме пӗр ҫамрӑк ҫын кӗрсе тӑчӗ. Кӗлетки ҫӳллӗ, ҫирӗп, пӑхсан-салтак ятне кӗнӗ каччӑ темелле. Сӑн-сӑпатран пит чипер ҫын.
— Волгин чӑрмантарас тет-ха сире, — хаюсӑртарах тӑсре вӑл аллине.
«Василий Волгин ҫакӑ иккен», шухашларам вара ӗшӑмра. Волгин сӑввисене эпӗ районти «Хӗрлӗ Октябрь» хаҫатра тӑтӑшах вуласа тӑраттӑм, хушӑран «Ялав» журналта та кураттӑм; «Шурӑ хурӑн», «Ҫӗршыв чечекленет» ятлӑ сӑввисене эпӗ темиҫе хут та вуласа тухнӑччӗ. Ҫавсене 15 ҫулхи шкул ачи ҫырать тесе шухӑшламан та эпӗ ун чухне. Анчах вӗсене шӑпах вӑл ҫырнине пӗлсен, калама ҫук савӑнтӑм. Эпӗ, тӑван литературӑпа тӑван сӑмахшӑн чӗререн ҫунаканскер, ҫав сӑвӑсен авторӗпе хӑҫан курнӑҫас та епле паллашас тесе ӗмӗтленеттӗм, хам пата кӗрсе тухаймӑн-ши, тесе йыхрав ямашкӑн именсе тӑраттӑм. Ҫапах та вӑл хӑй вӗренекен вӑтам шкулта литература кружокне ертсе пынине пӗлсен, ҫав кружок алӑпа ҫырнӑ журнал та кӑларса тӑнине пӗлсен — чӑтаймарӑм: «Сирӗн журналӑра курас килет, пӗр-пӗр чух вӑхӑт ҫитерсе, хам пата керсе тухаймӑр-ши?» тесе, пӗчӗк ҫыру ҫырса ятӑм. Акӑ халь шӑпах вӑл килсе кӗчӗ... Ҫапла паллашрӑм эпӗ Василий Волгинпа.
Мӗн чухлӗ калаҫрӑмӑр-ши, мӗн ҫинчен кӑна сӑмах хускатмарӑмӑр-ши ҫав кунхине, пӗтӗмпе халь астуса та илес ҫук, сӑмахӑн вӗҫӗ-хӗрри те тупӑнмарӗ. Ҫавӑнтан вара эпир унпа ҫывӑх юлташсем пулса тӑнӑччӗ, пирӗн хушӑра чӑн-чӑн туслӑх пуҫланса кайнӑччӗ. Анчах хаяр вилӗм ҫак юрлама ҫуралнӑ ҫамрӑкӑн куҫӗсене вӑхӑтсӑр хуптарчӗ, вунҫиччӗри Василий Волгин пайтах вӑхӑт йывӑр чирпе асапланнӑ хыҫҫӑн ҫӗре кӗчӗ...

Волгинӑн кӗске те пултаруллӑ пурнӑҫӗ ҫинчен шухӑшланӑ чух мана кирек хӑҫан та Хусанкай Петӗрӗн ҫак сӑмахӗсем аса килеҫҫӗ:
«Ҫӑлтӑрсем — шултрисем, веттисем пер канашлӑн
Ялкӑшаҫҫӗ уяр тӳпере...
Пӗлӗте яр ҫурса, метеор пӗр самантшӑн
Хыпанать те — сӳнет ӗмӗре.
Ҫӑлтӑрсем ҫуталаҫҫӗ ҫаплах килӗшӳллӗн,
Анчах лешӗ — мӗн ӗмӗр тӑршши
Курнӑ ҫын асӗнчен ҫухалмасть вара ӳлӗм...
»
Шӑпах ҫавнашкал «курнӑ ҫын асӗнчен ҫухалми» метеор евӗр тӑрса юлчӗ маншӑн Василий Волгин. Унӑн ҫиҫсе тӑракан ӑс-хакӑлӗ, маттур пултарулӑхӗ, ывӑнма пӗлми ӗҫченлӗхӗ кашни ҫамрӑкшӑн тӗслӗх пулса тӑмалла пек туйӑнать мана.

* * *
Василий Волгин 1937 ҫулхи мартӑн 24-мӗшӗнче Шупашкарта В. И. Андреев журналист ҫемйинче ҫуралнӑ. Ашшӗ Йӗпреҫ районне ӗҫлеме куҫса кайсан, Ваҫҫан ача чухнехи кунӗсем ҫав районти Хурамал ялӗнче иртет, шкула та ҫав ялтах ҫӳреме тытӑнать. Вӑйӑ-кулӑра хаваслӑ та ҫивӗчскере, юлташӗсем пит юратаҫҫӗ, вӗсемпе пӗрле вӑл тӑрӑшса вӗренет, кӗҫӗн классенчех хӑйен ӑсталӑхне кӑтартать.
1945 ҫулхине Андреевсем Йӗпреҫе пурӑнма куҫаҫҫӗ. Пӗчӗк Ваҫҫа Йӗпреҫри вӑтам шкулта вӗренме тытӑнать. Ҫак ҫулсенчех вӑл сӑвӑсем ҫырас йӗркесене те ӑнланакан пулать.
Парттӑ хушшине ларма пуҫланӑ малтанхи ҫулсенчех ача хӑйен вӗрентекенӗсене чунтан хисеплеме пӗлни, хӑйне йӗркеллӗ тытма тӑрӑшни, мӗн вӗреннине ҫийӗнчех ӑнланса илме пултарни курӑнать. Ҫак пархатарлӑ енсене вӑл ҫулсерен те кунсерен ҫирӗплетсе, ӳстерсе, тарӑнлатса пырать, ӑста вӗренсе лайӑх ҫын пуласси уншӑн кулленхи ӗмӗт те таса тивӗҫ пулса тӑрать.
Вунӑ ҫула ҫитсен, Ваҫҫа пионера кӗрет. Пионер мӗнле ача пулмаллине лайӑх чухлать вӑл, вӗренессе те, унчченхи пекех ӑста вӗренет, ӑна ӑста вӗреннӗшӗн Шупашкара пионерсен слӗтне яраҫҫӗ. «Тата лайӑхрах вӗренес, ӳссен, Тӑван ҫӗршывшӑн усаллӑ ҫын пулас», тет вӑл хӑйӗн ҫав кунсенче ҫырнӑ дневникӗнче. Пионерссн организацийӗнче ӗҫлени ӑна шухӑш-кӑмалне аталантарма пулӑшать, вӑл пӗрлехи ӗҫе хӑнӑхать, хӑй тытнӑ ырӑ ӗмӗт тупсӑмне ҫитме вӗренет, Тӑван ҫӗршыва, Коммунистсен партине чунтан юратса хисеплеме хӑнӑхать. Ҫав вӑхӑтсенче ҫырнӑ сӑввисенчен пӗринче, Павлик Морозовпа Саша Чекалина аса илнӗ май, акӑ мӗнле ҫырать Василий Волгин:
Эпир вӗсен ятне манмастпӑр,
Тивлетлӗ халӑх ӗҫӗнче
Ҫӑнӗсене умра тытатпӑр,
Ӗҫӗ вӗсен — чӗресенче.

Поэзи В. Волгина мӗн ачаран илӗртет. Халӑх юррисене, ял ҫамрӑкӗсем урамра савӑ каланине вӑл ҫыра-ҫыра илет, вӗсене пӑхмасӑр вӗренет. Ҫав хушӑрах тата чӑваш литературине те хӗрсе вӗренме тытӑнать: Иванов, Ҫеҫпӗл, Ивник сӑввисене пӑхмасӑр калама вӗренет, Пушкин, Лермонтов, Некрасов саввисене кун сиктермесӗр, пӗтӗм кӑмӑлтан ҫӗкленсе вулать.
Поэзипе пӗтӗм чун-чӗререн, тулли камӑлтан интересленнӗ пулсан та, вӑл шкулта лайӑх вӗренессине те асра тытать. Пур дисцнплинӑпа та ӑста вӗренет вӑл — литературӑпа, биологипе, физикӑпа, историпе, математикӑпа, — вӑл хӑй класӗнче пуринчен малта пырать.
1950 ҫулта Волгин хӑйӗн ашшӗ-амӑшӗпе Октябрьски района куҫать. Октябрьски вӑтам шкулӗнче вӗреннӗ чух вӑл уйрӑммӑнах литературӑпа интересленет. Тӑван поэзи, проза, критика, публицистика, юрӑ кӗвӗлесси чӑваш халӑхӗн историйӗпе культури ӑна пур енчен те интереслентерет. Ҫак ҫулсенче вӑл темӗн чухлӗ кӗнекесемпе хаҫат-журналсем вулать.
1951 ҫулхи кӗркунне ун асӗнче ннхҫан манӑҫми нахӑт пулса тӑратъ: Василий Волгина комсомола илеҫҫӗ. Волгин комсомол ретӗнче те канӑҫ мӗн иккенне пӗлмесӗр тӑрӑшса ӗҫлет. Василий Волгина комсомолӑн облаҫри XXI конференци делегатне те суйланӑ.
Литературӑпа интересленесси, ӗҫлесси унӑн ҫулсеренех уссе пырать. Шкулта вӑл «Ҫамрӑк вӑй» журнал кӑларма тытӑнать, журналӑн редакторӗ хӑех. 1953 ҫулхи декабрьте Волгин ҫамрӑк пнсательсен республикӑри виҫҫӗмӗш канашлӑвӗнче пулать. Ҫав канашлура пулни ӑна тата ытларах хавхалантарать, вӑтам шкултан вӑл медальпе пӗтерсе тухса Хусанти университета вӗренме кӗме ӗмӗтленет:
Тусӑм, вӑхӑт ҫитӗ, —
Пулӑпӑр эпир те
Тӑван ҫӗршӗн кирлӗ,
Усӑллӑ ҫыысем.
Кӑмӑлсем хаваслӑ,
Вӑй-халсем хӑватлӑ,
Чӗрере ҫунатлӑ
Ырӑ ӗмӗтсем,—

тет вӑл ҫав вӑхӑтра ҫырнӑ «Пуласси» ятлӑ сӑввинче..
Анчах 1954 ҫулхи ҫуркунне вӑтам шкултан вӗренсе тухасси пӗр виҫӗ уйӑх юлсассӑн, Василий Волгмн чирлесе ӳкет; ҫав ҫулах августӑн 23-мӗшӗнче унӑн ҫулӑмлӑ чӗри тапма чарӑнать...
Василий Волгин ӑста поэт пулма ӗнентерекен ҫамрӑкчӗ. Сӑвӑсене вӑл чӑвашла та, вырӑсла та ҫыратчӗ (вырӑсла ҫырнӑ сӑввисенчен иккӗшне чӑвашла куҫарса ҫак кӗнекене кӗртнӗ). Сӑвӑсемсӗр пуҫне вӑл юрӑсем те ҫырнӑ, юррисен музыкине те хӑех хывнӑ. Ҫавӑнпа пӗрлех вӑл картинӑсем ӳкерме те ӑстаччӗ. Ҫакӑн пек тӗрлӗ енлӗ ҫамрӑк талант тӑван халӑхӑн социализмла культурине пӗтӗм пултарулӑхне парса ӗҫлесшӗн ҫунатчӗ. Ҫамрӑк поэтӑн ҫак кӗнекере пичетленнӗ сӑввисене ӑсталӑх енчен тишкӗрсе хак парас шутӑм ҫук манӑн, мӗншӗн тесен хам евӗр тин ҫеҫ пичетленме пуҫланӑ авторшӑн ун пек хӑтланни сӑпайлӑха пӗлтерсех кайман пулӗччӗ. Тепӗр енчен каласан, вулакансем хӑйсемех Волгинӑн сӑввисене вуланӑ чух унӑн кӗске пурнӗҫне, ҫулне шута илсе, хӑйсем пӗлсе терӗс хак парӗҫ.
Творчествӑлла сӑпайлӑхӗ — Волгинӑн хӑйне ӳссе пыма пулӑшакан пӗртен-пӗр паллӑ та шанчӑклӑ хӑватчӗ. Хӑйӗн сӑввисем пирки мухтанарах калаҫнине эпӗ пӗрре те илтмен, пӗр-пӗр сӑвӑ ҫырсан та ӑна редакцине яриччен темиҫе хут хай тӳрлете-тӳрлете ҫыратчӗ, якататчӗ, ҫырнӑ сӑввине пӑхмасӑр калама вӗренетчӗ, ыттисене вулаттаратчӗ, вӗсен шухӑшӗсене пӗлсе тата лайӑхрах ҫырма тӑрӑшатчӗ.
Писателӗн мораллӗ сӑн-сӑпачӗ Волгина нумай шухӑшлаттаратчӗ. Таса чӗреллӗ ҫын кӑна алла перо тытса хӑйӗн суйланнӑ таса шухӑшне вулакана ӑшӑ кӑмӑллӑн сӗнме пултарать, тетчӗ вӑл юлташла калаҫнӑ чух.
Юлашки ҫулсенче В. Волгин тӑван чӗлхене тӗплӗн тепчесе вӗренме тытӑннӑччӗ, унӑн ҫаврӑнӑҫлӑ илемне, асамлӑ хӑватне ӑнкарса савӑнатчӗ, ҫав енӗпе ӳлӗм хӑй те ӗмӗрӗ тӑршшӗпех пикенсе ӗҫлес шанчӑкпа ҫунатланатчӗ.
Ҫак кӗнекене кӗнӗ сӑвӑсем В. Волгин пултарулӑхне пӗтӗмпех кӑтартаймаҫҫӗ пулсан та, вӑл ҫамрӗк поэт ятӗнчен, хамӑр вӑхӑтри пур ҫамрӑксен шухӑш-кӑмӑлне, таса ӗмӗчӗпе пысӑк шанчӑкне уҫать, вӗсен ӗҫӗпе паллаштарать тесе шутлама пулать. Ахальтен мар вӑл хӑйӗн вуниккӗре ҫырнӑ «Ҫамрӑк ӗмӗт» сӑввине ҫакӑн пек витӗмлӗ строфапа пӗтерет:
Этем хавалне те, тӗнче илемне те
Туллин эп туятӑп, Ҫӗршывӑм-анне!
Чӗнессӗм килет сӑввӑмпа ман пурне те:
— Ялан малалла! Коммунизм патне!
А. Канаш



Тулли верси :: Статья каҫми