Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Эрнери кун ячӗсем (ҪЯ)


Ҫулталӑк ярӑмӗн пайӗ.

Тунти кун — уйӑх мӑйрака туса ҫуралнӑ кун. Тына, вӑкӑр кунӗ. /Пуҫ пӳрне кунӗ/.
Ытларикун — Ут ҫине /вӑкӑр ҫине/ ларнӑ кун. /Шӗвӗр пӳрне кунӗ/.
Юнкун — Турӑ кунӗ. Чӳк кунӗ. Выльӑх пусмалли кун /така пусса чӳкленӗ/. /Вӑта пӳрне кунӗ/.
Кӗҫнерни кун — Кӗҫӗн эрне кунӗ. Хӗрарӑмсен кунӗ. Тулли эрне кунӗ умӗнхи кун. /Ятсӑр пӳрне кунӗ/.
Эрнекун — Пилӗк кунлӑ эрнене пуҫтарса вӗҫлекен кун. /"Эрне" перс халӑхӗн "адиня" сӑмахӗнчен пулса кайнӑ/./Кача пӳрне кунӗ. Алӑри пилӗк пӳрне чӑмӑрӗ/. Пӗр пиллӗкӗн кунӗ.
Чӑвашсем XVI ӗмӗрте вырӑссен кун йӗрки ҫине куҫнӑ. Эрнен кунӗсем ҫумне шӑмат /еврейсен "шабат", "уяв" "кану"/ кунне, вырӑс эрнин кунне, "вырсарни куна" хушса кӗртнӗ. Эрнене ҫичӗ кун тӑрӑх, уйӑха тӑватӑ эрне тӑрӑх /пӗр эрнине уйӑх тӑххӑр пулнӑ тӑрӑх/, ҫулталӑка 12 уйӑх тӑрӑх шутла пуҫланӑ.
Авалхи чӑвашсен ҫулталӑк ярӑмне-календарьне шутламалли хӑйсен йӗрки пулнӑ: арҫынсен тӑваттӑлла явнӑ тӑватӑ вӗҫлӗ "вун икӗ юплӗ" ярапаллӑ пушӑ /Вун ик йӳплӗ чӗн пушӑ. Н.И. Ашмарин. 10 т. 64 стр./; хӗрарӑмсен пӳ ҫине, пилӗке ҫыхнӑ ярӑмлӑ, саркӑч е яркӑчлӑ пиҫиххи. Вӑл виҫӗ ҫӳҫе ярапаллӑ тӑватӑ тӗслӗ, тӑватӑ хутлӑ пулнӑ. Пиллӗкмӗш хутӗнче хушма уйӑх ҫуҫин яраписен ҫыххи тӑнӑ. Халӗ ҫак майпа хатӗрленӗ илемлетнӗ пиҫиххисене музейсенче кӑна курма пулать.
Ӑсчахсем ҫулталӑкӑн кунӗсене тӑватӑ енлӗ туя юпа ҫине картласа, шӑтӑклӑ лапка ҫине чикмек чиксе шутланӑ.
Вӗсем кӗлӗ вырӑнӗнче, кӗтӳҫӗн ҫурчӗсенче-кушарта ларнӑ. XIX ӗмӗрте вӗсем кивелсе ҫухалнӑ.
Чӑвашсем хӑйсен календарьне XIX ӗмӗрччен тытса пыни паллӑ. Кама тӑрӑхӗнче чӑвашсем XX ӗмӗрчченех 12-13 уйӑхлӑ ҫулталӑк кунӗсене уйӑх тӑрӑх шутлани никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар.
Паянхи кунччен халӑхра уйӑх ячӗсемпе кун ячӗсем сыхланса юлнӑ. Паллӑ ӗнтӗ, халӗ ҫулталӑка патшалӑхӑн яваплӑ календарӗ тӑрӑх шутласа ирттеретпӗр.


 
Категорисем: Ҫулталӑк ярӑмӗ

Тулли верси :: Статья каҫми