Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Эриванов Николай Лазаревич


Эриванов Николай Лазаревич — чӑваш музыка фольклорне пухаканӗ, чӑваш халӑх музыка инструменчӗсене тӗпчекенӗ тата хатӗрлекенӗ. 1938 ҫулхи ҫурлан 20-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Вӑрманхӗрри Шӑхаль ялӗнче ҫуралнӑ.

Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ.

Пурнӑҫӗ

Николай Эриванов Шупашкарти Федор Павлов ячӗллӗ музыка училищине вӗренсе пӗтернӗ. Мускаври Чӑваш халӑх хорӗн концертмейстерӗ-баянистӗнче, Комсомольскинчи ача-пӑча музыка шкулӗн директорӗнче, Чӑваш Республикин халӑх пултарулӑхӗн ҫуртӗнче фольклор енӗпе методистра ӗҫленӗ.

1970 ҫултанпа вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти химиксен Культура керменӗ ҫумӗнчи «Сӑрнай» халӑх фольклор ансамбльне ертсе пырать.

Пултарулӑхӗ

1960 ҫултанпа вӑл 110 ытла юрӑ кӗвӗленӗ — вӗсенчен чылайӑшӗ «Юрламасӑр чун чӑтмасть», «Ҫӗмӗрт ҫеҫкере» юрӑсен пуххине кӗнӗ. 40 ытла юрӑ, хор, инструментпа каламалли хайлавсем Чӑваш радио фондӗнче упранаҫҫӗ.

Уйрӑмах П. Эревет, В. Дмитриев, В. Токмаков, С. Ильин, В. Шемекеев сӑввисемпе кӗвӗленисем халӑхра анлӑ сарӑлнӑ: «Кӗреке юрри», «Улӑхри ир», «Хӗр тунсӑхӗ», «Чӑваш пики», «Каҫхи илем» тата ыттисем.

Николай Лазаревич пӑлнай, сӑрнай, шӑпӑр, тӑм шӑхличсене хӑй аллипе ӑсталанӑ.

Каҫӑсем

Вуламалли



 
Категорисем: Эриванов Николай Лазаревич

Тулли верси :: Статья каҫми