Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Эпӗ сан (Николай Карай)


Ӳпкевпе ҫӗнӗрен
Кӑмӑла эс ан хуҫ.
Пӗр ҫавра чӗререн
Юрласа чуна уҫ.

Мӗн пулса иртнине
Маннӑ эп. Эс те ман.
Ҫыннӑн мар малашне, —
Малашне эпӗ сан.

Николай Карай



Тулли верси :: Статья каҫми