Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Эпӗ ку, сан мӑшӑру...

Хитре чăваш ятсем:
Эх, хитре-çке чăваш ячĕсем: САВАНТЕЙ, САВАÇ, САВНЕПИ, САЙРУНА, САРИНЕ, САРХАН, САХВУН, СĂРПИК, СВЕРККЕ, СЕНЕСЛУ, СЕНТИЛЕТ, СЕНТИМĔР, СЕНТТИ, СЕРКУÇ, СЕРПИНЕ, СЕРТЕПИ, СЕТНЕР, СИЛЕРПИ, СИЛПИ, СИЛПИК, СИЛТЕЛЕТ, СИНЕРПИ, СИТЕХМЕТ, СИТТИ, СӲНЕРПИ.

Хӗвел анма та ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ. Тӗттӗмленсе пырать. Таҫтан теме сиссе улакурак кранклатса вӗҫсе иртрӗ.
Шурӑ ҫуртӑн уҫӑ чӳречисенчен такамсем ҫурма сасӑпа калаҫни илтӗнет.
Реанимаци пӳлӗмӗ иккен. Ҫамрӑк хӗрарӑм тавра хирургпа ассистентсем хӗвӗшеҫҫӗ.
— Хӗрарӑм ытла нумай юн ҫухатнӑ.
— Константин Васильевич, эсир ун пуҫ купташкине пӑхӑр-ха, суранланса пӗтнӗ, — хушса хучӗ ассистент.
— Ман шутпа, эпир ӑна нимпете пулӑшма пултараймастпӑр. Пулӑшсан та вӑл пурнӑҫне тӑршшӗпе вырӑн ҫинче ирттерӗ. Ҫурӑм мимине вӑйлӑ лекнӗ.
— Ах, ытла ҫамрӑк-ҫке-ха, Турри ҫапла ҫырнӑ-ши? Машин айне мӗнле лекнӗ-ши, мӑнтарӑн...
Марина пӗрре шурӑ халат тӑхӑннӑ ҫынсем ҫине, тепре операци сӗтелӗ ҫинче выртакан хӗрарӑм ҫине пӑхрӗ. Сӗтел ҫинче выртакан ҫын ҫине пӑхма хӑрушӑ: вӑл юнланса пӗтнӗ, питне вара лутӑркаса пӗтернӗ тейӗн.
Хӗрарӑм ҫӳҫенсе илчӗ. Хӑрушӑ фильмсем нихӑҫан та пӑхма юратманскер, вӑл телевизора урӑх канал ҫине куҫарас тесе куҫӗпе пульт шырарӗ — ӑнсӑртран хӑй сывлӑшра вӗҫнине туйса илчӗ. «Турӑҫӑм, мӗн ку?!» — кӑшкӑрса ячӗ Марина, анчах ӑна никам та илтмерӗ.
Вӑл операци сӗтелӗ ҫинче выртакан ҫамрӑк хӗрарӑм ҫине пӑхрӗ. Ҫук! Пулма пултараймасть! Марина хӑйне палласа илчӗ. Турӑҫӑм! Аслӑ Турӑ! Тархасшӑн, мана халех илсе ан кай. Эпӗ ҫамрӑк-ҫке-ха, ман пурӑнмалла та пурӑнмалла. Тархасшӑн, Турӑҫӑм, пулӑш!
Кӗтмен ҫӗртен тӗттӗмленчӗ. Нимӗн те курӑнмасть. Тепӗртакран пӑнчӑ евӗр ҫутӑ палӑра пуҫларӗ, вӑл пысӑкланнӑҫемӗн пысӑкланчӗ. Ҫутӑ хӑйӗн патне илӗртрӗ, чӗнчӗ. Унран темле ӑшӑ ҫапса тӑчӗ. Мӗн тумалла? Ҫутта хирӗҫ утмалла е каялла ҫаврӑнмалла? Каялла, каялла... Хӗрарӑм умне тискер ӳкерчӗк сиксе тухрӗ: Дима, ун мӑшӑрӗ, ӑна хӑйӗн ҫӑмӑл машинипе ҫапса кайрӗ. Юри, курса тӑнӑ ҫӗртех. Мӗншӗн? Мӗншӗн? Юлашки вӑхӑтра вӗсем час-часах ятлаҫрӗҫ. Темӗн ҫитмесчӗ Димӑна, Маринӑна кӳрентермелли сӑмахсем ялан тупатчӗ.
Акӑ пӗрре Марина Дима юратнӑ пулӑ котлетне пӗҫернӗччӗ. Упӑшки ӗҫрен килессе чӑтӑмсӑррӑн кӗтсе ларчӗ. Лешӗ хӑйне нумай кӗттермерӗ, часах алӑк чӗриклетсе уҫӑлнӑ сас илтӗнчӗ.
— Хырӑм выҫрӗ, мӗн пӗҫертӗн?
— О-о... Тинех килтӗн. Кӗтсе те ывӑнтӑм ӗнтӗ сана. Эс юратнӑ апату — пулӑ котлечӗ кӗтет сана. Атя, ҫӑвӑн та сӗтел хушшине лар.
Арҫын ҫӑвӑнса пӗтернӗ хыҫҫӑн апатланмалли пӳлӗме кӗрсе сӗтел хушшине ларчӗ.
— Тьфу! Мӗн ку?! Мӗн наркӑмӑшӗ ҫитеретӗн эс? Вӗлересшӗн-им? — чӑркӑшрӗ Дима, апата йытӑ чашӑкне силлерӗ.
— Эпӗ ҫирӗм, тутлахчӗ-ҫке... Турӑ хӗрарӑм пӗҫернӗ апат ӑшне туйине чикнӗ, арҫын пӗҫернӗ апат ӑшне аллине чикнӗ, тет. Ҫавӑнпа арҫын пӗҫернӗ апат тутлӑ, тет. Тен, хӑв пӗҫерсе ҫитерӗн?
Кун пек калани Димӑна тарӑхтарсах ячӗ:
— Вӗрентсе тӑр тата! Апат пӗҫересси арҫын ӗҫӗ мар вӑл! Тух луччӗ кунтан, тарӑхтарса ан лар мана кунта...
Марина чӑтатчӗ: ҫемье тӗрекне мӗнле те пулин сыхлама тӑрӑшатчӗ.
Дима вара... арӑмне пӗр шеллемесӗр «вӗлерчӗ». Мӗншӗн?.. Маринӑн ҫакна пӗлмеллех.
Хӗрарӑм каялла утас турӗ, тепӗр утас... Ӑнсӑртран ӑна темле вӑй туннельтен тӗксе кӑларса ячӗ.
Каллех тӗттӗм. Куҫа йӗппе чиксен те нимӗн те курӑнмасть. Ы-ыш!..
Сивӗ. Сывлӑш та темле — сӑмсана пӳлет. Хӗрарӑм аллисемпе хыпашларӗ: «Ӑҫта эпӗ?» Марина пӗтӗм вӑйне пухса тӑрса ларчӗ. Куҫӗ майӗпен тӗттӗме хӑнӑхрӗ. Чун ҫӳҫенсе илчӗ. Хӗрарӑм хӑй ӑҫтине тинех ӑнкарчӗ: «моргра иккен. Ӑна шурӑ простыньпе витнӗ. «Мана вилнӗ тенӗ иккен! Анчах та эпӗ ҫак тӗнчене каялла килтӗм. Турӑ мана чӗртсе тӑратрӗ, тепӗр пурнӑҫ парнелерӗ. Ку Аслӑ Турӑ асамӗсенчен пӗри».
Марина хӑйӗн ҫине витнӗ простыньпе пӗркенчӗ те йӑпшӑнса урама тухрӗ. Сӗм ҫӗрле. Тулли уйӑх ҫутипе шурӑ пӗркенчӗклӗ хӗрарӑм темле хӑрушшӑн курӑнчӗ. Марина васкаса утрӗ, ҫул ҫинче тӗл пулнӑ ик-виҫ ҫын ӑна инҫетренех курса айккинелле пӑрӑнчӗҫ, сӑх сӑхса та илчӗҫ. Ҫакӑ хӗрарӑма кулӑшла пек те туйӑнчӗ.
Ҫамрӑк хӗрарӑм хӑй пурӑнакан ҫурт тӗлне ҫитрӗ. Чим-ха, ун уҫӑ та ҫук-ҫке! Марина тӑхтаса тӑчӗ: ӑҫталла ҫул тытас капла? Юнашар урамра ун аппӑшӗ пурӑнать, ҫавӑнталла утрӗ.
Аппӑшӗ, Вера, алӑкне уҫсанах шак хытса тӑчӗ. Вӑл тӳрех ним сӑмах та чӗнеймерӗ. Алӑк умӗнче шурӑ простынь пӗркеннӗ, пичӗ-куҫӗ юнланса пӗтнӗ йӑмӑкӗ тӑра парать.
— Вера, нумайччен ҫавӑн пек тӑратпӑр-и? Тен, эсӗ мана кӗртӗн?
— Марина, эсех-и ку? Паян сана машин ҫапса кайнӑ тесе шӑнкӑравласа пӗлтерчӗҫ. Эсӗ... эсӗ... ҫук, пулма пултараймасть. Мана куҫа курӑнать пулинех. Ара, ҫын чунӗ хӗрӗх кун хушши ку тӗнчере ҫӳрет теҫҫӗ те. — Вера сӑх сӑхса илчӗ.
— Аппаҫӑм, ан лапӑртат-ха, эпӗ ку, сан юратнӑ йӑмӑку, сывах.
Аппӑшӗ йӑмӑкӗ ҫине тӗлӗнерех, сӑнаса пӑхрӗ.
— Пӗлетӗн-и, Вера, паян тӗлӗнмелле кун...
Йӑмӑкӗ хӑйӗнпе пулса иртнӗ ӗҫ-пуҫа каласа кӑтартма пуҫларӗ. Аппӑшӗ тӗлӗннипе пӗр сӑмах та хушаймарӗ. «Пулма пултараймасть... Ах, Турӑ!» - пӑшӑлтат-ма ҫеҫ пултарчӗ вӑл.

* * *

Ӑшӑ вырӑн ҫинче иккӗн киленсе выртаҫҫӗ. Арҫын хӗрӗн вӑрӑм ҫӳҫӗпе вылять, хӗр хӗвел пек ӑшшӑн кулать.
— Акӑ тинех, хӗвелӗм, иксӗмӗр юлтӑмӑр. Тек пире никам та кансӗрлемӗ, юратӑвӑм. Иксӗмӗр ҫак ҫутӑ тӗнчепе киленсе пурӑнӑпӑр... — ӑшшӑн ыталарӗ Дима сарӑ ҫӳҫлӗ пикене.
— Ҫапла, савниҫӗм... Эпир нихӑҫан та пӗр-пӗринчен уйрӑлмӑпӑр, — чӑп! чуптурӗ хӗр арҫынна. — Халӗ вӑрттӑн тӗл пулма та пӑрахатпӑр ӗнтӗ... Ӑ-ӑ-ӑ... Хӑҫан эпӗ сан пата куҫӑп?
— Кӗт пӑртак. Ыран е тепӗр кун Маринӑна пытарӑпӑр. Вара ик-виҫ кунтан куҫма та пултаратӑн, чӗкеҫӗм.
Тепӗртакран еркӗнсем тутлӑ ыйха путрӗҫ. Ҫӑлтӑрсем намӑса пӗлмен мӑшӑртан тӗлӗнсе пӑхрӗҫ, тӗнче усалланса пыни пирки сӑмах тапратрӗҫ. Ҫутӑ уйӑх вӗсене лӑплантарма тӑрӑшрӗ.
* * *

Ҫулталӑк иртрӗ. Питӗ йывӑр пулчӗ Маринӑна. Дима мӗншӗн Турӑ каҫарайми усал ӗҫ тунине те пӗлчӗ. Ӑна вӑл малтанах сисмен мар. Ҫемьене аркатас темен ҫеҫ, чӗнмен, чӑтнӑ. Ку йӑпӑртлӑх ҫыхлану ҫеҫ пулӗ тесе, ҫук иккен. Мӗншӗн арҫынсем ҫумри хӗрарӑма юратма, хисеплеме пӗлмеҫҫӗ-ши? «Акӑ сан телейӳ, ҫумрах!» — тесе те кӑшкӑрас килет тепӗр чух, ҫук, вӗсем хӑлхасӑр, илтмеҫҫӗ. Темле вӑй вӗсене ялан айккинелле туртать...
Марина Дима патне кашни эрнере тенӗ пекех шӑнкӑравларӗ. «Кам ку?» тесе ыйтсан «Эпӗ ку, сан мӑшӑру» тесе хуравларӗ вӑл. Лешӗ сӑмах чӗнейми пулатчӗ. Ҫулталӑк хушшинче арҫын нумай ватӑлчӗ. Ҫӗнӗ арӑм усалтан хӑрушӑ пулчӗ, килтен кӑларса ярассипе те хӑратрӗ. Акӑ тата Марина чунӗ шӑнкӑравлать, ӑна канӑҫ памасть. Тӗлӗкре те Дима Маринӑпах аташрӗ.
Паян Марина ирех тӑрса ларчӗ. Чуна ҫӳҫентерекен темле туйӑм ҫан-ҫурӑма хӗснӗҫемӗн хӗсет. Пуҫ ҫине часах темӗн йӑтӑнса анас пек туйӑнать. Чӗре усала сиснӗн хыттӑн тапать, ӑш вӑркать. Упӑшкине курас, ун куҫӗнчен пӑхас шухӑш хӗрарӑмӑн пуҫӗнчен каймарӗ. Хӗрарӑмӑн юратнӑ мӑшӑрӗ ун пурнӑҫне «татма» хал ҫитернӗ, ют хӗрарӑм пылакне тутанса ун вӑйӗнчен иртеймен, мӗскӗн!
Ҫиччӗ ҫитсе пырать. Маринӑн упӑшки ӗҫе кайма ҫак сехетре тухаканччӗ. Хӗрарӑм тумланчӗ те хӑй малтан пурӑннӑ тӗле уттарчӗ. Акӑ палланӑ ҫурт. Часах подъезд алӑкӗ уҫӑлчӗ. Вӑл!.. Халӗ Дима яланхи пек шукӑль тумланман. Пиншакӗ те кивелнӗ, шалпарланнӑ. Вӑл хӑйӗн ҫине такам тинкернине туйрӗ пулмалла. Арҫын шурӑ хурӑн тӗлӗнче тӑракан хӗрарӑм енне пӑхрӗ. Упӑшкипе арӑмӗн куҫӗсем тӗл пулчӗҫ. Дима шарт! сикрӗ. Ҫук! Вӑл вилнӗ-ҫке-ха. Вера, ун аппӑшӗ, ӑна пытарнӑ терӗ. Арҫын тухса каясла тапакан чӗрине ярса илчӗ, вӑй пӗтсе ҫитрӗ.
— Марина, каҫарсам мана, ухмаха, каҫарсам!.. Мӗншӗн чӗнместӗн? Кала-ха ӗнтӗ мӗн те пулин Пӗлетӗп, эпӗ айӑплӑ сан умра... — арҫын чӗркуҫленсе ларчӗ. — Эсӗ мана... — сасартӑк Димӑн чӗри тапма чарӑнчӗ, вӑл тӗшӗрӗлсе анчӗ.
Арӑмӗ упӑшки ҫине чылайччен пӑхса тӑчӗ те: «Турӑ каҫарӗ», — терӗ. Хӗрарӑм вӑрт ҫаврӑнчӗ те малалла ҫирӗппӗн утса кайрӗ. Унӑн шӗвӗр кӗлеллӗ пушмакӗн сасси тахҫанччен янӑраса тӑчӗ.
Оксана Ефимова


 
Категорисем: Оксана Ефимова ӗҫӗсем, Калавсем

Тулли верси :: Статья каҫми