Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Эконом


Эконом (ҫавӑн пекех Юпал) — Чӑваш Республикинчи Йӗпреҫ районӗнчи посёлок. Киров ял тӑрӑхне кӗрет.

Географи

Посёлок Чӑваш Енӗн тӗп пайӗнче Юпал юханшывӗн сылтӑм ҫыранӗнче вырнаҫнӑ. Республикӑн тӗп хулине — Шупашкара — ҫитме 126 километр, район центрне — Йӗпреҫ поселокне ҫитме — 17 километр, чи ҫывӑхри чукун ҫул станцийӗ таран — ҫавӑн пекех 17 километр.

Спотарӑпа Эконом хушшинчи уй Сурӑм уй ятлӑ.

Историйӗ

Посёлока 1927 ҫулта йӗркеленӗ. Малтанхи ячӗ — Юпал. 1926 ҫулхи ҫӑвӑн 4-мӗшӗнче кунта 1922 ҫултанпа ӗҫлекен «Узяново» ял хуҫалӑх эртелне туса хунӑ. 1927 ҫулта посёлока Етӗрне уесӗнчи Туҫа вулӑсӗнчен 13 кил хуҫалӑхӗ (63 ҫын) куҫса килнӗ.

1930 ҫулта «Эконом» колхоз йӗркеленӗ. Посёлокӑн хальхи ятне ҫак колхоз ячӗпе панӑ. Административлӑ-территориллӗ пайлану енӗпе посёлок 1926–1927 ҫулсенче Етӗрне уесӗнчи Туҫа вулӑсне, 1927–1928 тата 1962–1965 ҫулсенче Вӑрнар районне, 1928–1962 ҫулсенче тата 1965 ҫултанпа Йӗпреҫ районне кӗнӗ.

Халӑх йышӗ

Халӑх йышӗн улшӑнӑвӗ:

Наци йышӗ: чӑвашсем, вырӑссем.

Инфраструктура

Посёлокра фельдшер пункчӗ, клуб, спорт площадки, икӗ лавкка пур.

Экономика

Экономикӑн тӗп пайне ял хуҫалӑхӗн производстви йышӑнать. Посёлок территорийӗнче Киров ячӗллӗ колхоз ӗҫлет.

Паллӑ ҫынсем


 
Категорисем: Эконом

Тулли верси :: Статья каҫми