Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Шӑрчӑк сассиллӗ шӑплӑхра


Илемлӗхшӗн килмен ҫут тӗнчене,
Ҫапах та илемлӗн пурӑнасчӗ.
Ырришӗн вара ҫакӑ ҫут тӗнчере
Сӑмах та пулин хӑварасчӗ
(«Тӗтре витӗнсе тӗлӗрет» сӑвӑран)

Ҫак йӗркесен авторӗ, чӑвашсен паянхи паллӑ, юратнӑ поэчӗ Любовь Мартьянова халӗ тӑван ялӗнче Карапашра пурӑнать. Вулакансем унӑн кашни сӑввине чун патне илеҫҫӗ. Литература хуранӗ патӗнчен пӑрӑнса, вӑл паян тӑр-пӗччен поэзи тунсӑхӗнче пурӑнать. Пурнӑҫ ҫапла тӗрӗслет иккен ҫынна. Чӑн-чӑн поэта вӑрманти хӳшше тарса пытансан та манмаҫҫӗ. Унӑн сӑввисем чӗререх, вӗсем манӑҫмаҫҫӗ. Яла кайнӑ та ҫухалнӑ теме ҫук Мартьянова ҫинчен. Унӑн поэзине юратакансем Люба патне Карапаша та час-часах килсе ҫӳреҫҫӗ иккен. Манмаҫҫӗ поэта, юратаҫҫӗ, асаилеҫҫӗ. Чӑваш телевиденийӗ те кунта пӗлтӗр килсе кайнӑ, Татьяна Шаркова тӗрӗ ӑсти час-часах килсе ҫӳрет иккен, Люба Олангай сӑвӑс тата ыттисем те.
Любовь Васильевна Мартьянова
ҫуралнӑ ялӗ: 1950 ҫулхи раштавӑн 16-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Карапаш.
Ашшӗ-амӑшӗ: Галина Семеновна Мартьянова, Карапашри вӑтам шкулта вырӑс чӗлхи учительници пулнӑ. Василий Егорович Мартьянов, районти фотограф; иккӗшӗ те ҫӗре кӗнӗ.
пӗлӳ: Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш чӗлхипе литератури уйрӑмӗнчен вӗренсе тухнӑ.
ӗҫленӗ: 1974-77 ҫулсенче Патӑрьел районӗнчи Турханти вӑтам шкулта учитель, ун хыҫҫӑн «Тӑван Атӑл» журналта поэзи пайне ертсе пынӑ.
пултарулӑхӗ: «Эп чӗртнӗ вучах», «Шурӑ юр юрри», «Сенкер ачалӑх», «Йышӑнман сӑмахсем», «Сенкерлӗхре эп кӗтнӗ кӗвӗ» кӗнекесен авторӗ. «Ҫӳл тӳпери ҫич ҫӑлтӑр» ушкӑнпа тухнӑ кӗнекере те унӑн чылай сӑвви пичетленнӗ. Сӑввисене композиторсем сахал мар юрра хывнӑ: «Чечек акрӑм та...» (композиторӗ Н. Праулов), «Ан ятла», «Аса ил», «Хура тутӑр хурлӑн ӳкрӗ урайне» (композиторӗ В.Романов), «Кӗрхи юрӑ» (композиторӗ Ю.Шепилова), «Ан чӗтре, йӑмра», «Тӳпери шур уйӑх», «Сенкер ҫутӑ» (композиторӗ В. Романов) тата ытти те.

Ҫулне-йӗрне пӗлмесӗрех, тӗл пулнӑ ҫынсенчен ыйтса, эпӗ те Карапаша пырса ҫитрӗм.
— Люба, сӑвӑ ҫырас ӑсталӑх санра епле вӑраннӑ?
— Манӑн анне питӗ сӑвӑсем юрататчӗ. Хӑй те ҫырнӑ пулнӑ, иккен, анчах та мана малтан кӑтартман, пытарнӑ. Эпӗ ӑна хамӑн пӗрремӗш сӑвва вуласа патӑм та, вӑл питӗ савӑнчӗ.
Калаҫ, эс вӗҫӗмсӗр калаҫ
Эс саспа мар, эс куҫсемпе калаҫ
Курмастӑн-им, ҫӳл тӳпере ҫӑлтӑр вылять?
Вӑл саспа мар, тен, сассӑр калаҫать...

Анне ҫамрӑкла вилчӗ ҫав, чирлетчӗ. Виличчен атте мана чӗнсе илчӗ те ҫапла каларӗ:
— Эх, Люба, эпӗ вилсен ҫак пӳртре никам та пурӑнмасть пуль ӗнтӗ, — терӗ.
— Атте, пӳрт хупӑнмасть, эпӗ яла килетӗп, кунта пурӑнатӑп, — терӗм. Вӑт ҫапла яла килтӗм те.
— Ялӗ илемлӗ сирӗн. Йӑмрасен кашлавӗнче сӑвӑсем ытларах та ҫырӑнаҫҫӗ пулӗ? Ҫӗнӗ кӗнекелӗх те хатӗрлерӗн пуль?
— Ҫапла туйӑнатчӗ малтан. Вӗҫӗмсӗр ҫырса пурӑнатӑп тесе шутлаттӑм. Ҫырман теместӗп-ха ӗнтӗ. Кӗнекелӗх хатӗрленӗ, анчах мӗнле кӑларайӑп-ши ӑна, пӗлместӗп. Юлашки вӑхӑтра тем пит ҫырӑнмасть те. Акӑ, итле:
Шӑрчӑк сассиллӗ шӑплӑх...

Такӑнчӗ те ҫак йӗрке, ун хыҫҫӑн урӑх ним те килмест. Ҫулла халь — пахча ӗҫӗ, ҫак самантра эпӗ ҫӗрулми кӑлараттӑм. Хӗлле вара пӳртре шӑрчӑк ҫеҫ чӗриклетет. Урамра пушӑ, кассипе те пӗр ҫын пурӑнмасть, хулана каяҫҫӗ хӗл каҫма. Юнашарти касран ҫеҫ икӗ ача шкула кайса килеҫҫӗ. Анатри касра тӑвансем пур-ха аннен йӑмӑкӗ, аттен шӑллӗ пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем патне ҫӳрекелетӗп. Хӗлле ҫак пӳртре шӑрчӑкпа иксӗмӗр ҫеҫ пурӑнатпӑр. Шӑрчӑк юрлать, эпӗ сӑвӑ ҫырма хӑтланатӑп.
— Сӑвӑсене эсӗ университетра вӗреннӗ чухнех ҫырма пуҫланӑ вӗт-ха.
— Ҫапла, 1969 ҫулта «Коммунизм ялавӗ» хаҫатра манӑн «Асӑнмалӑх» ятлӑ пӗрремӗш сӑвӑ пичетленчӗ. Эпӗ ун чухне вун тӑххӑртаччӗ.
Асӑнмалӑх параҫҫӗ туссем,
Юрӑсем, кӗнекесем.
Килӗшетӗн-и, парӑп сана
Сӑвӑсем...

— Кама халалланӑ эсӗ ку сӑвва?
— Пӗрле вӗреннӗ хӗр тусӑма Лена Алексеевӑна. Эпӗ ӑна чылай сӑвӑ парнеленӗ. Ҫывӑх туссем пулнӑ эпир. Ун чухне хамӑр та темле урӑхларахчӗ, поэзипе ҫунатланса пурӑнаттӑмӑр. Час-часах Петӗр Ҫӑлкуҫ, Раиса Сарпи, Виталий Родионов гостиницӑсенче пӳлӗм шыраса чупса ҫӳреттӗмӗр, поэзи каҫӗсем ирттереттӗмӗр. Ҫӗр каҫа сӑвӑ вуланӑ, ӗмӗтленнӗ, тавлашнӑ, пӗр-пӗрин сӑввине итлесе киленнӗ, хак панӑ. Епле хаклӑччӗ ҫав вӑхӑтсем, илемлӗччӗ! Пурӑнас килетчӗ ун чухне! Эпӗ тата Мария Волкова сӑввисемпе антӑхаттӑмччӗ.
— Кам пулнӑ саншӑн Мария Волкова?
— Вӑл маншӑн идеал пулнӑ. Эпӗ ӑна ятарласа кайса шыраса тупрӑм, писательсен пухӑвӗнче ларнине чӳречерен пырса пӑхса тӑтӑм. Пуҫӗ, ҫӳҫ прически турӑш ҫинчи ҫветтуй ореолӗ пек курӑнчӗ мана, ҫавӑн чухне. Эпӗ ун сӑнарне ӗмӗрлӗхе асра хӑвартӑм. Каярахпа эпир паллашрӑмӑр, поэзире пӗрле ӗҫлерӗмӗр, маншӑн вӑл ҫав тери хаклӑ юлташ пулса тӑчӗ. Ентӗ Мария Волкова вилни те чылай пулать, эпӗ пурпӗрех ун поэзине халӗ те ҫамрӑк чухнехи пек антӑхса кайса юрататӑп. Пӗлетӗн-и, антӑхса кайса юрататӑп... Пӗрре те асран тухмасть вӑл.
Калаҫать-калаҫать те поэтесса, чарӑнса урама пирус туртма тухать. Тем, пӑлханать, асаилӳсем чунне хускатрӗҫ пулас, куҫӗ те хӗрелсе шывланчӗ...
— Ҫав тапхӑрта литературӑри аслӑрах юлташсем вӗрентсе пыни пурччӗ, — тӑсатъ хӑйӗн калаҫӑвне малалла Люба. — Алексей Воробьев, Александр Галкин, Александр Кӑлкан — чӑн-чӑн поэтсемччӗ. Вӗсем пире поэзи техникине вӗрентетчӗҫ, пичетленме пулӑшатчӗҫ, редакцилесе паратчӗҫ. Александр Галкина ман сӑвӑсем пит килӗшнӗ, вӑл мана университетра вӗреннӗ чухне «Тӑван Атӑл» журналта пӗр страница сӑвӑсем пичетлесе пачӗ, каярахпа, Турханта ӗҫленӗ вӑхӑтра «Тӑван Атӑла» ӗҫлеме чӗнсе илчӗ.
— Турханта ӗҫленӗ ҫулсенче мӗнле сӑвӑсем ҫырнӑ?
— Турхан мана питӗ килӗшетчӗ: ҫыннисем те, ялӗ те. Унта йӗри-тавра тайга вӑрманӗ кашласа ларать. Хам вӗрентнӗ кашни ачана курсан паллассӑн туйӑнать. Пурте хаклӑ маншӑн. Турханта эпӗ нумай ҫырнӑ. Унти сӑвӑсем кайран пурте «Шурӑ юр юрри» кӗнекене кӗнӗ.
— Савние халалланӑ сӑвӑсем пур унта. Кам пулнӑ вӑл?
— Ҫын.
— Ҫын пуль-ха, мӗнлерехскерччӗ?
— Камне каламастӑп. Арӑмӗ халь пӗлсен?
— Ан кала, эппин. Мӗншӗн килӗшнӗ вӑл сана?
— Ман чуна ӑнланма пӗлнишӗн. Шӳтлеме пӗлетчӗ вӑл, пулӑшма, хӳтӗлемӗ тӑрӑшатчӗ тата сӑвӑсем юрататчӗ. Ҫук, хӑй ҫырнине пӗлместӗп. Мана яланах «Мӗн те пулин вуласа пар-ха», — тетчӗ. Иксӗмӗр уҫӑлса ҫӳреттӗмӗр те вара, эпӗ ӑна ҫӗрӗпех хамӑн сӑвӑсене вуласа параттӑм. Вӗҫкӗнлӗхӗ те пурччӗ хӑйӗн, анчах мана систересшӗн марччӗ. Эпӗ пурпӗрех сисеттӗмччӗ. Ҫавӑ та килӗшетчӗ. Савни учитель пулнӑ манӑн, ачасемпе пӗрле вӑрмана похода нумай ҫӳренӗ.
Ачасен ячӗпе эпӗ сахал мар калав ҫырнӑ. Кайран вӗсем «Сенкер ачалӑх» кӗнекере пичетленсе тухрӗҫ. Ун чухнехи туссемпе, сӑмахран, Мария Живовӑпа халӗ те ҫыхӑну тытатпӑр.
— Хӑш вӑхӑтра ҫырма юрататӑн сӑввусене?
— Ҫулла, ҫуркунне эпӗ ҫырмастӑп, яланах кӗркунне ҫырнӑ. Манӑн поэзи — тунсӑх поэзийӗ вӗт.
— Ялта сӑвӑ ҫырма хавхалантаракан савни пур-и тата?
— Пур... Эй, чим, асту, ялти ҫынсем ан пӗлччӗр. Камне ан ҫыр эсӗ.
— Камне эпӗ пӗлместӗп, ху ҫеҫ пӗлетӗн. Санӑн упӑшку ҫак ялтанах пулнӑ-и?
— Упӑшкаран эпӗ чылай ҫул каялла, ача ҫуратсанах уйрӑлнӑ. Халӗ хӗр манӑн, Галя, хӑй те ачаллӑ ӗнтӗ. Ҫемйипех, Мирослава мӑнукпа тин ҫеҫ хӑнана килсе кайрӗҫ.
Хӑнасем ман пата килкелеҫҫӗ. Кӳршӗсемпе пӗрле кассипех уяв тӑватпӑр. Туслӑ пурӑнатпӑр, пахчара сӗтел пуҫтаратпӑр та пӗрле ӗҫсе-ҫисе пухӑнса юрӑ юрлатпӑр. Савӑнатпӑр вара ҫапла.
— Ҫапла, эпир, кӳршӗсем, пӗрле пухӑнса Люба Мартьянова сӑввисене итлетпӗр, хаклатпӑр хамӑр пӗлнӗ пек. Люба ҫӗнӗ сӑввисене вуласа парать пире, ӳркенмеет. Эпир, хамӑр ялтисем, унпа питӗ мухтанатпӑр, — терӗ Надя Николаева кӳршӗ.
Людмила Сачкова
«Тӑван Ен», 2010, авӑн, 3-9


 
Категорисем: Мартьянова Любовь Васильевна

Тулли верси :: Статья каҫми