Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Шывпа юхса, ҫилпе вӗҫсе ан кайтӑрччӗ


Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗпе Муркаш район администрацийӗ Чӑваш чӗлхин кунне халалласа ирттерекен ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗн йыхрав хучӗ ҫине "Тӑван чӗлхе хӑватлӑ, тӑван сӑмах таса" тесе ҫырса хуни тӳрре килчӗ — конференци питӗ ӑнӑҫлӑ та тухӑҫлӑ ӗҫлерӗ. Тимухха Хӗветӗрӗ чӗлхеҫӗ ҫуралнӑранпа - 120 тата Александра Лазарева ҫыравҫӑ ҫут тӗнчене килнӗренпе 90 ҫул ҫитнӗ май йӗркеленӗ ӑслӑлӑх канашлӑвӗ Муркаш район администрацийӗнче иртрӗ. Район пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алевтина Андреева конференцие пурне те кӑмӑла каймалла, кашни хӑнана чысласа, ырӑ сӑмах каласа ертсе пычӑ.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн литература пӗлӗвӗпе фольклористика пайӗн пуҫлӑхӗ Виталий Станьял Муркашсем ҫак уява таса чунпа хатӗрленнине, шкул ачисем маттур, стендсем паха пулнине палӑртрӗ. Чӑвашсен шур сухалӗ хӑйӗн шухӑшне пытармарӗ — ача мӗнлерех пуласси, тӑван чӗлхене, йӑла-йӗркене сума сӑвасси ашшӗ-амӑшӗнчен килет. Халӑхра чи юрӑхсӑр йӑласем палӑрнишӗн вӗрентекене, шкула, библиотекӑна айӑпламалла мар. Малти вырӑнта ашшӗ-амӑшӗ тӑмалла. Ҫут ҫанталӑк ҫапла туса янӑ — ачи-пӑчи ашшӗ-амӑшӗ ҫумӗнче пулмалла. "Калаҫни кӑна шывпа юхса, ҫилпе вӗҫсе каять", — терӗ Виталий Петрович, ҫавӑнпа та конференци ӗҫне пӗтӗмлетсе Александра Лазаревен 100 ҫулхи юбилейӗ тӗлне унӑн ҫырнисен пуххине кӑларма йышӑнмаллах тесе сӗнчӗ вал.
Гуманитари институчӗн терминологипе пуплев культури лабораторийӗн ертӳҫи Геннадий Дегтярев пухӑннисене Тимухха Хӗветӗрӗн чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗнчи пӗлтерӗшӗ ҫинчен каласа пачӗ. Ҫӑвар карса тенӗ пек итлерӗҫ ӑна вӗрентекенсемпе библиотекарьсем. Муркаш районӗнчи Якаткасси ялӗнче ҫуралнӑ, Турайри пуҫламӑш шкулта, Элӗкри икӗ класлӑ шкулта, Чӗмпӗр чӑваш шкулӗнче вӗреннӗ ҫак ҫын пулман пулсан, тен, пирӗн тӑван чӗлхере "пуплев пайӗ", "япала ячӗ", "хисеп ячӗ" тата чӑвашла ытти нумай-нумай термин пулмастчӗ пулӗ. Чӑваш чӗлхин грамматикипе ҫыхӑннӑ мӗнле кӑна ӑслӑлӑх кӗнеки кӑларман пуле Тимухха Хӗветӗрӗ! Чӗмпӗр чӑваш семинарийӗн тӗп шкулӗнче ӗҫленӗ хушӑрах вал И.Я.Яковлев ертсе пыракан куҫару комиссийӗн ӗҫне хутшӑннӑ. 1934-1937 ҫулсенче Ленинградри Хӗвел тухӑҫ халӑхӗсен институтӗнче чӑваш чӗлхине вӗрентнӗ. Шел, Сталин саманин йӗплӗ саламатӗнчен хӑтӑлайман вал, репрессие пула Петрозаводск хутлӑхӗнчи Сорока станцийӗнче 54 ҫул тултараймасӑрах вилнӗ.
Геннадий Дегтярев тӗпчевҫӗн Тимухха Хӗветӗрӗпе ҫырӑннӑ документ питӗ нумай, вӗсен шутӗнче чӗлхеҫӗ аса илӗвӗсем те, ӑна ыйтса тӗпченӗ протоколсем те. Геннадий Анатольевич пухӑннисене пысӑк чыса тивӗҫ чӗлхеҫӗ ҫинчен ҫитес вӑхӑтрах кӗнеке хатӗрлесе кӑларма шантарчӗ. Иккӗленӳ ҫук — ҫак кӑларӑм питӗ интереслӗ пулмалла.
Наука аслӑ сотруднике Алина Сосаева хӑйӗн сӑмахне пысӑк хӑпартланупа пуҫларӗ: "Чӑваш чӗлхи пӗтмест, пӗтме те шутламасть!" Ҫакна вал Интернетра "Чӑваш халӑх сайчӗ" тӗлӗнмелле тухӑҫлӑ ӗҫленипе те сӑлтавлать. Чулхулара пурӑнакан Лапсар каччи 2005 ҫулта йӗркеленӗ ӑна. Сайт пысӑк ултӑ пайран тӑрать. Чӑваш мар пулсан та чӑвашла вӗренме ӑнтӑлакансем йышлӑ кӗреҫҫӗ иккен унта. Германи, Словаки, Пӑлхар ҫыннисем хапӑл ӑна. Тйслӗхрен, "Салам" темӑна 728 сын кӗрсе тухнӑ, "Чӑваш чӗлхи кунӗпе ирттернӗ митинга" 69 сын хапал пулнӑ.
Чӑнах та, XXI ӗмӗрпе тан утса пырать пирӗн чӗлхемӗр. Ҫакна Вӗрентӳ институчӗн доценчӗ Надежда Иванова вӗрентекенсене чӑваш чӗлхин электронлӑ учебникӗсемпе епле хавхалануллӑ паллаштарнӑ тӑрӑх та ҫирӗплетме пулать.
Муркаш район учителӗсем те питӗ маттур, вӗсем Александра Лазарева пултарулӑхӗ ҫинчен тунӑ докладсем питӗ интереслӗ пулчӗҫ. Паллӑ ҫыравҫӑ Тури Томлай ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, 1933 ҫулта Анат Кӗнерти колхоз ҫамрӑкӗсен шкулӗнчен вӗренсе тухсан Балашовӑри авиаци техникумне вӗренме кӗнӗ. Сӑмах май, чӑваш литературинче авиаци темине хускатакан пӗрремӗш ҫыравҫӑ вӑл. Хайлавӗсенчи сӑнарӗсене Александра Назаровна тӑван тӑрӑхӗнчи ҫынсенченех "ӳкерсе илнӗ". Ҫакна ҫирӗплетсе Сӑпай шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Надежда Яковлева "А.Лазарева хайлавӗсенчи сӑнарсен прототипӗсем" доклад туса пачӗ. Каярахпа ҫак прототипсен "ачисемпе мӑнукӗсем" — Сӑпайкассинчи вӑтам шкулта вӗренекенсемпе вӗрентекенсем — халӑха чӑваш юрри-ташшипе, сӑвви-такмакӗпе савӑнтарчӗҫ.
Чӑваш чӗлхи кунне халалланӑ уяв пурне те килӗшрӗ. Чи пахи — вӑл пирӗн халӑхӑмӑра ҫутта кӑлараканӗн сӑмахӗсемпе: "Лӑпкӑ чунпа килӗшсе ӗҫленӗ пур ӗҫ те телейлӗ пулать, ӑнса малалла пырать..." тенипе тур килни пурне те хавхалантарчӗ, мал ӗмӗтле пулма курӑнман ҫунатсем парнелерӗ.

Римма Прокопьева
«Хыпар», 90№, 2007, ҫу, 8



Тулли верси :: Статья каҫми