Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Чӗлхе тасалӑхӗ (Ю. Ковалёв)


Тӑван чӗлхен тасалӑхне упрасчӗ
Паян, тӗнче пӑтраннӑ вӑхӑтра,
Пурин валли те пӗр хӗвел хӑпарчӗ,
Тен, тасалар кашни ҫак самантра.

Чӑваш чӗлхин тирпейлӗхӗ ҫухалчӗ,
Час-час янраҫҫӗ латсӑр сӑмахсем.
Паян анне чӗлхийӗн сӑн-сӑпачӗ
Улшӑнасса шанас килет, ҫынсем.

Кунтах калас килет, чӗлхе пӑтранчӗ,
Халь калаҫаҫҫӗ хутӑш чӑвашсем.
Ҫакна пулах ман чун-хавал вӑранчӗ:
Кӑштах тӗксе илем сире, туссем.

Эп хирӗҫ мар, калаҫ эс вырӑсла та,
Пӗлен пулсан — калаҫ хӑть тутарла.
Чӑваш чӗлхи вӑл чӑвашла янратӑр,
Анчах мӗн-ма пуплетӗр хутӑшла?

Кун пек, тен, калаҫать вал хутӑш халӑх,
Эпир таса — чӑвашӑн ачисем.
Тӑван чӗлхен ялан пулса пуянлӑх,
Ҫакӑн ҫинчен ан манӑр, тӑвансем.

Чӗлхе илемлӗхне аталантарӑр,
Вӑл пур кашни чӑвашӑн чӗринче.
Ытарлӑ калаҫма та ан вӑтанӑр,
Сӑпайлӑхпа ҫеҫ тултӑрччӗ тӗнче.

Паянхи кун пурне чӗнсе каласшӑн,
Халь пур ҫынпа та пулӑр юлташла.
Кирек ӑҫта та пӗр-пӗрне курсассӑн
Таса сӑмах янратӑр ЧӐВАШЛА.

Ҫавӑн пекех

Юрий Ковалёвӑн ытти сӑввисене кунта тупма пултаратӑр.



Тулли верси :: Статья каҫми