Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Чӑваш ачине (Ҫеҫпӗл Мишши)


Пӗлтер мана, тӑван ҫӗршывӑм:
Хӑҫан кӑтартӑн халӑхна
Ху чӗлхӳне хӑват кӗртмешкӗн
Тӗнчене килнӗ ывӑлна?

Кӑвар чӗре! Кӑвар чӗлхеллӗ
Чӑваш ачи, сассуна пар!
Тухсам кунта. Сана кӗтеҫҫӗ.
Килсем! Килсем!
Эс пур, - ҫук мар.

Часрах килсе хӑватлӑх кӗртчӗ
Чӑвашӑн капӑр чӗлхине.
Ҫунтартӑр ҫулӑмлӑ, кӑварлӑ
Чӗлхӳ ҫынсен чӗрисене.

Ӗмӗрлӗхе яту сан юлӗ.
Шупашкартан Кавал таран,
Ҫӗрпӳ, Чикме, Етӗрне урлӑ
Юрру сассийӗ кайӗ сан.

Чӑваш чӗлхи ӑсти! Кӑварлӑ
Чӗрӳ сан сисӗ чӗннине.
Шанатӑп. Ӗмӗте усратӑп:
Эс килӗн. Килӗн тӗнчене!

Ҫеҫпӗл Мишши, 1920, чӳк
Шупашкар


 
Категорисем: Ҫеҫпӗл Мишши сӑввисем

Тулли верси :: Статья каҫми