Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Чӑваш Республикин саккунӗ (СЛПЧЧС)


Л.П. Сергеевӑн «Чӑваш чӗлхи» справочникӗн пайӗ

ЧӐВАШ РЕСПУВЛИКИН САККУНӖ
ЧӐВАШ РЕСПУВЛИКИНЧИ ЧӖЛХЕСЕМ ҪИНЧЕН

1 статьи. Чӑваш тата вырӑс чӗлхисем Чӑваш Республикин патшалӑх чӗлхисем пулса тӑраҫҫӗ.

Чӑваш тата вырӑс чӗлхисен статусне патшалӑх чӗлхисем вырӑнне хурса ҫирӗплетни ытти халӑхсен представителӗсен хӑйсен чӗлхисемпе усӑ курмалли тата хӑйсен чӗлхисене аталантармалли прависене хӗсӗрлемест.
Чӑваш Республики чӑваш тата вырӑс чӗлхисене пур енлӗн аталантарассишӗн патшалӑх шайӗнче тӑрӑшать, патшалӑх пурнӑҫӗн, социаллӑ пурнӑҫпа экономикӑн тата культурӑн тӗрлӗ сферинче унпа активлӑ уса курма майсем туса хурать.

3 статьи. Патшалӑх влаҫӗпе управлени органӗсемпе, ҫавӑн пекех учрежденисемпе, предприятисемпе тата организацисемпе тытакан ҫыхӑнусенче хутшӑнса калаҫмалли, информаци памалли-илмелли, документсем хатӗрлемелли чӗлхене — чӑваш е вырӑс чӗлхи пулассине — гражданин хай суйласа илет.

6 статья. Чӑваш Республикинче ирттерекен сессисенче, съездсенче, конференцисенче, пухусенче, ларусенче, митингсенче тухса калаҫакан ҫын мӗнле чӗлхепе калаҫассине хӑйӗн ирӗкӗпе суйласа илет, кирлӗ пулсан, унӑн сӑмахне патшалӑх чӗлхисене куҫараҫҫӗ.

19 статья. Чӑваш Республикинче пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӗве чӑвашла е вырӑсла илме право параҫҫӗ. Республика ҫак правӑпа усӑ курма условисем туса хурать...

Шкул ҫулне ҫитмен ачасен учрежденийӗсемпе вӗренӳ заведенийӗсене ертсе пыракансем тата вӗрентекен-воспитани паракан ҫынсем тивӗҫлӗ учрежденире вӗрентекен чӗлхепе калаҫмашкӑн пӗлмелле.

21 статья. Чӑваш Республикин урӑх чӗлхепе вӗрентекен мӗн-пур вӗренӳ заведенийӗсенче чӑваш чӗлхине ҫак вӗренӳ заведенийӗсем мӗнле ведомствӑна пӑхӑнса тӑнине шута илмесӗр вӗрентеҫҫӗ. Аслӑ вӗренӳ заведенийӗсемпе вӑтам пӗлӳ паракан вӗренӳ заведенийӗсене вӗренме кӗрекен абитуриентсен вӗренме кӗмелли экзаменсене чӑвашла тытма право пур: Чӑваш Республикин чӑвашла вӗрентсе пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулӗсенче, ҫавӑн пекех специальноҫпа вӑтам пӗлӳ тата аслӑ пӗлӳ паракан вӗренӳ заведенийӗсенче хӑшпӗр специальноҫсене вӗренекенсемшӗн Чӑваш Республики Халӑха вӗрентес ӗҫ министерстви, тивӗҫлӗ министерствӑсемпе ведомствӑсем чӑвашла калаҫма пӗлмелли шая палӑртаҫҫӗ тата чӑвашла калаҫма вӗрентес ӗҫе йӗркелеҫҫӗ.

24 статья. Чӑваш Республики чӑваш культурине чӑвашла аталантарать, ытти национальноҫсен культурине хӑйсен тӑван чӗлхипе аталантарма пулӑшать.

Л.П. Сергеевӑн «Чӑваш чӗлхи» справочникӗн пайӗ


 
Категорисем: «Чӑваш чӗлхи» справочник

Тулли верси :: Статья каҫми