Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Чӑваш Республикинчи чӗлхесем ҫинчен


Чӑваш Республикин САККУНӖ

ЧӐВАШ РӖСПУБЛИКИНЧИ ЧӖЛХЕСЕМ ҪИНЧЕН

Раҫҫей Федерацийӗн Конституцийӗпе тата Чӑваш Республикин Конституцийӗпе килӗшӳллӗн Раҫҫей Федерацийӗн Чӑваш Республикин территорийӗнче пурӑнакан халӑхсен чӗлхисем пурте пӗр тан праваллӑ. Республика территорийӗнче граждансем хӑйсен тӑван чӗлхине мӑн асаттесемпе асаннесем ӑс-хакӑлпа культура эткерлӗхне сыхласа хӑваракан чӗлхе вырӑнне хурса хаклама тата пӗр-пӗрин чӗлхисемпе йӑли-йӗркисене хисеплеме тивӗҫлӗ.

Чӑваш Республики, чӑваш чӗлхи нацин чи пысӑк паларӑмӗ тата пӗтӗм ӑс-хакӑл культурин никӗсӗ пулса тӑнине асра тытса, ӑна упраса хӑварассишӗн тата аталантарассишӗн тимлӗ тӑрӑшать.

Унӑн статусне саккунсем йышӑнса ҫирӗплетни, унпа патшалӑхпа общество пурнӑҫӗнче активлӑ усӑ курма условисем туса пани, унӑн пӗлтерӗшне ҫӳллӗ шайра тытни, ҫавӑн пекех ӑна нормӑласа тата аслӑлӑх енӗпе тӗпчесе пуянлатни чӑваш чӗлхине упраса хӑварнинче тата аталантарнинче палӑрать.

Раҫҫей Федерацийӗн саккунӗсемпе килӗшӳллӗн Чӑваш Республики ик чӗлхелӗхпе нумай чӗлхелӗхе аталантарма майсем туса парать.

Чӑваш Республикин чӗлхесем ҫинчен калакан саккунӗ республикӑра пурӑнакан халӑхсем патшалӑх пурнӑҫӗнче, социаллӑ пурнӑҫпа экономикӑра тата культурӑра усӑ куракан чӑваш, вырӑс тата ытти чӗлхисене аталантарас тата вӗсемпе усӑ курас енӗпе тухса тӑнӑ обществӑри хутшӑнусене йӗркелесе тӑрать, ку тӗлӗшпе граждансен Конституцире ҫирӗплетсе хӑварнӑ прависене хӳтелет, ҫыннӑн наци тивӗҫлӗхне, унӑн культурипе чӗлхине хисеплеме вӗрентет.

I сыпӑк. ПĔТĔМĔШЛЕ ПОЛОЖЕНИСЕМ

1 статья. Чӑваш Республикин чӗлхесем ҫинчен калакан саккунӗсем

1. Раҫҫей Федерацийӗн Конституцийӗ, тӗнчери правӑн тата Раҫҫей Федерацийӗн тӗнчери договорӗсенче пурте йышӑннӑ принципӗсемпе нормисем, Раҫҫей Федерацийӗн «Раҫҫей Федерацийӗн халӑхӗсен чӗлхисем ҫинчен» саккунӗ тата Раҫҫей Федерацийӗн ытти нормативлӑ право акчӗсем Чӑваш Республикин чӗлхесем ҫинчен калакан саккунӗн никӗсе пулать, вӑл Чӑваш Республикин Конституцийӗнчен, ҫак Саккунран тата Чӑваш Республикин ытти нормативлӑ право акчӗсенчен тӑрать.

2. Ҫак Саккун Чӑваш Республикинче хӑш чӗлхепе калаҫмаллине право тӗлӗшӗнчен йӗркелеме пулӑшать, вӑл тӗрлӗ халӑх ҫыннисене пӗр-пӗринпе юлташла хутшӑннӑ чухне, ҫавӑн пекех общество, тӗн пӗрлешӗвӗсемпе организацийӗсен ӗҫ-хӗлӗнчи хутшӑнусенче мӗнле чӗлхепе калаҫмаллине ҫирӗплетмест.

2 статья. Чӑваш Республикин патшалӑх чӗлхисем

1. Чӑваш тата вырӑс чӗлхисем Чӑваш Республикин патшалӑх чӗлхисем пулса тӑраҫҫӗ.
Чӑваш тата вырӑс чӗлхисен статусне патшалӑх чӗлхисем вырӑнне хуни Раҫҫей Федерацийӗн Чӑваш Республикинче пурӑнакан ытти халӑхсене тӑван чӗлхепе усӑ курмалли тата аталантармалли прависене хӗсӗрлемест.

2. Чӑваш чӗлхин алфавичӗ кирилица графики ҫинче никӗсленет.

3 статья. Чӑваш Республикинче чӗлхесем пӗр тан пулмалли тата вӗсене хӳтӗлемелли гарантисем

1. Чӑваш Республикинче кирек хӑш наци гражданинӗн хӑйӗн тӑван чӗлхине тата культурине аталантарма право пуррине йышӑнаҫҫӗ тата ӑна хӳтӗлеҫҫӗ.

2. Чӑваш Республики ҫынна унӑн йӑх-ӑру несӗлӗ, социаллӑ пурнӑҫӗ, пурлӑхӗ мӗнле пулнине, вӑл мӗнле раса тата наци ҫынни, арҫын е хӗрарӑм пулнине, мӗнле пӗлӳ илнине, епле тӗн тытнине тата ӑҫта пурӑннине пӑхмасӑр тӑван чӗлхепе усӑ курма, хутшӑнура, воспитани ӗҫӗнче, вӗренӳрӗ тата пултарулӑх ӗҫӗнче кирек мӗнле чӗлхепе те усӑ курма гаранти парать.

3. Чӑваш Республикин патшалӑх влаҫӗн органӗсем, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем Чӑваш Республикинчи мӗн пур чӗлхесене социаллӑ пурнӑҫ, экономика тата юридици енӗпе хӳтӗлеҫҫӗ тата гарантисем параҫҫӗ.

4. Чӗлхесене социаллӑ сӑлтавпа хӳтӗлени Чӑваш Респубилкинче чӗлхесене сыхласа хӑвармалли, аталантармалли тата вӗренмелли наука енӗпе никӗсленӗ политика тытса пымаллине пӗлтерет.

5. Чӗлхесене экономика тӗлӗшӗнчен хӳтӗлени чӗлхесене сыхласа хӑвармалли, вӗренмелли тата аталантармалли республикӑн тӗллевлӗ программисене пурнӑҫлама бюджетран тата ытти ҫӑл куҫсенчен укҫа-тенкӗ уйӑрмаллине, ҫавӑн пекех ку тӗллевсемпе ҫӑмӑллатнӑ налук политики тытса пымаллине пӗлтерет.

6. Чӗлхесене юридци енӗпе хӳтӗлени чӗлхесем ҫинчен калакан саккунсене пӑснӑшӑн юридически тата физически сӑпатсен яваплӑхне ӳстермеллине пӗлтерет.

4 статья. Чӑваш Республикин территорийӗнче пурӑнакан граждансен прависене вӗсем мӗнле чӗлхепе калаҫнине пӑхмасӑр гарантилесси

1. Чӑваш Республикин территорийӗнче Раҫҫей Федерацийӗн гражданӗсене, вӗсем мӗнле чӗлхепе калаҫнине пӑхмасӑр, политикӑпа экономика, социаллӑ пурнӑҫпа культура тӗлӗшӗнчен прависене пурнӑҫлама май параҫҫӗ.

2. Чӑваш пӗлни е ӑна пӗлменни Раҫҫей Федерацийӗн гражданӗсене чӗлхе тӗлӗшӗнчи прависене хӗсмелли сӑлтав пулма пултараймасть.

5 статья. Чӑваш Республикинчи чӗлхесене сыхласа хӑвармалли, вӗренмелли тата аталантармалли программӑсем.

1. Чӑваш Республикинче чӗлхесене сыхласа хӑвармалли, вӗренмелли тата вӗсене аталантармалли республикӑн тӗллевлӗ программисене Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ туса хатӗрлет тата ҫирӗплетет.

2. Чӑваш Республикин черетлӗ финанс ҫумӗнчи республика бюджечӗ ҫинчен калакан саккунӗнче Чӑваш Республикинче чӗлхесене сыхласа хӑвармалли, вӗренмелли тата аталантармалли республикӑн тӗллевлӗ программисем валли укҫа-тенкӗ уйӑрма палӑртаҫҫӗ.

3. Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ ҫак Саккунпа килӗшӳллӗ чӗлхесемпе наукӑпа практикӑра усӑ курмалли тата аталантармалли йӗркене палӑртать.

II сыпӑк. ЧӐВАШ РЕСПУБЛИКИНЧЕ ГРАЖДАНСЕН ЧӖЛХЕСЕМПЕ УСӐ КУРМАЛЛИ ПРАВИСЕМ ТАТА ҪАВ ПРАВАСЕНЕ ТИВӖҪТЕРЕССИ

6 статья. Чӑваш Республикин чӗлхесем ҫинчен калакан саккунӗсем

Раҫҫей Федерацийӗн Чӑваш Республикин территорийӗнче пурӑнакан гражданӗсем хутшӑну чӗлхине ирӗклӗ суйласа илсе калаҫма пултараҫҫӗ.

7 статья. Воспитанипе вӗрентӳ чӗлхине суйласа илмелли право

1. Раҫҫей Федерацийӗн Чӑваш Республикин территорийӗнче пурӑнакан гражданӗсем воспитанипе вӗрентӳ чӗлхине ирӗклӗ суйласа илме пултараҫҫӗ.

2. Граждансен хӑйсен тӑван чӗлхипе пӗтӗмӗшле тӗп пӗлӳ илме тата вӗрентӳ тытӑмӗ паракан майсен шайӗнче вӗрентӳпе воспитани чӗлхине суйласа илме право пур.
Граждансен тӑван чӗлхепе вӗренсе пӗлӳ илмелли правине пурнӑҫлама тивӗҫлӗ вӗренӳ учрежденийӗсем, классем, ушкӑнсем кирлӗ чухлӗ уҫаҫҫӗ, вӗсене ӗҫлеме условисем туса параҫҫӗ.

3. Чӑваш Республикинчи мӗн пур вӗренӳ учрежденийӗсенче вӗренӗвӗн ытти чӗлхипе пӗрле чӑваш чӗлхине предмет шучӗпе вӗренеҫҫӗ.

4. Ачана вӗренӳ учрежденийӗнче вӗрентсе воспитани пама усӑ куракан ку е вӑл чӗлхене суйласа илесси ачасен ашшӗ-амӑшӗсенчен е Раҫҫей Федерацийӗн саккунӗсемпе килӗшӳллӗ вӗсем вырӑнне юлнӑ ҫынсенчен килет.

5. Раҫҫей Федерацийӗн саккунӗсемпе тата Чӑваш Республикин саккунӗсемпе килӗшӳллӗн вӗренӳ учрежденийӗнче восппитани ӗҫне мӗнле чӗлхепе /чӗлхесемпе/ вӗренсе йӗркелемеллине вӗренӳ учрежденийӗн учредителӗ /учредителӗсем/ тата /е/ вӗренӳ учрежденийӗн уставӗпе палӑртаҫҫӗ.

III сыпӑк. ЧӐВАШ РЕСПУБЛИКИН ПАТШАЛӐХ ВЛАҪӖН ОРГАНӖСЕН
ТАТА ВЫРӐНТИ ХӐЙТЫТӐМЛӐХ ОРГАНӖСЕН ӖҪӖНЧЕ ЧӖЛХЕСЕМПЕ УСӐ КУРАССИ

8 статья. Чӑваш Республикин патшалӑх влаҫӗн органӗсен тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен ӗҫӗн чӗлхи

1. Чӑваш Республикин патшалӑх влаҫӗн органӗсенче тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсенче Чӑваш Республикин чӗлхисемпе усӑ кураҫҫӗ.

2. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн, унӑн Президиумӗн, комитечӗсен тата комиссийӗсен ларӑвӗсене, парламент итлевӗсенче депутатсем Чӑваш Республикин патшалӑх чӗлхисемпе, кирлӗ пулсан ытти кирек мӗнле чӗлхепе тухса калаҫма пултараҫҫӗ, вӗсен сӑмахне тивӗҫлӗ куҫарса параҫҫӗ.

9 статья. Саккунсене официаллӑ йӗркепе пичетлесе кӑлармалли чӗлхе

Чӑваш Республикин саккунӗсене официаллӑ йӗркепе чӑвашла тата вырӑсла пичетлеҫҫӗ.

10 статья. Чӑваш Республикин территорийӗнче суйлавсемпе референдумсем хатӗрлесе ирттермелли чӗлхе

1. Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑх влаҫӗн органӗсен, Чӑваш Республикин патшалӑх влаҫӗн органӗсен, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен суйлавӗсене тата референдумсене хатӗрлесе ирттернӗ чухне вырӑс тата чӑваш чӗлхисемпе усӑ кураҫҫӗ. Суйлав округӗн /участокӗн/ чиккине ҫав вырӑнта йышлӑ пурӑнакан халӑх чӗлхипе те усӑ курма пултараҫҫӗ.

2. Чӑваш Республикинче суйлав бюллетенӗсене, референдумра сасӑламалли бюллетеньсене вырӑсла пичетлеҫҫӗ. Тивӗҫлӗ суйлав комиссийӗ, референдум комиссийӗ тунӑ йышӑнусемпе бюллетеньсене вырӑсла тата чӑвашла пичетлеме пултараҫҫӗ, кирлӗ пулсан, вырӑнти халӑх лайӑх пӗлекен чӗлхепе пичетлеҫҫӗ.

Суйлав участокӗ, референдум участокӗ валли бюллетеньсене икӗ е ытларах чӗлхепе пичетленӗ чухне кашни бюллетеньрех вырӑсла ҫырнӑ текстпа вырнаҫтараҫҫӗ.

IV сыпӑк. ПАТШАЛӐХ ОРГАНӖСЕН, УЧРЕЖДЕНИСЕН ТАТА ОРГАНИЗАЦИСЕН ӖҪ-ХӖЛӖНЧЕ ЧӖЛХЕСЕМПЕ УСӐ КУРАССИ

11 статья. Патшалӑх органӗсен, учрежденисен тата организацисен ӗҫӗнче чӗлхесемпе усӑ курасси

1. Чӑваш Республикин территорийӗнче Чӑваш Республикин патшалӑх органӗсен, йӗркелӳпе правӑн тӗрлӗ формиллӗ учрежденисемпе организацисен ӗҫ -хӗлӗнче чӑваш чӗлхипе, вырӑс чӗлхипе тата Раҫҫей Федерацийӗнчи халӑхсен ытти чӗлхисемпе усӑ кураҫҫӗ.

2. Раҫҫей Федерацийӗн Чӑваш Республикин патшалӑх чӗлхисене пӗлмен гражданинӗ патшалӑх органӗсенчи, учрежденисенчи тата организацисенчи ларусенче, канашлусенче, пухусенче хӑй пӗлекен чӗлхепе тухса калаҫма пултарать. Кирлӗ пулсан, ӑна куҫарса параҫҫӗ.

3. Патшалӑх органӗсенчи, учрежденисенчи, организацисенчи ларусенче, канашлусенче, пухусенче ирттернӗ чухне усӑ куракан чӗлхене пӗлмен Раҫҫей Федерацийӗн гражданӗсене, кирлӗ пулсан, унта мӗн калаҫнине вӗсем пӗлекен чӗлхепе е Раҫҫей патшалӑх чӗлхипе куҫарса параҫҫӗ.

4. Раҫҫей Федерацийӗн гражданӗсем Чӑваш Республикин патшалӑх чӗлхисемпе е хӑйсем усӑ куракан ытти кирек мӗнле чӗлхепе патшалӑх оргнӗсене, учрежденисене, организацисене сӗнӳсем, заявленисем, жалобӑсем пама пултараҫҫӗ.

5. Ыйтса ҫыракан автора вӑл янӑ ҫыру чӗлхипе хурав параҫҫӗ. Янӑ ҫырури чӗлхепе хуравлама май ҫук чухне Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑх чӗлхипе ҫырса хуравлаҫҫӗ.

12 статья. Официаллӑ ҫыру ӗҫӗсенче чӗлхесемпе усӑ курасси

1. Чӑваш Республикин территорийӗнче Чӑваш Республикин патшалӑх органӗсенче, учрежденисенче тата организацисенче официаллӑ ҫыру ӗҫӗсенче Чӑваш Республикин патшалӑх чӗлхисемпе усӑ кураҫҫӗ.

2. Чӑваш Республикинче документсен /бланксен, штампсен, штемпельсен/ тексӗнче тата патшалӑх органӗсен, учрежденисен, организацисен ячӗсен чӑвашла тата вырӑсла вырнаҫтараҫҫӗ, кирлӗ пулсан вара, вырӑнти халӑх интересӗсен шута илсе, вӗсен чӗлхисемпе хатӗрлеме пултараҫҫӗ.

3. Саккунсемпе палӑртнӑ йӗркепе гражданин кам пулнине ӗнентерекен документсене, граждансен тӑрӑмӗн акчӗсене ҫырнине, ӗҫ кӗнекисене, вӗренни ҫинчен калакан документсене тата ытти документсене вырӑсла ҫырнисӗр пуҫне саккунсемпе палӑртнӑ йӗркепе чӑвашла та ҫырса хатӗрлеҫҫӗ.

13 статая. Официаллӑ ҫыру ӗҫӗсенче чӗлхесемпе усӑ курасси

1. Чӑваш Республикин территорийӗн тулашӗнчи патшалӑх органӗсемпе, учрежденисемпе, организацисемпе официаллӑ ҫыру ҫӳретнӗ чухне тата пӗр-пӗринпе ытти енӗпе хутшӑннӑ чухне Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑх чӗлхипе усӑ кураҫҫӗ.

2. Чӑваш Республикин патшалӑх органӗсем, учрежденисем тата организацисем хушшинчи официаллӑ ҫыру ӗҫӗсенче Чӑваш Республикин патшалӑх чӗлхисемпе усӑ кураҫҫӗ.

14 статья. Нотариат ӗҫӗнче усӑ курмалли чӗлхе

Чӑваш Республикинче нотариат ӗҫӗсене Раҫҫей Федерацийӗн саккунӗсемпе килӗшӳллӗ йӗркелесе пыраҫҫӗ.

15 статья. Массӑллӑ информаци хатӗрсен чӗлхи

1. Чӑваш Республикин территорийӗнче хаҫатсемпе журналсене, телевиденипе радиовещани передачисене вырӑсла тата чӑвашла, ҫавӑн пекех учрежденисем хӑйсем йышӑннӑ тӑрӑх ытти чӗлхесемпе пичетлесе кӑлараҫҫӗ.

2. Кино тата курӑм продукцине куҫарнӑ тата тепӗр чӗлхепе калаҫтарнӑ чухне Чӑваш Республикин патшалӑх чӗлхисемпе, халӑх интӗресӗсене шута илсе ытти чӗлхесемпе усӑ кураҫҫӗ.

16 статья. Промышленноҫра, ҫыхӑну ӗҫӗнче, транспортра тата энергетикӑра усӑ куракан чӗлхесем

Чӑваш Республикин пӗтӗм территорийӗнчи промышленноҫра, ҫыхӑну ӗҫӗнче, транспортра тата энергетикӑра чӑваш тата вырӑс чӗлхисемпе, ҫавӑн пекех Раҫҫей Федерацийӗн тӗнчери тата республикӑсем хушшинчи договорӗсемпе килӗшӳллӗн ытти чӗлхесемпе усӑ кураҫҫӗ.

17 статья. Йӑла таврашӗнче тата коммерци ӗҫ-хӗлӗнче усӑ курмалли чӗлхесем

Чӑваш Республикин территорийӗнче йӑла таврашӗнче тата коммерци ӗҫ-хӗлӗнче чӑваш, вырӑс чӗлхисемпе тата ытти чӗлхесемпе усӑ кураҫҫӗ.

Чӗлхе пӗлместӗп тесе граждансен ыйтӑвӗсене тивӗҫтермесӗр хӑварма юрамасть, ҫавӑншӑн Раҫҫей Федерацийӗн саккунӗсемпе Чӑваш Республикин саккунӗсем палӑртна пек явап тыттараҫҫӗ.

18 статья. Наукӑра усӑ куракан чӗлхесем

Чӑваш Республикинче наука ӗҫӗсен чӗлхине ирӗклӗ суйласа илме пулать. Чӑваш чӗлхипе наукӑра усӑ курма условисем туса параҫҫӗ.

19 статья. Культурӑра усӑ курмалли чӗлхе

1. Чӗлхе наци культурине пурнӑҫа кӗртмелли тата аталантармалли никӗс тата хатӗр пулса тӑрать. Чӑваш Республикинче культурӑра Чӑваш Республикин территорийӗнче пурӑнакан мӗн пур халӑхсен чӗлхисемпе усӑ кураҫҫӗ.

2. Чӑваш Республики, Раҫҫей Федерацийӗн ытти субъекчӗсемпе килӗшӳсем туса, чӑваш культурипе чӗлхине аталантарма пулӑшать, наци кадрӗсем хатӗрлес, вӗренӳ литературипе, илемлӗ, наука тата ытти тӗрлӗ литературӑпа тивӗҫтерес, кулленхи хаҫат кӑларӑмӗсене сарас, телерадиопрограммӑсем хатӗрлес ӗҫе хутшӑнать.

20 статья. Географи объекчӗсен ячӗсене ҫырмалли, ҫырса хунисене, ҫул ҫинчи паллӑсене тата ытти кӑтарту паллисене хатӗрлемелли чӗлхе

1. Географи объекчӗсен ячӗсене ҫырма тата ҫырса хунисене, ҫул ҫинчи паллӑсене, ытти кӑтарту паллисене хатӗрлеме вырӑс тата чӑваш челхисемпе усӑ кураҫҫӗ, питех кирлӗ пулсан вара, вырӑнти халӑх интересӗсене шута илсе, ытти чӗлхесемпе усӑ курма пултараҫҫӗ.

Чӑваш Республикинче вырӑнти йӑлана кӗнӗ, историпе культура тӗлӗшӗнчен паха пӗлтерӗшлӗ ятсене /ялсен, юхан шывсен, кӳлӗсен, урамсен, площадьсен, администраципе территори единицисен тата ыттисен ячӗсене/ типтерлӗ упраҫҫӗ.

2. Географи объекчӗсен ячӗсене ҫырнӑ, ҫырса хунисемпе ҫул ҫинче паллӑсене тата ытти кӑтарту паллисене хатӗрленӗ чухне мӗнле чӗлхепе усӑ курмаллине Раҫҫей Федерацийӗн саккунӗсемпе килӗшӳллӗн палӑртаҫҫӗ.

3. Чӑваш Республикин ӗҫ тӑвакан влаҫӗн органӗсем Раҫҫей Федерацийӗн саккунӗсемпе, тӗнче стандарчӗсемпе тата Чӑваш Республикин саккунӗсемпе килӗшӳллӗн географи объекчӗсен ячӗсене ҫчырма, ҫырса хунисене, ҫул ҫинчи паллӑсене тата ытти катарту паллисемпе хатӗрлеме, илемлетме тата кирлӗ пек тытса тӑмашкӑн пулӑшма тивӗс.

21 статья. Ют ҫӗршывсемпе тата тӗнчери организацисемпе тытакан хутшӑнусенче Чӑваш Республикин патшалӑх чӗлхисемпе усӑ курасси

1. Тӗнчери тата тулашри экономика ӗҫӗнче Чӑваш Республики Чӑваш Республикин патшалӑх чӗлхисемпе тата тивӗҫлӗ ҫӗршывӑн чӗлхипе /чӗлхисемпе/ усӑ курать.

2. Раҫҫей Федерацийӗн саккунӗсемпе панӑ полномочисен шайӗнче Чӑваш Республики тӗнчери тата тулашри экономика ҫыхӑнӑвӗсем енӗпе тунӑ килӗшӳсене Чӑваш Республикин патшалӑх чӗлхисемпе тата килӗшӗве хутшӑнакан ҫӗршыв чӗлхипе е, икӗ енӗ пӗрле калаҫса татӑлнӑ тӑрӑх, урӑх чӗлхесемпе ҫырса хатӗрлеҫҫӗ.

V сыпӑк. ЧӐВАШ РЕСПУБЛИКИН ЧӖЛХЕСЕМ ҪИНЧЕН КАЛАКАН САККУНӖСЕНЕ ПӐСНӐШӐН ЯВАП ТЫТТАРАССИ

22 статья. Чӑваш Республикин чӗлхесем ҫинчен калакан саккунӗсене пӑснӑшӑн явап тыттараси

Юридически тата физически сӑпатсем Чӑваш Республикин чӗлхесем ҫинчен калакан саккунӗсене пӑсса тӑвакан ӗҫсемшӗн явап тытаҫҫӗ, ҫакӑнпа килӗшмесен
Раҫҫей Федерацийӗн саккунӗсемпе Чӑваш Республикин саккунӗсем палӑртнӑ йӗркепе жалоба пама пултараҫҫӗ.

VI сыпӑк. ПӖТӖМЛЕТӲ ПОЛОЖЕНИЙӖСЕМ

23 статья. Ҫак Саккун вӑя кӗресси

1. Ҫак Саккун ӑна официаллӑ йӗркепе пичетлессе кӑларна хыҫҫӑн 10 кун иртсен вӑя кӗрет.

2. Ку Саккуна йышӑннӑ май ҫак саккунсем хӑйсен вӑйне ҫухатаҫҫӗ:

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин чӗлхесем ҫинчен» 1990 ҫулхи юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче йышӑннӑ саккунӗ /Чӑваш Республикин Аслӑ Канашӗпе Министрсен Совечӗн саккунӗсемпе нормативлӑ акчӗсем пуххи, 1992 ҫул/;

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин саккунӗсене Раҫҫей Федерацийӗн Конституцийӗпе килӗшӳллӗ йӗркелесе ҫитересси ҫинчен» 1994 ҫулхи раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче йышӑннӑ 7 №-лӗ саккунӗн 1 статйин 2-мӗш пункчӗ /Чӑваш Республики Патшалӑх Канашӗн ведомоҫӗсем, 1995, 3 №/;

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинчи чӗлхесем ҫинчен» саккуне улшӑнусемпе хшӳамсем кӗртесси ҫинчен» 1997 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 13-мӗшӗнче йышӑннӑ 8 №-лӗ саккунӗ /Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ведомоҫӗсем, 1997, 19 №/;

Чӑваш Республикин «Чӑваш ССР — Чӑвашьен Республикин «Чӑваш ССР-ӗнчи чӗлхесем ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен» 2001 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче йышӑннӑ 24 №-лӗ саккунӗ /Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ведомоҫӗсем, 2001, 41 №/;

Чӑваш ССР Аслӑ Канашӗн «Чӑваш ССР — Чӑвашьен Республикин «Чӑваш ССР-ӗнчи чӗлхесем ҫинчен» саккунне вӑя кӗртмелли ҫинчен» 1990 ҫулхи юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче йышӑннӑ поставновленийӗ /Чӑваш Республикин Аслӑ Канашӗпе Министрсен Совечӗн саккунӗсемпе номативлӑ акчӗсен пуххи, 1992 ҫул/;

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн «Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинчи чӗлхесем ҫинчен» саккунне пурнӑҫа кӗртес енӗпе йӗркеленӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн комиссийӗ тата унӑн йышӗ ҫинчен калакан положени ҫинчен» 1994 ҫулхи юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗ 79 №-лӗ йышӑнӑвӗ /Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ведомоҫӗсем, 1995, 3 №/.

3. Чӑваш Республикин Президентне тата Чӑваш Республикин Министрсен Кабинетне хӑйсен нормативлӑ право акчӗсене ҫак Саккунпа килӗшӳллӗ йӗркелесе ҫитерме сӗнес.

Чӑваш Республикин Президенчӗ Н. ФЕДОРОВ.
Шупашкар хули,
2003 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗ
36 №.


 
Категорисем: Чӑваш чӗлхи, Саккунсем

Тулли верси :: Статья каҫми