Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Чиканкасси



Чиканкасси

Ку ял Шанартан, Ильпешрен, Эльгеш-Пайсар таврашсем пӗрер-икшер кил килсе ларнипе пулнӑ. Пӗр 10–15 кил пуҫтарӑнса пӗр ял пулса кайнӑ. Вӑл вӑхӑтра пачӑшкӑсем Ҫӗнӗ ҫул умӗн, Мӑнкун чух кашни киле кӗре-кӗре ҫӳренӗ, тырӑ пуҫтарнӑ, кӗл тунӑ. Ял ҫыннисем пачӑшкӑсенчен хӑраса вӑрмана тарса пытаннӑ. Пачӑшкисем вара: «Эй, чикансем кусем», – тесе хӑварнӑ тет. Ҫавӑнтан ялне Чиканкасси теме тытӑннӑ пулать.

1974 ҫ. ЧР Шупаркар р-чи Чиканкассинчи
Т.В.Васильевӑран Е.С. Сидорова ҫырса илнӗ.



Тулли верси :: Статья каҫми