Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Чечек (М. Удалов, XXXVII пай)


Ытти пайӗсене кунта тупма пулать.



Ирех пуҫланчӗ ҫапӑҫу.
Пӑшал сассисемпе чӗтренчӗ
Нӳрленнӗ сывлӑш, шав тӗпренчӗ —
Кӗрлерӗ вирлӗ тытӑҫу.
Вӑйсем тан мар пулсассӑн та
Тӑраҫҫӗ хирӗҫ. Халь чакма,
Етресене те пуҫ ҫапма
Вӗсен ҫук вӑхӑт. Ҫулӗ ансӑр:
Сулахайра ҫунать веҫех,
Ав, лакӑма тӑшман шыв ячӗ,
Малта тӑрать Ишут отрячӗ...
Пӗр шанчӑк Атӑл ҫине ҫех.

Телейсӗр кун... Вӑл таран картрӗ
Тавра ял-йышӑн хуйӑхне,
Ӗмӗрлӗхе вӑл палӑк лартрӗ
Сума сумашкӑн хӑй ятне.
Телейсӗр кун... Аса илсессӗн,
Чуна паян та хӑратать,
Ватти юмахӗпе килсессӗн,
Ӑна паян та вӑратать.
Ҫук, иртнӗ ӗмӗре юлмасӑр,
Тӑмасть-ҫке ҫул. Пырать витсе
Ӑна ҫӗн кун. Халь пуҫ таймасӑр,
Каймастӑн умӗнчен иртсе.

Кавруҫ пӗлет: йӗри-тавра
Ӑна тӑшман йӑлт хупӑрланӑ;
Сисет: вӑл халӗ тыткӑнра;
Ун сехметне хурах тӑрланӑ.
«Вӑй ҫук, вӑй ҫук-ҫке, мӗн тӑвас,
Ӑҫта шырас, ӑҫта тупас?»
Инҫех те мар тӑшман улашрӗ.
Кавруҫӑн чунӗ пит тулашрӗ,
Анчах мӗн тӑвӑн? Ҫук юлташӗ...
Исках, Зарубин, Салават
Тата Серкуш... Ах, вӑл ӑҫта-ши?
Маттур, хастар ҫын, тарават.

Пӗри те ҫук: хӑшне вӗлернӗ,
Хӑшне хӗненӗ, чӑт кӑна, —
Нумай ҫын пурнӑҫне пӗтернӗ, —
Нумайӑш лекнӗ тыткӑна;
Мӗн чухлӗ татрӗҫ тӗрмере
Илемлӗ ҫамрӑк ӗмӗре.
Чун хӗсӗнет, ӑшра халь тӑвӑл,
Куҫ умӗнче Чечек те ывӑл.
Хӑйне хушать: «Ан асаплан;
Вилсессӗн, йӑх тымарӗ юлӗ,
Тен, курнӑҫни пит йывӑр пулӗ,
Ҫапах илемлӗ калӑплан».

Выҫ кашкӑр евӗр тӑшман урчӗ
Ҫине тӑрсах вӑл тапӑнать.
Кавруҫӑн ушкӑнӗ халь курчӗ:
Юлашки шанчӑк йӑванать.
Мӗн тӑвӑн-ши, вӑйсем сахал.
Ах, чӗрере пулсан та хал,
Вӑл талпӑнса тухни те кӑлӑх.
Кавруҫ шутлать: «Шикленчӗ халӑх».
Тен, тӗрлӗ шухӑшсем пӑлхатӗҫ
Аран упраннӑ ушкӑна?
Ҫук, ҫук, кашни вилмешкӗн хатӗр
Пӗри тепришӗн — хуш кӑна.

Юманлӑх. «Сивӗ ҫил, ан ашкӑн —
Тӳлек пулсан чун лӑпланать...»
Кавруҫ ыттисене ҫӑлмашкӑн
Тытса тӑрасшӑн тӑшмана.
Хӑрушӑ: тупӑсем кӗрлеҫҫӗ,
Тӑрать тар сывлӑш чӗтресе,
Унта-кунта ҫынсем ӗрлеҫҫӗ,
Вӑрман ҫунать... Ав, етресем
Йӗри-тавра тек сапӑнаҫҫӗ, —
Кавруҫ курать: кӗтмен хӑна, —
Ик-виҫ енчен те тапӑнаҫҫӗ,
Чакмасть, ямасть вӑл яхӑна.

Пӗччен... Пӑшал пемест: тар пӗтнӗ.
Курать вӑл: ҫывхарать такам.
Ку саманта вӑл кӗтнӗ, кӗтнӗ...
Кавруҫ кӑларчӗ ятаган.
Курать: ҫитеҫҫӗ, — пуҫ таймарӗ, —
Хаяр, тискеррӗн урмӑшса,
Ӑна тытасшӑн тӑрмашса.
Кавруҫ ыйтмасӑр чӑтаймарӗ:
«Кама тытатӑр-ха, кама?»
Вӑл талӑрчӗ, чунӗ алхасрӗ...
Сиксе тухса пуҫ урлӑ касрӗ,
Ниме курмасӑр, такама.

Вӗрет курайманни Кавруҫӑн,
Тухать чӗр эрлӗк кӑкӑртан.
Самант! «Ах, ҫурӑлать-ҫке пуҫӑм...» —
Пит вирлӗн ҫапрӗҫ хыҫалтан.
Каҫ тӗрлӗ тӗспеле сӑрланчӗ,
Хура тӳпе куҫҫуль тӑкать.
Пуҫ янӑрать. Ҫын ӑнсӑрланчӗ:
Ӳкет пек тӗпсӗр шӑтӑка...
«Кам ку, кам ку ҫак урӑм-сурӑм,
Тӑрать умра шӑлне йӗрсе,
Мӗн-ма ытла сурать ҫан-ҫурӑм,
Ма кӑкӑрта тӑрать хӗрсе?

Пӳрни, пӳрни, мӗн-ма эс маншӑн
Ытла та пултӑн-ши усал?
Мана, тен, эсӗ хам айваншӑн
Халь хутӑн ҫакӑн пек туса?
Пулмарӗ шухӑшра ӗретлӗ,
Анчах ҫапах вӑл ӗмӗтре.
Упрантӑрччӗ ӑшра тӗреклӗх
Ҫак пит асаплӑ сехетре.
Парсамччӗ вӑй, ман несӗл юнӗ,
Парсамччӗ тӳсӗм, пӳлӗхӗм!
Ах, маншӑн ҫут ҫанталӑк сӳнӗ,
Анчах, пӗлетӗп, пулӗ хӗм.

Ман халӑх чӗринче ялан,
Ун пулӗ пурнӑҫӗ аван.
Пулсассӑн ирӗк, пулмӗ чухӑн,
Ҫаранӗ, хирӗ пулӗ унӑн.
Вӗри юн тӑкӑннӑ тӗлте
Ӳсен-тӑранӗ чечекленӗ,
Хура вӑрманӗ пӗлӗте
Уявлӑн ешӗрсе ҫӗкленӗ.
Тен, вӑхӑт ҫитӗ — яш хӗрсем
Ҫак вырӑна канмашкӑн килӗҫ,
Масарӑн картишне кӗрсе
Пире те ыр ятпа ас илӗҫ...»

Куҫне уҫать Кавруҫ вӑраххӑн;
Умра тӑрать тӗтре... тӗтре.
Пӗлет вӑл: юлнӑ-ҫке хӑраххӑн,
Анчах ӑҫта вӑл, хӑш ҫӗрте?
Тӑрса ларать. Пуҫ янкӑрланчӗ,
Сукмак пек палӑрчӗ асри.
Пулассине Кавруҫ ӑнланчӗ:
Вӗҫленеймерӗ-ҫке ӑсри.
Ыраттарать пит сӗмсӗр кулӑ
Хурлӑхпа тулнӑ чӗрене.
...Шыв хӗрринче ҫыхаҫҫӗ сулӑ,
Хӗрсе чутлаҫҫӗ пӗрене.

«Ишут!» Ҫӳҫенчӗ карт Кавруҫ,
Вӗри юнпа чӗри ун тулчӗ.
Чун хӗсӗнет... Ара, мӗн пулчӗ?
«Тӳпе, ман кӑмӑла ан хуҫ», —
Ун умӗнче куҫ кӗретех
Тӑрать тӑшман. Кавруҫӑн ҫиҫрӗ
Пур вӗчӗлӗх, анчах ӑс виҫрӗ:
«Шырлан халь пулмӗ кӗреке».
Ах, курайманлӑх! Шӑтӑрт ҫыртрӗ
Шӑлне Кавруҫ — вӑл чул пек хытрӗ.
Тӑрать хаярлӑхпа тулса Ишут.
Пуҫларӗ вӑл кулса:

«Кавруҫ? О, Боже! Чун аманчӗ!
Ма сӳннӗ пит ҫинчи куллу?
Сана эп курасса сунманччӗ,
Пит савӑнӑҫлӑ тӗл пулу».
«Сунманччӗ эпӗ те, Ишут.
Куран: чӑнах та савӑнатӑп.
Тен, эс чунтан-вартан сунатӑн
Пӗрле пулмашкӑн тепӗр хут?
Тархасшӑн. Килӗшеп. Эс пуҫӑн.
Эп хатӗр вӑхӑтра пулма.
Пӗрле пулсассӑн куҫа-куҫӑн,
Ытла пит хӑтлӑ татӑлма».

«Ах, татӑлма? Курап: эс шӑрчӑк!
Чӑнах та пур-ҫке-ха сӑлтав:
Пӗри пӗрне тӑшман — халь вӑрҫӑ,
Халь эс те, эпӗ те салтак.
Дуэль? Апла мана чӗнесшӗн?
Мана чӑнах та култаран.
Сана ҫакна эп пӗлтересшӗн:
Дуэль вӑл пулмалла пӗр тан.
Анчах та эп улпут, эс тарҫӑ.
Эх, тавҫӑрмастӑн та ҫавна...
Яла килсен пӗлтерчӗ карчӑк:
Вӗлернӗ эсӗ хуҫана.

Куратӑн-и? Илемлӗ вырӑн:
Вӑрман: ват Атӑл та шырлан,
Пӑхать хӗвел пит ӑшшӑн, ыррӑн,
Пурте калаҫҫӗ: «Ан хурлан.
Ҫапла, ҫапла, кӑна пӗлетӗп:
Ак ҫак тӗле, — аса илетӗп, —
Асар-писер кун, шыв кӗрлет,
Эпир ҫеҫ пултӑмӑр пӗрле...
Мана эс ҫӑлтӑн. Эп манмастӑп:
Ачалӑх тусӗ, тантӑш ман.
Анчах ачалӑха пӑхмастӑп;
Пӗлеп: паян эс ман тӑшман.

Ман пурнӑҫра эс тӑвӑл пултӑн,
Кӗрр ишӗлтертӗн ӗмӗте;
Усал, чеен манран эс култӑн.
Паян, пӗл, ҫавӑншӑн пӗтен.
Пӗлетӗп: чаплӑ ҫын эс, паттӑр,
Леш вӑр-хурахӑн пӗр алли.
Пулса иртни асра ҫухалтӑр,
Ан юлтӑр ирсӗр турпалли.
Сан пурнӑҫа эп ӑмсанмастӑп, —
Куратӑн ху мӗнле пассаж, —
Тата пӗр чӗптӗм те шанмастӑп,
Чӑхран караппӑл пуласса».

Ах, чунӗ тулашать Кавруҫӑн,
Анчах мӗн тӑвӑн: тыткӑнра.
Хурпа тӗл пулчӗ куҫа-куҫӑн,
Хаяр тӑшман тӑрать умра.
«Куратӑп: эсӗ мӑшкӑллатӑн.
Пулать кисрев — пӑлханӗ Атӑл.
Ун чух юлаймӑр хӑтӑлса».
«Эс анчӑк! Ӳкӗн йӑлӑнса».
«Ҫук, ҫук! Нихҫан та кӗтсе илмӗн.
Эп выльӑх мар мӗскӗнленме.
Умра халь тӑтӑр выҫӑ вилӗм —
Ҫапах шутламӑп ӳкӗнме.

Ҫук, ҫук, тумламӑн сирпӗнместӗп,
Ҫак таранччен тарман нимрен,
Паян хама эп хӗрхенместӗп,
Ҫук, хӑрамастӑп вилӗмрен,
Анчах пит шел: шутланине,
Хыт тӑрӑшсан та, тӑваймарӑм.
Ҫапах та ӗмӗт анине,
Акмашкӑн шанчӑк сухаларӑм.
Пӗл, халӑх ӗмӗчӗн ани,
Эпир вилсен те, типмӗ, хытмӗ,
Шӑтма, ӳсме санран шыв ыйтмӗ...
Ҫитет ҫав ырлӑх самани!

Тархасламастӑп пӗлӗте,
Чӗркуҫленсе ларма ҫук йӳтӗм.
Вӑл пулчӗ маншӑн йӳҫӗ тӗтӗм,
Вӑл татрӗ манӑн ӗмӗте.
Эп халӗ хуйхӑсӑр вилетӗп —
Тӗнче юлмасть-тӗр пушанса.
Ҫӗн ӑрӑва эп пехиллетӗп
Ыр кун килессине шанса.
Ҫут тӗнчене эсир ҫавраймӑр:
Вӑл, вӑхӑт, хӑйӗнне илет,
Нимле вӑйпа тытса чараймӑр —
Пӗл, ҫӗнӗ Пугачев килет».

«Ҫитет! Мана эс астутартӑн,
Ман вӑхӑт ҫук халь итлеме.
Ҫитет! Мана эс йӑлӑхтартӑн,
Кая эс юлнӑ питлеме.
Кур, хатӗрленӗ саншӑн сулӑ
Ват Атӑл тӑрӑх ярӑнма. —
Ҫӗрсе ансассӑн ҫийӗ пулӑ.
Сан вӑхӑт ҫитрӗ парӑнма.
Юрать, сыв пуллашар пуль халӗ,
Манса ӑшра юн тулнине.
Итле-ха, мансӑр кам пахалӗ
Эс чӑрсӑр, харсӑр пулнине».

Ишут чӗтрет; вӑл кашкӑрланчӗ,
Тискерлӗх чӗринче хӗрет.
Вӑйсӑрлӑхне-тӗр вӑл ӑнланчӗ —
Аптранӑ йытӑ пек вӗрет:
«Ӑсатӑр, — терӗ, — вӑхӑт ҫитрӗ,
Чарусӑр аслати кӗрлет,
Усал тӑшманӑн пурнӑҫ иртрӗ.
Ӑна ыттисемпе пӗрле
Юпа ҫине тӗреклӗ ҫакӑр,
Ишсе вӑл кайтӑр сулӑпа.
Леш тӗнчене ҫул пултӑр такӑр,
Ват Атӑл йышӑнтӑр ӑна».

...Пит ахӑр каҫ, тӳпе кӗрлет,
Тӗнче сӗм пӗлӗтпе хупланнӑ,
Вӑрман та тулхӑрса сӗрлет —
Тӗнче ытла та тӑвӑлланнӑ.
Пит йӑвӑ тӗттӗмлӗх тӑрать,
Ним курӑнмасть, куҫран тӗксен те,
Кас-кас чӑлл! ҫиҫӗм йӑлтӑрать,
Ҫӗрте халь тупӑн йӗп ӳксен те.
Ялт! ҫиҫӗм — уҫӑлчӗ тӗнче
Мӗн ку? Чун кайрӗ хӑраса:
Тӑватӑ ҫын-мӗн ҫакӑнса
Тӑраҫҫӗ сулӑ варринче.

Кун хыҫҫӑн кун юхса пырать
Хӑрушӑ сулӑ Атӑл тӑрӑх.
Чун-чӗрене ыраттарать,
Тавра йӗрет: юлать пек тӑлӑх.
Кӗр-кӗр сив ҫил вӗрет ваш-ваш...
Кара хумсем сулла тыллаҫҫӗ.
Ҫыран хӗрне пырсан паллаҫҫӗ:
Ик вырӑс, пушкӑрт та чӑваш.
Чӑвашсене-мӗн хӑратма
Хӑруш сулла юри юхтарнӑ,
Анчах та йӑнӑш — вӑл пултарнӑ
Ҫын эрлӗкне ҫеҫ вӑратма


Ытти пайӗсене кунта тупма пулать.



Тулли верси :: Статья каҫми