Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Харҫӑ (Купрат патша)


Пирӗн халӑхшӑн ҫак харҫӑ ҫӗнтерӳ ҫулӗ ҫине тухни пултӑрах.
Авалхи юмахран.


Кӑтра калани пӗтӗмпех тӗрӗс. Купрат тӑрӑшнипе чӑмӑртаннӑ пӑлхар патшалӑхӗ кухальлӗн тӗнчери чи вӑйлӑ ҫӗршывсенчен пӗри, ахальтен мар ӗнтӗ ӑна таврари халӑхсем Аслӑ Пӑлхарстан патшалӑхӗ теме тытӑннӑ. Анчах кашни вӑйлӑ патшалӑхӑнах тӑшманӗсем те вӑйлӑ: пыра-киле чаплӑ та пуян ҫӗршыва хапсӑнакансен шучӗ те ӳснӗҫемӗн ӳссех пыма тытӑннӑ. Пӗр енче — ҫур тӗнчене тытса таракан Византи патшалӑхӗ, тепӗр енче — урнӑ йытӑ пек сӗмсӗр аварсем. Аварсен ханӗ Лупутай, хӑйне иккӗмӗш Аттил пек курса, пӗтӗм тӗнчене ҫӗмӗрсе тухатӑп тесе, аслӑ ҫеҫенхирте пурӑнакан тӗрлӗ йӑхсене хӑй тавра пӗрлештерсе, пӑлхар ҫӗршывне вӗҫӗмсӗр тапӑна-тапӑна килет. Тӑватӑ ҫул каялла тарӑхса ҫитнӗ Купрат ӑна питӗ лайӑх аса кӗртнӗччӗ; Лупутайӑн пӗтӗм ҫарне, илӗртсе, чакнӑ пек туса, Ас тинӗсӗ патне илсе тухтартарчӗ. Кайран вара, пур енчен те ҫавӑрса илсе, пӗтӗмпех ҫӗмӗрсе тӑкрӗ. Лупутая хӑйне тыткӑна илчӗ. Анчах путсӗр хан, тархасласа, ӗмӗр-ӗмӗр тус пулӑп тесе сӑмах панине шута илсе, ӑна килне таврӑнма ирӗк пачӗ. Ҫук ҫав, путсӗр анчӑка шанма юрамасть. Лупутай кайран, Купрата пӗтерес тесе, Византипе те, Капкасри никама пӑхӑнман йӑхсемпе те, килӗшӳ туса, Аслӑ Пӑлхарстан патшалӑхне тапӑна-тапӑна кӗчӗ. Кашнийӗнчех пӑсӑрлансем ӑна чикӗ хӗрринчех пӑсӑрлантара-пӑсӑрлантара кӑларса ывӑтрӗҫ. Хальхинче вара пӑсӑрлансем те тытса чараймарӗҫ иккен, хальхинче чӑн-чӑн вӑрҫӑ пуҫлама тивет...
Хуларан инҫе мар, сарлака тӑрӑллӑ сӑрт ҫинче Аслӑ Пӑлхарстан патшалӑхӗн тӗп ялавӗ шӗкӗр-элем ҫил ҫинче явӑнать. Ун тавра ушкӑн-ушкӑнпа ҫарсем тӑрса тухнӑ. Кашни ҫарӑн хӑйӗн пуҫлӑхӗ, хӑйӗн элемӗ. Акӑ, упи йӑхӗн ҫарӗ. Вӗсен элемӗсем ҫине упа ӳкерсе хунӑ. Упи йӑхӗн тӗп ялавӗн тӑрринче — упа хӳри. Шӑхаль йӑхӗн палли — акӑш, вӗсен ялавӗсем ҫинче ҫак мӑнаҫлӑ та хитре кайӑк туп-тулли. Улхаш йӑхӗн элемӗсем ҫинче — айпӑлта. Сӑкӑт йӑхӗсен элемӗсем ҫинче — шурӑ парс... Ҫитмӗл ҫичӗ йӑх, ӑру тата ямахат паян шӗкӗр-элем тавра пуҫтарӑннӑ.
Алмӑчавар, шӗкӗр-элеме алла илсе, кӗлӗ вуларӗ:
— Аслӑ Танкӑр пире таса кӗрешӳре ертсе пырать. Аллине ӗмӗр сӳнми кӑвар тытнӑ аслӑ Хаяр пире таса кӗрешӳ ҫулӗ хӑш еннелле кайнине кӑтартать! — хай сӑмахне вӗҫлерӗ алмӑчавар.
Тахӑш вӑхӑтра ӑна йӗри-тавра хупӑрласа илнӗ ҫарҫыннисем сирӗлсе ҫул тума пуҫларӗҫ. Алмӑчавар, ҫав ҫулпа утса, урхамах-учӗ ҫинче Улӑп пек ларакан Купрат патне пычӗ те ӑна шӗкӗр-элем тыттарчӗ, унтан, пуҫне тайса, сулахай аллипе тухӑҫалла тӑсса кӑтартрӗ:
— Сана, аслӑ та чаплӑ эльтепер, унта ҫӗнтерӳ тата ӗмӗрлӗх мухтав кӗтет!..
Купрат шӗкӗр-элеме, сулахай аллине тытса, ҫӳле-ҫӳле ҫӗклерӗ те ҫарҫыннисене пурне те унпа мал еннелле кӑтартрӗ:
— Сире унта ҫӗнтерӳ тата ӗмӗрлӗх мухтав кӗтет!..
— Утӑрья! — янӑраса кайрӗ вӗҫӗ-хӗррсӗр ҫеҫенхирте.
— Мухтав эльтепере!
— Мухтав Купрат-патшана!
— Ертсе кай пире, патшамӑр, ҫӗнтерӳ ҫулӗпе!..
Патша сулахай аллинчи шӗкӗр-элеме таттиреке ывӑтса пачӗ те сылтӑм аллипе хӗҫне туртса кӑларчӗ:
— Юнташсем! — хӗҫлӗ аллине ҫӳле ҫӗклерӗ вал, — аслӑ Аттил тата унпа пӗрле пӗтӗм тӗнчене чӗтретнӗ Улӑп-паттӑрсен хӑвачӗ пирӗнпе пӗрле!
Унтан утне сулахай аллипе ӑмринчен ачашшӑн ҫапса илчӗ:
— Таппир, сиккипе!
Улма-чӑпар ут мал еннелле ҫил пек ыткӑнчӗ.
* * *<<
Пӑлхарсен ҫарӗ, каҫа хирӗҫ пысӑк мар юханшыв урлӑ каҫса, лапамран ҫӳллех мар сӑрт ҫинелле хӑпара пуҫларӗ.
Ӗнтрӗкри хӗвел ури мал енчи тӳпене ӳкнӗ, вут-ҫулӑм пек ҫунать. Хӗвел аннӑҫемӗн вӑл чакса-сахалланса пымалла. «Мӗскер амакӗ! — тӗлӗнсе шухӑшларӗ Купрат. — Хӗвел ури ансӑрланса-чакса пырас вырӑнне ӳссе-сарӑлса, ҫур тӳпене хупӑрласа илчӗ».
— Тахта! — утне тытса чарчӗ Купрат.
Ун патне ҫавӑнтах хыҫалта пыракан Кӑрӑмкул-ӗмпӳ сиктерсе пычӗ.
— Куратӑн-и, — тухӑҫалла тӑсса кӑтартрӗ патша, — хӗвел ури мар ку, пушар, ҫеҫенхир ҫунать.
Тапӑнса килекен ҫарсене тытса чарас тесе, ҫеҫенхирти курӑка вут чӗртесси авалтанах пырать. Купрат тапӑнса килекен византисемпе ҫапӑҫнӑ чухне хӑй те сахал мар ҫак меслетпе уса курнӑ.
Ӗмпӳ, сылтӑм аллипе куҫӗ тӗлне карттус кисирукӗ пек тытса, чылайччен мал еннелле пӑхса тӑчӗ.
— Йӗртаулсене яр! — хушрӗ патша.
— Кӑтрана та-и? — иккӗленнӗн ыйтрӗ ӗмпу.
— Кӑтра текех ача мар, — сиввӗнреххӗн каларӗ патша. — Хӗр-пике те мар!..
Кӑрӑмкул-ӗмпӳ хыҫалалла ҫаврӑнса аллипе сулчӗ. Ҫав самантрах ун патне виҫӗ юланут — аккайчасем — сиктерсе ҫитрӗҫ.
Йӗртаул виҫӗ ҫартан тӑрать: вӗсене тин кӑна эрпӗлех пӗтерсе тухнӑ виҫӗ ҫарпуҫӗ ертсе пыраҫҫӗ — Кӑтра, Айтул тата Теккипел.
— Айтул — сылтӑма, — кӑтартрӗ ӗмпӳ аккайчасене. — Теккипел — сулахая. Кӑтра-паттӑр — тӗп йӗртаул! Васкӑр!..
Куҫ хупса илмелӗх самантра виҫӗ аккайча урӑм-сурӑм вӑйпа кустарса янӑ кустӑрмасем пек тӗрлӗ еннелле кайса курӑнми пулчӗҫ.
— Тӗп ҫара хам ертсе пыратӑп, — терӗ патша. — Атя, вут чӗртекен аварсене ӑса кӗрт!
Кӑрӑмкул-ӗмпӳ учӗ те аккайчасем хыҫҫӑн сӑрт хыҫӗнче ҫухалчӗ.
Шӗкӗр-элемлӗ ҫар ним пулман пек Тан шывӗ еннелле кайрӗ.

Хӗвел анса тӗттӗмленсен, Купрат хӑйӗн мӗнпур ҫарне тапӑра тӑма хушрӗ. Пӑлхар ҫарӗнче кашни нукер, кашни ҫарпуҫӗ хӑш самантра мӗскер тумаллине пӗлет. Патша тапӑра тӑма хушнӑранпа ҫичӗ ҫӗмрен пемелӗх вӑхӑт та иртмерӗ, — Шура Чатӑр хатӗр те. Шурӑ Чатӑр — патша чатӑрӗ, чи аслӑ ҫарпуҫӗ тӑракан вырӑн.
Тепӗр вунӑ-вуникӗ ҫӗмрен пемелӗх вӑхӑт хушшинче пӗтӗм тавралӑх чатӑрсемпе те хӳшӗсемпе тулчӗ, пин-пин кӑвайт ҫуна пуҫларӗ. Ҫав хушӑра сылтӑмра, йӗртаулсем кайнӑ енче тӳпене пилӗк ҫунакан ҫӗмрен вӗҫсе хӑпарни курӑнчӗ. Ку — ҫӗнтерӳпе таврӑнни. Йӗртаулсене йывӑр килнӗ йулсан, тӳпене виҫӗ ҫунакан ҫӗмрен вӗҫсе хӑпармаллаччӗ. Часах шурӑ Чатӑр патӗнче ут ури сассисем, хыттӑн кӑшкӑрашни илтӗнчӗ. Ҫӳле ҫӗкленӗ ҫунакан вутпуҫҫисем пӗтӗм тавралӑха кӑнтӑрлахи пек ҫутӑ кӳреҫҫӗ.
Чатӑр алӑкӗ яриех ҫӗкленчӗ, шала ертелей кӗрсе тӑчӗ.
— Кӑрӑмкул-ӗмпӳ! — пӗлтерчӗ вӑл, патшана пуҫ тайса.
Ун хыҫҫӑнах Кӑрӑмкул, Кӑтра, Айтул, Теккипел тата ытти ҫарпуҫӗсем кӗрсе тӑчӗҫ. Вӗсемпе пӗрле — аллисене ҫыхнӑ икӗ авар ҫарпуҫӗ.
— Акӑ, аслӑ патшамӑр, чӗнмен хӑнасем! — терӗ вӗсем ҫине кӑтартса ӗмпӳ. — Паллатӑн-и?
Купрат хӑй умӗнче пуҫне усса таракан тӑшманӗсем ҫине сӑнаса-сӑнаса пӑхрӗ.
— Ха-ха, тахҫанхи тус! — тӗлӗннӗн каларӗ вӑл. — Акилпай!.. Лупутайӑн ачалӑхри тусӗ!.. Теприне вара палламастӑп...
— Акилпай ачи. Асли, Шеттек! — ӑнлантарчӗ ӗмпӳ. — Лупутай — Шеттекӗн аталӑкӗ.
— Маттур, Кӑрӑмкул! — ӑшшӑн тав туре патша. — Ашшӗпе ывӑлӗ. Эппин, Акилпай пире паян мӗн кирлине пӗтӗмпех каласа парать. Ҫапла-и, Акилпай?
— Аварсем хӑйсен тивӗҫне сутмаҫҫӗ, — сиввӗн каларӗ Акилпай.
— Тивӗҫне ан сут эсӗ, — кулса ячӗ Купрат. — Пире мӗн кирлине ҫеҫ кала. Тӗслӗхрен, хан хӑй ӑҫта?
— Нимӗн те каламастӑп. Вӗлерсессӗн те, вутра ҫунтарсассӑн та...
— Ӗненетӗп, — тыткӑнҫа куҫӗнчен тинкерчӗ патша. — Акилпая хӑратма та, ҫӗнтерме те ҫуккине лайӑх пӗлетӗп. Ҫав хушӑрах тата... Астӑватӑн-и, Акилпай, ҫирӗм ҫул каялла висантисене хирӗҫ пӗрле кӗрешрӗмӗр. Висантисем ун чухне Аттилтан юлнӑ йӑхсене пӗтӗмпех касса тухма хатӗрччӗ... Пӗрле кӗрешрӗмӗр те... ҫӗнтертӗмӗр... Халӗ мӗншӗн пирӗн ҫӗре те пирӗн пурлӑха хапсӑнмалла пулчӗ-ха санӑн?
Тыткӑнҫӑ нимӗн те чӗнмерӗ.
— Астӑватӑн-и, Акилпай, Ас тинӗсӗ хӗрринчи ҫапӑҫӑва. Висантисен аттикки никам пырса тапӑнайми тимӗр шапа пек тӑратчӗ. Пирӗн ҫӗмренсем те, сӑнӑсем те нимӗн те тӑваймасчӗҫ. Миккитран кунта усси ҫукчӗ. Амрита ҫапӑҫӑва ятӑмӑр. Вӗсем те висанти аттиккин ӗречӗсене ҫӗмӗрсе кӗреймерӗҫ. Паллах, эпир аттиккине пур енчен те хупӑрласа илсе, темиҫе кун хӳтерсе, чӗрӗллех тытса илме те пултарнӑ. Анчах апла тума пирӗн вӑхӑт ҫукччӗ. Тинӗсре — висантисен карапӗсем, унта туп-тулли ҫӗнӗ ҫар. Висантисен аттиккине пирӗн ҫав ҫӗнӗ ҫар килсе ҫитиччен ҫӗмӗрсе тӑкмаллаччӗ. Эсӗ вара питӗ лайӑх шухӑш патӑн. Астӑватӑн-и?
— Вӑл шухӑша эпир пӗрле шухӑшласа тупрӑмӑр, — кӑмӑлӗ уҫӑла пуҫларӗ Акилпайӑн. — Пӗрле, пӗрле, Купрат-патша. Сӑмалаллӑ вутпуҫҫисем...
— Ҫапла, пирӗн ҫӑмӑл ҫунатлӑ микитҫӑсем тӗттӗмленсе ҫунакан вутпуҫҫисем тӗрлӗ енчен ывӑтма тытӑнчӗҫ. Шатӑртатса ҫунакан вута хирӗҫ темле купе тӑхӑнсан та чӑтаймастӑн. Висантисен аттикки самантрах сикпӑрҫа ернӗ йытӑ кӗтӗвӗ пек пулса тӑчӗ. Пире ҫавӑ ҫеҫ кирлӗ. Пирӗн амритҫӑсем, йывӑр алтаспанӗсемпе ҫул уҫа-уҫа, висантисен хушшине кӗрсе кайрӗҫ. Эсӗ чи малтисенчен пӗриччӗ. Ҫавӑн чухне эсӗ йывӑр амантӑн...
— Купрат, аса илтермесессӗн те пӗлетӗп, — йывӑррӑн сывласа илчӗ Акилпай. — Ун чухне мана эсӗ ҫӑлтӑн. Анчах та ку вӑл халӗ эпӗ сан тусу пулассине пӗлтермест. Эпӗ ант туна, ӗмӗр-ӗмӗр Лупутайпа пӗрле пулма сӑмах панӑ. Пӗлетӗп: хам сӑмаха эпӗ тытатӑпах.
— Эппин, чӗрӗллех ӳтне сӳмелле пулать. Ку та пулӑшмасан, шалча ҫине лартмалла пулать...
— Ку та, вӑл та, ним те пулӑшмӗ сана, Купрат, — пуҫне енчен енне сулчӗ Акилпай.
Патша куҫӗ ҫиҫӗм пек ҫиҫсе илчӗ:
— Сана мар, ывӑлна... Шеттекна... Эсӗ ӑна мӗнле юратнине пӗлетӗп эпӗ...
Акилпай, хӑранипе кӑшкӑрас тенӗн, пуҫне ялт ҫӗклерӗ, сасартӑк унӑн куҫӗнче пурнӑҫ вӑйӗ сӳнчӗ, вӑл, хай хӑранине палӑртас мар тенӗн, аяккалла пӑха пуҫларӗ.
Купрат ҫакна асӑрхарӗ:
— Эй, Шеттекӗн кӗпи-йӗмне хывса илӗр те!.. — хыттӑн хушрӗ вал. — Акилпай, кур. Сан куҫу умӗнчех юратнӑ ывӑлна... Е мана мӗн кирлине калатӑн-и?.. Ҫук, эппин...
Патша, хушнине тӑвӑр тесе, аллине сулчӗ. Куҫ хупса илмелӗх самантра Шеттек ҫинчен мӗнпур тумне хывса илчӗҫ.
— Малтан вутпа ҫунтарӑр! — хушрӗ Купрат.
Ҫавӑнтах темиҫе вутпуҫҫи Пихампар пек хитре ҫамрӑка ӗнте пуҫларӗҫ. Таврана ӗнӗк шӑрши ҫапрӗ.
— Кала, Акилпай, кала, ӑҫта хан? Тан шывӗн ку енче-и? — асаплантаракансене чарӑнма хушса, каллех калаҫӑва пуҫларӗ Купрат.
— Салтӑр алла! — сасартӑк каларӗ Акилпай.
— Атте, ним те ан кала! — кӑшкӑрчӗ Шеттек.
— Аҫуна ан вӗрент, ачам! — сиввӗн каларӗ Акилпай, аллине салтнӑ хыҫҫӑн хусканусем туса. — Аҫу ватӑ ӗнтӗ, мӗн ҫисен мен ӗҫмеллине пӗлет. — Унтан патша енне ҫаврӑнчӗ. — Эпир санпа, Купрат, туссем пулнӑ. Эпир пӗр йӑхран тесессӗн те пырать. Пирӗн чӗлхе пӗр. Пирӗн асаттесем аслӑран та асла Аттила хӑйсен пӗртен-пӗр патши тенӗ. Пирӗн ӳлӗмрен те пӗрле пурӑнмаллаччӗ те... Анчах пурнӑҫ эпир ӗмӗтленнӗ пек ҫеҫ аталанса пымасть ҫав, нимӗн тума та ҫук. Тискер шӑпа пире вутлӑ ҫырман икӗ енне тӑратрӗ. Эсир халӗ — пӑлхарсем, эпир — аварсем... Пирӗн пӗр тӗрлӗ пурнӑҫ, сирӗн — тепӗр тӗрлӗ. Анчах этемӗн тивӗҫӗ пӗрре кӑна. Чӑн-чӑн этем хай тивӗҫне нихӑҫан та сутмасть. Ӑна эсӗ, Купрат, манран та лайӑх пӗлетӗн, унсӑрӑн аслӑ патша пулаймастӑнччӗ...
Акилпай сасси йӑвашланнӑҫемӗн йӑвашланса пычӗ. Ҫакӑ улталарӗ те — Купрата та, теккерсене те...
Сасартӑк, шурӑ парс пек сиксе ӳксе, ватӑ Акилпай ҫывӑхри теккерӗн пиҫиххинчен ҫакса янӑ анкарне туртса кӑлӑрчӗ те чӗрӗм хушшинче хӑйне мӑйӗнчен кӗрӗслеттерсе чикрӗ. Туп-тулли сывлӑш тултарнӑ хӑмпа шӑтарнӑ хыҫҫӑнхи пек ха-а-ашлатни илтӗнчӗ, Акилпай ҫавӑнтах Купрат патша ури умне тӗшӗрӗлсе анчӗ.
— Эх, Акилпай, Акилпай! — куҫҫулӗ тухрӗ Купратӑн. — Чӑн-чӑн Улӑпчӗ эсӗ. Санпа пӗрле ҫуттӗнчерен юлашки Улӑп ҫухалчӗ пулӗ. — Куҫҫульне шӑлса илчӗ. — Эй, Шеттеке тумлантарӑр! Антив, ашшӗне кӗлтуса пытартӑр.>>* * *<<
Эрне ытла ӗнтӗ пӑлхарсемпе аварсем тискер вӑрҫӑ ҫулӑмӗнче ҫунаҫҫӗ. Кашни кун — юнлӑ ҫапӑҫу, анчах паян куна ҫитсе те Купратӑн шӗкӗр элемӗ Хаяр-турра вӗл-вӗл вӗҫсе саламлаймарӗ-ха.



Тулли верси :: Статья каҫми