Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Хамӑр ял (Ю. Ковалёв)


Тӑван ҫӗр ҫинче
Чаплӑ ял ларать.
Хӗвел айӗнче
Юрӑ янӑрать.

Кӗвви ян каять,
Сас вӗҫет инҫе.
Халь чӑваш юрлать
Хамӑр ял ҫинчен.

Ял йӗри-тавра
Тырӑ ешерет.
Кӳлӗри шывра
Кайӑк-хур ишет.

Ҫурхи вӑрманта
Куккук авӑтать.
Нумай ҫул тата
Пурӑнма хушать.

Тӑван ял-йышпа
Пурӑнасчӗ-ха.
Ырӑ кӑмӑлпа
Хутӑшасчӗ-ха.

Турри пиллесен
Пулӗ-ха кун-ҫул.
Ҫамрӑк ӑрусен
Уҫӑ пултӑр ҫул.

Ҫавӑн пекех

Юрий Ковалёвӑн ытти сӑввисене кунта тупма пултаратӑр.



Тулли верси :: Статья каҫми