Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Халал (Пайтул)


Питӗ сивӗ хӗл кунӗ,
Тӑлӑп тӑхӑн, хӑна.
Сивӗнмест-ха ҫын чунӗ
Хӗл сиввишӗн кӑна.

Чӑвашпа чӑваш пултӑр
Ҫывӑх тус та юлташ.
Кӗвӗҫӳ сан ан пултӑр,
Усалпа ан аташ.

Ҫак сӑмах — ман йыхравӑм,
Ҫак сӑмах — ман халал.
Ҫак сӑмах — ман ялавӑм,
Йӑлт тасалтӑр усал!..

Ӑнлантаркӑч

1935 ҫулта Шупашкарта пурӑнакан Иван Ильинран П.Ф.Филиппов учитель ҫырса илнӗ. Юхма Мишши архивӗнче упранать.

Ҫавӑн пекех

Пайтулӑн ытти юрри-сӑввисене вулӑр.



Тулли верси :: Статья каҫми