Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Фадеев Георгий Андреевич


Фадеев Георгий Андреевич (пултарулӑхри gctdljybv — Георгий Хавал) — Чӑваш Енри пушар хуралӗн ветеранӗ, юрӑсем валли сӑвӑ ҫыракан, общество ӗҫченӗ. Отставкӑри шалти службӑн подполковникӗ. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ. Чӑваш Ен Ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн членӗ.

Пурнӑҫӗ

Фадеев Георгий Андреевич 1941 ҫулхи ҫӑвӑн 1-мӗшӗнче Чӑваш АССР-ӗнчи Ҫӗрпӳ районӗнчи Тепикасси ялӗнче ҫуралнӑ.

Вун тӑватӑ ҫула ҫитсен ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӑрманта ӗҫленӗ, платник ӗҫне тума пулӑшнӑ. Вӑтам шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн Жданов ячӗллӗ колхозра комбайнер пулӑшуҫи пулса ӗҫленӗ, кайран ял клубӗн заведующийӗ пулнӑ. Вӑл ертсе пыракан клубӑн пултарулӑх ушкӑнӗ, колхозри комсомол тата спорт организацийӗсем районта тата республикӑра чи лайӑххисенчен пӗри пулнӑ.

Ленинградри пушар-техника училищине, ҫавӑн пекех Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх институтне (хальхи аграри университечӗ) вӗренсе пӗтернӗ.

1965 ҫулта пушар хуралӗнче службӑра тӑма пуҫланӑ. Инспектор, Чӑваш АССР МВД пушар хуралӗн уйрӑм пуҫлӑхӗ, СССР МВД Шупашкарти ятарлӑ вӑтам милици шкулӗн курс пуҫлӑхӗ тата аслӑ преподавателӗ пулса ӗҫленӗ. Пин ытла пушар сӳнтерме хутшӑннӑ.

1995 ҫулта шалти службӑн подполковникӗн званийӗпе отставкӑна тухнӑ. 1997 ҫултанпа Раҫҫей МЧСӗн Чӑваш Республикинчи Тӗп управленийӗн «Ҫулӑм» фольклор ансамблӗн йӗркелӳҫи тата улшӑнми ертӳҫи пулнӑ.

2026 ҫулхи авӑнӑн 27-мӗшӗнче 86 ҫулта пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

Пултарулӑхӗ

Георгий Фадеев сӑвӑсене ҫитӗннӗ ҫулта, аллӑ урлӑ каҫсан ҫырма пуҫланӑ. Вӑл чӑвашла тата вырӑсла ҫырнӑ сӑвӑ пуххисен авторӗ.

Георгий Хавал псевдонимпа юрӑсен сӑвӑҫи пек паллӑ. 50 ҫул ытла сцена ҫинче юрланӑ, сӑввисемпе кӗввисене хӑйех ҫырнӑ.

1973 ҫулта «Нарспи» чӑваш ансамблӗн йышӗнче Ирландире иртнӗ Тӗнчери фольклор юррисен фестивальне хутшӑннӑ.

Спортри ҫитӗнӗвӗсем

Хисепӗсем

Кӗнекисем

Ҫемьи

Хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Ашшӗ — Андрей, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер, фронтран аманса таврӑннӑ. Амӑшӗ — Ульяна, вӑрҫӑ ҫулӗсенче виҫӗ ачана пӗччен ӳстернӗ.

Астӑвӑм

2022 ҫулта Г. А. Фадеев-Хавал ячӗллӗ «Пултарулӑхшӑн» тӗнчери конкурса йӗркеленӗ.


 
Категорисем: Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗсем, Тепикасси ҫыннисем, Сӑвӑҫсем

Тулли верси :: Статья каҫми