Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Ур-ра-а! Эпир ҫӗнтертӗмӗр

Хитре чăваш ятсем:
Эх, хитре-çке чăваш ячĕсем: САВАНТЕЙ, САВАÇ, САВНЕПИ, САЙРУНА, САРИНЕ, САРХАН, САХВУН, СĂРПИК, СВЕРККЕ, СЕНЕСЛУ, СЕНТИЛЕТ, СЕНТИМĔР, СЕНТТИ, СЕРКУÇ, СЕРПИНЕ, СЕРТЕПИ, СЕТНЕР, СИЛЕРПИ, СИЛПИ, СИЛПИК, СИЛТЕЛЕТ, СИНЕРПИ, СИТЕХМЕТ, СИТТИ, СӲНЕРПИ.

Хӗллехи ӑшӑ та тӳлек ҫанталӑк тӑрать. Ӗнер йӗпе юр ҫунӑран вӑл самаях кӑткӑсланнӑ. Ачасем шкултан таврӑнсан урама тухнӑ та икӗ ушкӑна пайланса нӳрленме ӗлкӗрнӗ юртан "крепоҫсем" купалаҫҫӗ. Ача-пӑчан мӗн шухӑш - вӑйӑра ӑмӑртса ыттисене ҫӗнтересси. Камсем маларах, хӑвӑртрах кӳршин "крепоҫне" тапӑнса туртса илеҫҫӗ, вара ун ҫине хӑпарса, савӑнӑҫа ниҫта хураймасӑр: "Ур-ра-а! Эпир ҫӗнтертӗмӗр!" тесе хӗпӗртеҫҫӗ.
Ачасен савӑнӑҫне ӑнланмалла-ха, анчах мӗншӗн вӗсем шӑпах "ур-ра-а!" тесе кӑшкӑраҫҫӗ? Унашкал кӑшкӑрас йӑлан вӑрттӑнлӑхӗ иртнӗ ӑрусенченех юлнӑ-мӗн, истории сӗм аваллӑхӗпе, ҫар ӗҫӗсемпе ҫыхӑннӑ иккен. "Ура" сӑмах вырӑссен лексикине тӗрӗк чӗлхинчен кӗни паллӑ. Пин ҫула яхӑн ӗлӗкрех тутар-монгол эшкерӗсем Инҫет-хӗвелтухӑҫран пирӗн еннелле походпа тапӑнса, утлӑ ҫарпа куҫса килнӗ самантсенчи ҫапӑҫусенче хула хыҫҫӑн хулана, ял хыҫҫӑн яла хӑйсен аллине ярса илсен савӑнса ҫапла кӑшкӑрни ҫыхланса юлнӑ. Малтан вӑл "ур" тенӗ сӑмахран тӑнӑ — ҫапӑҫ, хӗне, пӗр тӑхтаса тӑмасӑр хӑвӑрт малалла ыткӑн, аркат, ҫӗнтер текен ӑнлавпа ҫӳренӗ. Акӑ халӗ те эпир куршӗсем харкашаҫҫӗ пулсан: "Тем тупнӑ ӗнтӗ, тем пайлаймаҫҫӗ, ураҫҫӗ те ураҫҫӗ", — тетпӗр. "Ур" сӑмах лингвистикӑра тутар-монголсем килсе ҫитичченех славянсемшӗн паллӑ пулни те тӗрӗсех. Акӑ "Игорь полке ҫинчен хывнӑ сӑмахра": "Сие урим кричат под саблями половецкими", — тенӗ йӗркесене тупса вулама пултаратпӑр. Ку ӗнтӗ: "Бей с криком ура" тенипех танлашать.
Тутарсем, авӑ, паянхи кунчченех хӑйсен авалхи мелӗсен сӑмахӗпе анлӑн усӑ кураҫҫӗ, хӑйсен вӑйне, хастарлӑхне, наци мӑнаҫлӑхне кӑтартма тӑрӑшаҫҫӗ. Пирӗнтен чылайӑшӗ тутарсем кашни ҫулах ирттерекен сабантуй текен уявра пулса курнах ӗнтӗ. Унта вӗсем пӗри теприне алӑ вӑйӗпе кӗрешсе /ал шӑллисемпе пилӗкрен яваласа илсе/ ҫӗр ҫине ӳкерсе вырттарасси йӑлана кӗнӗ. Чи пӗчӗккисенчен тытӑнаҫҫӗ те кӗрешекенсенчен паттӑра кам тивӗҫнипе вӗҫлеҫҫӗ. Сабантуйра кӗрешсе паттӑра тухнӑскере ҫывӑх юлташӗсем хупӑрласа илеҫҫӗ те ушкӑнпа пуҫ тӳпинчен те ҫӳлерех ҫӗклесе: "урра-ур-ра-а!" — тесе хавхаланса, хӗпӗртесе кӑшкӑраҫҫӗ, юлашкинчен яланхи йӑлапа паттӑра тухнӑ ҫынна така парса чыс-хисеп тӑваҫҫӗ. Ҫакӑ тутарсем хӑйсен сӗм авалхи йӑлине халӗ те ҫирӗп тытса пынине, унпа мӑнаҫланса мухтаннин ытарлӑ туйӑмӑн паллине пӗлтерет. Вӗсене кура эпир те пӗр-пӗр савӑнмалла ӗҫ ӑнӑҫлӑ вӗҫленсен ҫак сӑмах ҫаврӑнӑшӗпе усӑ курма хӑнӑхнӑ.

Роман Чепунов,
«Хыпар», 2006, чӳк, 15


 
Категорисем: Мӗншӗн ҫапла калатпӑр

Тулли верси :: Статья каҫми