«УХМАХ ТӖРӖЛЛӖ ТӖНЧЕМ» ЯРӐМРАН (1965-1971) Ухмах тӗрӗ тесе пӗлтерӗшсӗр те ҫӑмӑл ҫӗвве калаҫҫӗ. Ӑна куҫ умне кӑларса тӑратас тесен Ш саспаллин варринчи патакне илмелле те аяккинчисене икӗ еннелле пӗр пек сармалла, ҫӳле кайӑк (v) лартмалла. Ансат та пӗлтерӗшсӗр тӗрӗ, ҫак ярӑмри сӑввӑмсем пекех…