Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Тури Панкли
Тури Панкли (выр. Верхние Панклеи) — Чӑваш Республикин Муркаш районӗнчи ял. Вӑл Йӳҫкасси ял тӑрӑхне кӗрет.
Ял Сурӑм юханшывӗн ҫыранӗ хӗрринче вырнаҫнӑ. Республика тӗп хулине, Шупашкара ҫитме — 64 километр. Район центрне, Муркаш ялне ҫитме — 17 километр. Чи ҫывӑх чукун ҫул станцийӗ 64 километрта вырнаҫнӑ.
Ялӑн историри ячӗсем: Пантлей Первый, Пантлей, Верхний Пантиклей, Верхний Панклей, Сорым Панклеи Верхние.
XVIII ӗмӗрӗн вӗҫӗнче Преображенское (тепӗр ячӗ Сурӑм, хальхи Чӑваш Сурӑм) ялӗнчен уйрӑлса тухнӑ ял пулнӑ. Кунти халӑх 1866 ҫулччен патшалӑх хресченӗсем шутланнӑ; вӗсем ҫӗр ӗҫӗпе, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетессипе, пулӑ тытассипе, атӑ-пушмак ҫӗлессипе тата ҫӗвӗ ӗҫӗпе аппаланнӑ.
XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче 2 шыв арманӗ ӗҫленӗ. 1930 ҫулта «В. Панклей» колхоз йӗркеленӗ. XVIII ӗмӗрӗн вӗҫӗнчен пуҫласа 1927 ҫулччен ял Етӗрне уесӗнчи Шӑмат, Устински тата Чӑваш Сурӑм вулӑсӗсене, 1927–1944 ҫулсенче Элӗк районне, 1944–1959 ҫулсенче тата 1964 ҫултанпа Муркаш районне, 1959–1962 ҫулсенче Элӗк районне, 1962–1964 ҫулсенче Шупашкар районне кӗнӗ.
Халӑх йышӗ улшӑнса пыни:
Ялта лавкка пур.
2010 ҫулхи даннӑйсем тӑрӑх, ял территорийӗнче «Ударник» ОПХ» ГУП ӗҫлет.
Тулли верси :: Статья каҫми