Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Туй ачи (Николай Карай)


Урамра курсан пурте мана:
"Сан тӗс пур ун чӑнах", — тенӗрен,
"Эс ман, — терӗм ӑшшӑн сана.
"Тепле ҫав", — терӗн эсӗ хуллен.

Сад пахчи чечекпе хуплансан
Туя чӗнчӗ мана ял каччи.
Эп сана чуп тусаччӗ чунтан, —
Халь качча каян — эп туй ачи.
Шур эрех тултарса стакана:
"Шалт ӗҫ", — терӗн ҫынсем сисиччен.
"Хыт ташларӑн эс", — теҫҫӗ мана,
Сирӗн шавлӑ туя ас илсен.

Николай Карай



Тулли верси :: Статья каҫми