Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Точкӑпа запятой (ПП)

Хитре чăваш ятсем:
Эх, хитре-çке чăваш ячĕсем: САВАНТЕЙ, САВАÇ, САВНЕПИ, САЙРУНА, САРИНЕ, САРХАН, САХВУН, СĂРПИК, СВЕРККЕ, СЕНЕСЛУ, СЕНТИЛЕТ, СЕНТИМĔР, СЕНТТИ, СЕРКУÇ, СЕРПИНЕ, СЕРТЕПИ, СЕТНЕР, СИЛЕРПИ, СИЛПИ, СИЛПИК, СИЛТЕЛЕТ, СИНЕРПИ, СИТЕХМЕТ, СИТТИ, СӲНЕРПИ.

Чӑваш чӗлхи пунктуацийӗн тӗп правилисен пайӗ.

29§. Точкӑпа запятоя хутлӑ предложенин союзсӑр ҫыхӑнакан пайӗсем хушшине лартаҫҫӗ. Точкӑпа запятой лартса уйӑракан пайсенче ытларах чух ытти чарӑну паллисем пулаҫҫӗ, сӑмахран: Ху аван та, ҫын та аван; ху усал та, ҫын та усал (Ваттисен сӑмахӗ).

30§. Хирӗҫлекен союзсемпе ҫыхӑнакан хутсӑр предложенисене те вӗсен ӑшӗнче чарӑну паллисем пур чухне точкӑпа запятой лартса уйӑрма юрать, сӑмахран: Чӑн, ӗмӗр ӗмӗрлесси — уй урлӑ каҫасси мар, пурӑнакан пурнӑҫра тем тӗрлӗ кун та килсе тухать, хура кӗр пек хура хурлӑх та пулкалать; ҫапах та пурнӑҫ хурлӑхлӑ мар, калама ҫук илӗртӳллӗ! (А. Артемьев).

31§. Точкӑпа запятоя анлӑ пӗр йышши членсем хушшине лартаҫҫӗ, унашкал пӗр йышши членсен ретӗнче хутсӑр е хутлӑ предложенисем те пулма пултараҫҫӗ. Тӗслӗхрен: Хӑй тӑсланкӑ, кӑшт курпунтарах; сивӗ пулин те ҫӳхе пальтопа, сӑран атӑпа; хуҫӑк сӑмсаллӑ кепкине сӗтел ҫине пӑрахнӑ, ҫӳҫӗ арпашӑнса пӗтнӗ, сухалне хырман (А. Артемьев).

32§. Точкӑпа запятоя хисеплесе тухакан ушкӑнсем е предложенисем хушшине лартаҫҫӗ:
Чӑваш чӗлхинчи хутлӑ предложенисен тӗп ушкӑнӗсем ҫаксем:
1) ҫыхӑну паллисӗр хутлӑ предложенисем;
2) сыпӑнуллӑ хутлӑ предложенисем;
3) пӑхӑнуллӑ хутлӑ предложенисем
(И. Андреев).



Тулли верси :: Статья каҫми